Ĕç - амăшĕсем валли

26 Авг, 2016

Ăна ĕçлев центрĕнче тупса парĕç

Раççейĕн мĕнпур регионĕнче демографи лару-тăрăвне лайăхлатма тивĕç комплекслă мерăсем пурнăçлаççĕ. Хĕрарăмсен социаллă пурнăçпа ĕçлев сферинчи прависемпе гарантийĕсене тивĕçтерессипе çыхăннă çакнашкал çул-йĕрсенчен пĕрне халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăсем пурнăçлаççĕ.

Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерстви хăйĕн ĕçĕнче республика шайĕнче йышăннă "Чăваш Республикинче 2016-2020 çулсенче хĕрарăмсем ачасене воспитани панипе пĕрлех ĕçлеме те пултарассине пĕрлештермелли, çавăн пекех ача виçĕ çул тултариччен ăна пăхмалли отпускри хĕрарăмсем, çавăн пекех ача виçĕ çул тултариччен ăна пăхмалли отпускра пулнă май ĕç хутшăнăвĕсенче тăман хĕрарăмсем професси енĕпе вĕренессине тата хушма професси илессине йĕркелемелли условисем туса хурасси" комплекслă мерăсене /"çул-йĕр карттине"/ тĕпе хурать.

Çулталăк пуçланнăранпа ĕçлев службинчен çул çитмен ачаллă 3989 хĕрарăм ĕçе вырнаçмашкăн пулăшма ыйтнă, çав шутран 2251 çынна — 56,4% — ĕçе вырнаçтарнă.

Ĕçе вырнаçтарассин тухăçлăхне ÿстерес тĕллевпе çулталăк пуçланнăранпа вакансисен 168 ярмăрккине ирттернĕ, унта çул çитмен ачаллă хĕрарăмсем хутшăннă.

Çул çитмен ачисене çитĕнтерекен хĕрарăмсен конкурентлăхне ÿстерес тĕллевпе Чăваш Республикин "Халăха ĕçе вырнаçма пулăшасси" патшалăх программипе килĕшÿллĕн ачисем виçĕ çул тултариччен вĕсене пăхакан 400-тен кая мар хĕрарăма çуллен вĕренме ямашкăн палăртнă.

Кăçалхи кăрлач-утă уйăхĕсенче виçĕ çул тултарман ачисене воспитани паракан 311 хĕрарăма професси вĕренĕвне тата професси енĕпе хушма пĕлÿ илме янă /иртнĕ çулхи çак тапхăрта — 295 хĕрарăма/. Çав шутра 126 хĕрарăм — виçĕ çул тултарман ачисене пăхмалли отпускри çынсем, 185 хĕрарăм — виçĕ çул тултарман ачисене пăхакан, ĕç хутшăнăвĕсенче тăман çынсем. Çавăн пекех виçĕ çул тултарман ачаллă ĕçсĕр 64 хĕрарăма вĕренме янă. Пĕчĕк ачисене пăхакан хĕрарăмсем профессисене вĕренессине тата професси енĕпе хушма пĕлÿ илессине 21 профессипе йĕркеленĕ: дизайнер, маникюрша, заправка станцийĕсен операторĕ, сутуçă-кассир, кадрсен пайĕн инспекторĕ, повар, парикмахер тата ыттисем. Вĕсене конкурс никĕсĕ çинче суйласа илнĕ 13 вĕренÿ орга-низацийĕнче пĕлÿ параççĕ. Вĕренĕве вĕçленĕ мĕнпур хĕрарăма ĕçе вырнаçтарнă.

Кăçал виçĕ çул тултарман ачисене воспитани паракан хĕрарăмсене професси енĕпе вĕрентессине йĕркелеме уйăракан бюджет укçин виçи 4617,3 пин тенкĕпе танлашать.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.