Ачасемшĕн хăрас марччĕ
Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ çывхарать, çавна май Чăваш Республикин Антитеррор комиссийĕн тата Оперативлă штабĕн эрнекун иртнĕ ларăвĕн кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйту терроризмпа кĕрешекен тытăмсем çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче хăрушсăрлăха тивĕçтерме хатĕррипе çыхăнни ăнсăртран мар.
Ларăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ. Вăл палăртнă тăрăх — «кĕçех ачасем шкула кайĕç, ашшĕ-амăшĕн вĕсен хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшпе иккĕленÿ пулмалла мар».
Тĕп доклада вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова турĕ. Республикăра паян 999 вĕренÿ организацийĕ — пурте тенĕ пекех авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче ачасемпе çамрăксене йышăнма хатĕр. «Красноармейски районĕнчи пĕр шкул юсавне паян вĕçлеççĕ. Çĕмĕрлере шкул икĕ сменăпа ĕçлĕ — ачасене автобуспа илсе çÿрессине йĕркеленĕ», — терĕ вăл. Хăрушсăрлăх мероприятийĕсене пурнăçлама кăçал 20 миллион тенкĕ тăкакланă — пĕлтĕрхинчен ытларах. Мĕнпур вĕренÿ заведенийĕнче тревога сигнализацийĕн кнопкисем пур. Икĕ организацире кăна кунашкалли çук. Пĕри — Шупашкарти социаллă университет, анчах ăна хупнă ĕнтĕ. 625 шкулта /63%/ хăрушлăх пирки пĕлтермелли системăсем вырнаçтарнă. Пĕчĕк шкулсенче çак система кирлĕ те мар.
Светлана Владимировна чылай çĕрте вĕренÿ заведенийĕсене «Хурал» ФПУП, уйрăм çынсен хурал предприятийĕсем сыхланине палăртнă май вĕсен хăшпĕр сотрудникĕн ĕçĕпе кăмăлсăррине пытармарĕ — «вĕсен професси шайне ÿстермелле». Çакă Шупашкар районĕнчи «Салют» лагерьте те тÿрре тухнă. Унта преступлени пулнă, хуралта вара 70 çулти ватă çын пулнă-мĕн.
Михаил Игнатьев сотрудниксем тивĕçтермеççĕ пулсан çав предприятисемпе ĕçлемелле маррине палăртрĕ: «Эсир вĕсемпе килĕшÿ тăватăр вĕт, ĕçшĕн укçа тÿлетпĕр... Эппин, килĕшĕве татса урăх тытăмсене явăçтармалла». Сăмах май, ШĔМĕн полици пуçлăхĕн заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Луговских пĕлтернĕ тăрăх — «Салютра» видеокамерăсем пулнă, тарма ĕлкĕрнĕ преступнике шăпах вĕсем пулăшнипе тытса чарма май килнĕ. Шел те, камерăсем пур çĕрте те мар çав — ку енĕпе ĕçлемелле.
Полици паян шкул автобусĕсене тĕрĕслет: вĕсем 10 çултан «ватă» мар пулмалла, тахограф вырнаçтармалла, ГЛОНАССпа çыхăнмалла. Шкулсем патĕнчи çул урлă каçмалли вырăнсене тĕрĕсленĕ, «зебрăсене» çĕнетеççĕ, ятарлă паллăсем пур çĕрте те пулмалла. Вĕренÿ çулĕ пуçлансанах ачасемпе ятарлă тренировкăсем ирттерме палăртнă. Полици Пĕлÿ кунĕнче вĕсемпе хăрушсăрлăх урокĕсем йĕркелеме те сĕнет. Вĕренÿ заведенийĕсен персоналĕ тĕлĕшпе те ыйтусем пур. Тревога кнопкисем пур çĕрте те пур терĕмĕр, анчах яваплă çынсене вĕсемпе усă курма хăнăхтарман: «Хăрушлăх тухса тăрсан е çавнашкал хыпар çитсен вĕсем тÿрех çав кнопкăпа усă курмаççĕ, малтан пурпĕр директор патне каяççĕ...» Пушар хăрушсăрлăхне илес тĕк — МЧСăн Чăваш Енри Тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов ку енĕпе шкулсем 100% хатĕррине çирĕплетрĕ.
Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков каланă тăрăх — тĕп хулара хăшпĕр шкула ЧОПсен сотрудникĕсем те сыхлаççĕ: «Анчах вĕсен пулăшу ĕçĕ самай хаклă, çавăнпа та вĕсене хăйсем хушма укçа ĕçлесе илме пултаракан вĕренÿ заведенийĕсем кăна явăçтарма пултараççĕ». Пакунлисен Çĕнĕ Шупашкарта ачасене çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн правилисене вĕрентекен «хула» çукки пирки ÿпкев пулнăччĕ те — администраци пуçлăхĕ Игорь Калиниченко çывăх вăхăтрах çавнашкал ятарлă вырăн пулассине çирĕплетрĕ. Химиксен хулинче видеокамерăсем вырнаçтарнă шкулсем те сахал — Игорь Борисович ку çитменлĕхе пĕтерме те сăмах пачĕ.
Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пек, çапах Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Софронов чылай çитменлĕхе асăнчĕ: ют транспорт хатĕрĕсем шкулсен территорийĕсене ирĕклĕнех кĕреççĕ, чылай шкул тавра тытнă картасем шанчăксăр, шкулсене айккинчи çынсем пĕр чăрмавсăр кĕреççĕ — вĕсене никам та чармасть, мĕншĕн килнипе кăсăкланмасть. Çавна май «тĕп чекист» служба машинисемсĕр пуçне ытти транспорт хатĕрне шкулсен территорине кĕме тивĕçлĕ хушу кăларсах чарма та сĕнчĕ.
Çак тата ытти сĕнĕве, паллах, шута илĕç. Ларура терроризмпа кĕрешессипе çыхăннă ытти ыйтăва та тишкерчĕç, анчах вĕсем вăрттăнлăхпа çыхăннине кура журналистсене залран тухма ыйтрĕç.
Николай КОНОВАЛОВ
Комментировать