Социаллă сетьсем: çынсем хăш партие кăмăллаççĕ?

27 Авг, 2016

РФ Патшалăх Думин суйлавне 14 парти хутшăнать. ТАСС Тĕпчев центрĕ вĕсен социаллă сетьсенчи страницисене тишкернĕ хыççăн хăшĕсем Facebook, Twitter, Instagram, «Вконтакте» урлă суйлавçăсене «çавăрма» тăрăшнине, хăшĕсем тата аккаунтри çыравçăсен шучĕпе кăсăкланманнине палăртнă.

Рейтингра малтисем

«Единая Россия» — социаллă сетьсенче çыракансен шучĕпе малта пыракан парти. Партин Facebook сайтĕнчи официаллă ушкăн хупă. Унта модератор йышăнмасăр çырăнаймастăн. /Ĕç кунĕнче ыйтса янă хыççăн 20 минутран йышăннă/. Хупă çак ушкăнра парти ытти ресурссенчи /«Вконтакте», Facebook, Twitter, Instagram, «Одноклассники», YouTube/ уçă ушкăнсенче пичетлекен официаллă информацисенех вырнаçтарать. Социаллă сетьсенче суйлав умĕнхи агитацин лайăх енĕсен шутĕнче парти политика программинчен илнĕ кĕске сыпăксене пичетленине палăртма пулать.

Тепĕр парламент партийĕ ЛДПР /çыравçăсен шучĕпе иккĕмĕш вырăнта тăрать/ хăйĕн сайтĕнче Facebook, Twitter, «Вконтакте», «Одноклассники» ресурссенче официаллă аккаунтсем пурри çинчен пĕлтернĕ. Хыпарсен çурри ытла пайĕн ньюсмейкерĕ — Владимир Жириновский. Instagram ресурсра вара партин çамрăксен уйрăмĕн кăна аккаунт пур, вăл «ЛДПР çамрăкĕсем» ятлă. Партин официаллă сайчĕ ун çине ссылка тумасть. Ахăртнех, аккаунта партин çамрăксен уйрăмĕн ертÿçи Василий Власов йĕркелесе пырать. Партин тĕп аккаунчĕсене пĕтĕмпех Жириновские халалланă, çамрăксен Instagramĕнче тĕп вырăнта — Власов. Вăл РФ Патшалăх Думине депутата суйланасшăн, парти аккаунчĕпе хăйĕн кандидатурине агитацилеме усă курни куçкĕрет.

Виççĕмĕш вырăнта — КПРФ. Интернетри аккаунтсенче /çак шутра Twitter çук/ вăл пĕрешкел контент — парти хыпарĕсем, регионсенчи ĕç-хĕл, çĕршыври политика пулăмĕсем çинчен лидерсем мĕн шухăшлани — вырнаçтарать. Кунсăр пуçне модератор социаллă-политика пулăмĕсем пирки хумханса çырнă сăмахсене лартать, партипе çыхăнман хыпарсем /тĕслĕхрен, Сирири операци е Украинăри лару-тăру çинчен/ пĕлтерет.

Кайрисем

Суйлав умĕн социаллă сетьсем валли вăхăт уйăрни усăсăр тесе шухăшлакан партисем те пур.

ПАРНАС сайтĕнче Facebook, Twitter, «Вконтакте», «Одноклассники», Instagram, YouTube ресурсенче официаллă ушкăнсем пурри çинчен пĕлтернĕ. Анчах социаллă сетьсем парти ĕçĕнче пысăк вырăн йышăнни сисĕнмест. Çакна çыравçăсен шутне çĕнетсе тăманни те çирĕплетет. Тĕслĕхрен, YouTube паллăллă сайтра парти аккаунчĕпе 843 çын усă курнине кăтартнă. Чăннипе вара — 2921. Facebook сайт тăрăх хакласан ПАРНАС ушкăнне 8 пин çын çырăннă, тĕрĕссипе вара хальхи вăхăтра çыравçăсен шучĕ 9,6 пин çынран та иртнĕ.

«Гражданская сила» партин сайтĕнче «Одноклассники», Twitter ресурссенче официаллă аккаунтсем пурри çинчен пĕлтернĕ, анчах вĕсене çулталăк ытла çĕнетмен. Facebook сайтĕнчи страницăра «Википеди» çине ссылка тунă парти çинчен пĕлтерекен информаци çеç вырнаçтарнă. «Вконтакте» ресурсра хупă ушкăн /186 çын/ пур. Анчах унта мĕн пулса иртнине пĕлме май килмен: заявка янă хыççăн икĕ талăк иртсен те модераторсем сасă паман. Ахăртнех, партие çĕнĕ çыравçăсене явăçтарасси кăсăклантармасть.

Социаллă сетьсем агитацин тĕп инструменчĕ тесе шутламан тепĕр парти — «Зеленые» экологи партийĕ. Парти сайтĕнче социаллă сетьсенче аккаунтсем çинчен пĕлтерекен ссылкăсем те çук. Анчах вĕсем пур. Facebook сайтĕнче парти хыпарĕсене вырнаçтараççĕ, экологи йĕркине пăснă тĕслĕхсем çинчен пĕлтереççĕ, чĕрчунсене пулăшма чĕнеççĕ.

ТАСС.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.