Шупашкарта хитре лифтсем кăлараççĕ

27 Авг, 2016

Çак эрнере республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти вăй агрегачĕсен заводĕнче тата «Канмаш ДСО» обществăн лифт кăларакан «Эльбрус» заводĕнче пулнă. Унта ĕç калăпăшне ÿстерсси, продукцие çĕнĕ çĕре ăсатасси пирки калаçнă.

Шупашкарти вăй агрегачĕсен завочĕн генеральнăй директорĕ Николай Асафатов кулленхи ĕç-хĕлпе паллаштарнă май предприяти пĕрремĕш çур çулта пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 3,5 хут ытларах тупăш илнине палăртнă. Ĕçлекенсен йышĕ те, шалăвĕ те ÿснĕ.

«Çамрăксем техникум е аслă шкул хыççăн промышленноç предприятийĕсене вырнаçни савăнтарать», — тенĕ Михаил Васильевич.

Завод ĕçченĕсем республика Пуçлăхне информаци кунĕнче çĕкленĕ ыйтусем татăлнăшăн тав тунă. Специалистсем ыйтнине тивĕçтерсе чарăну павильонне çĕнĕрен тунă, предприяти çывăхĕнче çул урлă каçмалли ятарлă вырăн палăртнă, çакăнта 8-мĕш автобус чарăнма пуçланă.

Михаил Васильевич хулана хăтлăлатас тĕлĕшпе нумай ĕçлени çинче чарăнса тăнă. Автомашина лартмалли ятарлă вырăн тăвас ĕç малалла пырать, хальлĕхе çуртсен таврашĕнчи 140 картише юсаса çĕнетнĕ, архитектура кÿлеписем вырнаçтарнă.

«Эльбрус» компанисен ушкăнĕн учредителĕ Алексей Лапшин 2015 çулта çĕнĕ йышши лифтсем, çав шутра чăваш символикипе эрешленисене те, кăларма пуçлани çинчен каласа кăтарнă. Предприяти кăçалхи кăрлач-утă уйăхĕсенче 375,3 миллион тенкĕлĕх тавар сутнă.

Лифтсене Раççейри хуласене ăсатаççĕ. Халĕ 85 саккас пур. Çитес вăхăтра производство калăпăшне пысăклатасшăн.

Завод ĕçченĕсене «Сад» микрорайонта садик уçасси, 41-мĕш маршрут автобусĕсен шутне ÿстересси кăсăклантарнă. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов транспорт ыйтăвне ятарлă комиссире уçăмлатмашкăн шантарнă.

Марина ГРИГОРЬЕВА.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.