Кăларăмсен пахалăхĕ сасă операторĕнчен те килет

31 Авг, 2016

Радио эфирне тухакан кăларăмсен пахалăхĕ сасă операторĕн ĕçĕнчен те нумай килет. Унăн тивĕçĕ — пленкăсене таса та çыпăçуллă тăвасси. Ку ĕçре чĕлхеçĕ те, таврапĕлÿçĕ те пулмалла. Чăвашрадиора сасă операторĕнче 34 çул ĕçленĕ Ольга Любимовăпа паллаштарас килет. Çăмăлах пулман унăн ĕçĕ. Вăл вăхăтра сасса магнит пленки çине çырнă, кирлĕ мар сăмахсене хачăпа касса кăларнă, унтан ятарлă лентăпа çыпăçтарнă. Пур ĕçе те алă вĕççĕн тунă.

Ачалăх

Ольга Любимова Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпелте 1941 çулта колхозник çемйинче çуралнă. Ашшĕ Иван Никифорович трактористра ĕçленĕ, амăшĕ Федосия Васильевна — уй-хир бригадинче. Ольга Ивановна çуралсан пĕр уйăх çурăран Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă, ашшĕ вăрçа тухса кайнине астумасть вăл. Амăшĕ икĕ ачапа тăрса юлнă. Çемьере вĕсем 6 пулнă: 2 хĕр те 4 ывăл.

«Пурнăç йывăр пулнă, — аса илет вăл. — Анне пире выçлăхран хăтарас тесе ĕне усратчĕ. «Çур стакан сĕт ĕçсен эсĕ кун каçма пултаратăн», — тетчĕ. Колхозран таврăннă чухне ĕнене çитерме çĕклемĕ-çĕклемĕпе çумкурăк йăтса килетчĕ. Вăрçă чарăнсан пирĕн колхозра коксакăс ÿстерме пуçларĕç. Аннесене пай уйăрса паратчĕç. Çав культура резина тума каять тетчĕç. Анне пире Володя пиччепе пĕрле çумлама илсе çÿретчĕ. Шăпах çак самант ĕмĕрлĕхех асра юлнă. Хур кĕтĕвĕ те асран тухмасть. Ун чухне ăна черетпе кĕтнĕ. Шкулта 4 класс хамăр ялтах вĕреннĕ. 5-6-мĕш классене Кĕçĕн Çĕрпÿелти 7 класлă шкула çÿренĕ. Вăл вăхăтра хĕл кунĕсем питĕ сивĕччĕ. Çи-пуç çителĕклĕ пулман. Аппа сурăх çăмĕнчен чĕркуççи таран нуски çыхса паратчĕ, вăрăмрах пулсан чĕпĕтет теттĕм. Шкула çара уранах çÿреттĕмĕр. Чĕркуççине çăпан тухнипе пĕрмай аптăраттăм.

Пирĕн шкул директорĕ Василий Семенович Смирнов сад ăстиччĕ. Шкул ачисем пулăшнипе улма-çырла, пахча çимĕç çитĕнтернĕ. Мускаври Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх куравне те хутшăннă. 6-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн Мускава кайма тивĕç пултăм. Анчах анне ямарĕ. «Эсĕ пĕчĕккĕ, пысăк хулара çухалса каятăн», — терĕ. Авăн уйăхĕнче пĕтĕм шкул умĕнче районтан килнĕ çын медаль тата свидетельство пачĕ. Халь ку медальпе мĕн тумалла? Çынсене кăтартмалла вĕт-ха. Çулла Патăрьелте ярмăркка пулать. Хĕрачасемпе кайрăмăр. Эпĕ медале çакнă. Ярмăрккара пĕр çамрăк арçын пычĕ те: «Ай-уй, хĕрĕм, ку медале сана миçе ача çуратнăшăн пачĕç? — терĕ. Хăв та халь ача кăна-çке. Вара вăтаннипе медале текех çакса çÿремерĕм».

10 класс пĕтерсен Ольга Любимова комсомол путевкипе Медногорск хулине кайнă. Çулталăка яхăн строительствăра ĕçленĕ. Унтан таврăнсан 1961 çулта Комсомольски районĕнчи «Октябрь ялавĕ» хаçатра корректорта тăрăшнă. Темиçе район редакцийĕсене пĕрлештерсен ĕçе Канаш хулине çÿренĕ. Патăрьел каччипе Анатолий Любимовпа çемье çавăрнă. Икĕ ывăл Олегпа Женя çуратса çитĕн­тернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шупашкара килсен пĕр тапхăр «Коммунизм ялавĕ» хаçатра корректорта, 1964 çултанпа вара Чăвашрадиора ĕçленĕ.

Хырăм выççи

«Вăл вăхăтра председательте Павел Николаев ĕçлетчĕ. Шăпах вăл радиора сасă операторĕ кирлине пĕлтерчĕ. Ырă кăмăллă Раиса Тимофеевăпа ĕçлеме тÿр килчĕ. Вăл мана вĕрентсе пычĕ. Геннадий Семенов режиссерччĕ ун чухне. Çав вăхăтра Радио çурчĕ Карл Маркс урамĕнчи 1-мĕш çуртра вырнаçнăччĕ. Писательсен союзĕ те унтах. Радио валли икĕ пÿлĕм — студири тата пленкăсене пĕр хăвăртлăхран теприне куçарса çырмалли аппаратнăйсем — уйăрнă. Редакторсем, корреспондентсем пĕрремĕшпе иккĕмĕш хутсенче ĕçлетчĕç.

Пĕр самант уйрăмах ас­ра. Ĕçе вырнаçни çур уйăх иртрĕ-и, çук-и — мана спектакль çырма хушрĕç. Геннадий Сергеев режиссер вăл вăхăтра çук: те чирленĕ, астумастăп. «Эсĕ ĕçлеме йĕркеллех те вĕренсе çитмен-ха, чăвашла лайăх пĕлетĕн, пленкине лартса паратпăр, режиссерĕ театртан килет», — терĕ мана инженер. Çамрăксен театрĕн артисчĕсем килчĕç, режиссерĕ — Зоя Ярдыкова. Артистсене микрофон умне тăратрăм, магнитофона хускатса: «Пуçлăр!» — тесе алă султăм. Мĕн мурĕ? Артистсем çурма сасăпа кăна калаçаççĕ. Микшерне те çавăрса пăхатăп. Зоя Дмитриевна артистсене ятлать: «Мĕн пулнă сире? Çывăрса тăранман-и е апат çимесĕр килнĕ?!» Çур сехет çапла асаплантартăмăр. Артистсене апата ярас терĕмĕр. Вĕсем тухса кайсан лайăхрах тĕрĕслес-ха тесе ăна-кăна пăхатăп, пленкине çырман енне лартса хăварнă иккен. Артистсем апатран килчĕç, çырма пуçларăмăр. Сассисем йĕркеллех. «Вăт хырăм выççи мĕне пĕлтерет», — терĕ Зоя Ярдыкова режиссер. Йĕркеллех çырса пĕтертĕмĕр.

Кăларăмсене вулама дикторсемсĕр пуçне артистсем те хутшăннă. Ача-пăча кăларăмĕсен редакторĕ Валентина Элпи çамрăк артистсене Зоя Никоноровăна, Нина Григорьевăна, Нина Яковлевăна, Анна Кутузовăна тăтăшах чĕнетчĕ. Кĕске фельетонсем, инсценировкăсем кăларăма ялан тенĕ пекех кĕртнĕ. Чăваш артисчĕсемсĕр пуçне вырăс артисчĕсем те радиора ĕçлекенсен яланхи пулăшуçисемччĕ. «Вырăсла кăларăмсенче мана Александр Дурасов çырнă Петр Вельяминов вулакан фельетонсем кăмăла каятчĕç. Андриян Николаев космоса вĕçнĕ хыççăн радиона пыни те куç умĕнче», — терĕ Ольга Ивановна.

Çĕнĕ çурт — çĕнĕ пурнăç

1967 çулта радио Николаев урамĕнчи 4-мĕш çурта куçнă. Кунта ĕçлеме услови çителĕклĕ пулнă. Çĕнĕ аппаратура, пысăк студи, камерлă студи, пленкăсене пĕр хăвăртлăхран теприне куçарса çырмалли уйрăм виçĕ пÿлĕм... Кашнинчех — сасă операторĕ. Ун чухне тăваттăн ĕçленĕ. «Мĕн чухлĕ пленкăна касса çыпăçтарман-ши? Корреспондентсем çырса килнĕ пленкăна малтан стационар магнитофонĕ çине куçарса çыраттăмăр, ытлашши сăмахсене, такăннă вырăнсене кăларса /пленкăна касса/ çыпăçтараттăмăр. Вара тасатнă пленкăсене 3-мĕш студие параттăмăр», — малалла калаçрĕ Ольга Любимова.

Çĕнĕ çуртра кашни редакцин хăйĕн пÿлĕмĕччĕ. Сăмахран, пропаганда редакцийĕнче Валентин Кузнецов, Петр Волков, Иван Перов, ял хуçалăх редакцийĕнче — Илья Степанов, Николай Самсонов, промышленноç редакцийĕнче — Валентина Иванова, Николай Скок, çамрăксен редакцийĕнче Венера Большова, ача-пăча редакцийĕнче — Валентина Элпи, хыпарсен чăвашла кăларăмĕнче — Иван Степанов, вырăслинче — Сергей Козлюк, Владимир Яковлев нумай çул ĕçленĕ. Çавăн пекех Чăваш телекуравĕпе радио хорĕ пулнă. Чăвашрадиора сасă режиссерĕнче 1973 çулта ĕçлеме пуçланă Агния Мадянова та Ольга Ивановнăпа пĕрле тăрăшнă. «Мана та нумай вĕрентсе пычĕ. Туслă пулнă. Чылай кăларăм çырнă пĕрле», — каласа кăтартрĕ вăл аса илсе.

Хальхи вăхăтра сасă операторĕсен тивĕçне Алина Кузьмина пĕччен пурнăçлать. Вăл çак ĕçре 14-мĕш çул. Хăй вăхăтĕнче унăн та магнит пленкисемпе ĕçлемелле пулнă. «Ун чухне кивĕ, çав вăхăтрах çĕнĕ техникăпа та ĕçлетчĕç. Маншăн иккĕшĕ те нихăçан тытса курман аппаратура пулнă. Эпир 4 оператор ĕçленĕ. Йывăрччĕ. Халĕ çĕнĕ технологисемпе усă курни ĕçе самай çăмăллатать. Материалсене тасатнă чухне корреспондентсемпе те сÿтсе явмалли пулать, пĕр-пĕринпе яланах канашлатпăр», — пĕлтерчĕ вăл.

Кăçал 75 çул тултарнă Ольга Ивановна вăхăта усăллă ирттерме тăрăшать. Çулла дачăра кăштăртатать. Улма-çырла, пахча çимĕç ÿстерет. Чăвашрадио кăларăмĕсене пĕрмай итлет. «Кашни ир «Çĕнĕ хыпарсемпе» пуçланать», — палăртрĕ вăл.

Ольга Любимовăшăн Чăвашрадиора ĕçленĕ çулсем тарăн йĕр хăварнă. Сасă операторĕнче ĕçленĕ вăхăтра паллă та пултаруллă нумай çынпа курса калаçнă, вĕсен сассине çырса илнĕ. Радио итлекенсем патне интереслĕ, çав вăхăтрах пахалăхлă кăларăмсем çитчĕр тесе тăрăшнă. Ахальтен мар хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене, 1982 çулта вара СССР Телерадиокомпани тытăмĕнчи тĕп професси ĕçченĕсен хушшинче «Професси енĕпе чи лайăххи» ята тивĕçнĕ.

Ирина ПАРГЕЕВА.

Шупашкар хули

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.