«Пĕчĕк утăмсем» аталанма пулăшчăр

30 Авг, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян ĕçлĕ визитпа Улатăр хулинче пулнă. Район тата хула ертÿçисемпе, Улатăрта пурăнакансемпе курнăçнă, вырăнти активпа канашлу ирттернĕ.

Район ертÿçисемпе Алексей Смирновпа тата Николай Романовпа сÿтсе явнă ыйтусенчен пĕри — сыснасен Африка мурĕпе çыхăннă лару-тăру. Николай Романов пĕлтернĕ тăрăх — ве-теринари службин сотрудникĕсемпе пĕрле хушма хуçалăх тытса тăракан çынсемпе ĕçлессине йĕркеленĕ, паянхи кун тĕлне сыснасене туртса илессине вĕçленĕ. Михаил Игнатьев районта пурăнакансем сыснасене туртса илнипе çыхăннă çухатушăн çывăх кунсенчех саплаштару укçине илессине шантарнă. Çакăн валли укçа уйăрнă, нормăпа право докуменчĕсене йышăннă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ ĕççи ăнăçлă иртнине палăртнă. Муниципалитет территорийĕнчи шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр. Кивĕ Эйпеçри, Кирери шкулсен спорт залĕсене юсанă, çĕнĕ йышши оборудовани кÿнĕ. Михаил Игнатьев районăн депутатсен Пухăвĕн тата администрацин халăха пăшăрхантаракан ыйтусене татса парас енĕпе алла-аллăн ĕçлемелли пирки асăрхаттарнă.

Михаил Васильевич Улатăрти пĕр урамри автоçулăн капиталлă юсавне мĕнле пурнăçланипе паллашнă, «Стрелка» микрорайонта пурăнакансемпе калаçнă. Çуртсенчен пĕрин коменданчĕ Татьяна Артемьева регион ертÿçине çĕнĕ çулшăн, микрорайона хăтлăлатнăшăн тав тунă. Михаил Игнатьев хуласен картишĕсене юсас ĕçе 2011 çулта пуçăннине аса илтернĕ, ку ĕçе малалла тăсма шантарнă.

Çавăн пекех вăл «Лабиринт» суту- илÿ центрĕнчи «Космос» кинотеатра савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăннă. Кинотеатр тума Кино фондĕнчен 4,7 миллион тенкĕ уйăрнă, инве-стор тата 10 миллион тенкĕ ытла хывнă. Халăх кăмăллă. Михаил Игнатьев Кино çулталăкĕнче çавăн пекех Канаш, Çĕмĕрле хулисенче те çĕнĕ кинозалсем уçăлни çинчен каланă. Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова та Улатăрсене саламланă: «Кинозал уçăлнă йышши çакнашкал пĕчĕк утăмсем пире пысăк культурăпа çывăхрах пулма, пурнăçа çутăрах тата пуянрах тума пулăшчăр».

Хула ертÿçисемпе Николай Зайкинпа тата Александр Седовпа ирттернĕ тĕлпулура муниципалитетăн демографи кăтартăвĕсене, бюджет тупăшĕн ыйтăвĕсене тишкернĕ. Михаил Игнатьев Улатăра граждансене кивĕ çуртсенчен куçарма 550 миллион тенкĕ парса пулăшнине палăртнă май çак программăна пурнăçлас ĕçе çирĕп сăнаса тăмалли пирки асăрхаттарнă. Çавăн пекех ресурссемпе тивĕçтерекен организацисен умĕнчи парăмсен темине сÿтсе явнă.

Ун хыççăн республика Пуçлăхĕ ертсе пынипе Улатăр активĕпе канашлу ирттернĕ. Пухăннисем муниципалитетăн çулталăкăн пĕрремĕш çурринчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ, умри тĕллевсене палăртнă.

С.ЧЕРНОВ

Автор: