«Куççульпе хĕрĕме тăратаймăн»

25 Авг, 2016

«Инкек ĕрчевлĕ, нуша тĕревлĕ», — тенĕ ваттисем. Елчĕкре пурăнакан Марина Клементьевăн пурнăçĕ çăмăл килмен. 38 çулти хĕрарăмăн темĕн те курма тивнĕ. Вăл çут тĕнче парнеленĕ çыннисене, пĕртăван икĕ аппăшне, тăван тĕпренчĕкне юлашки çула ăсатнă. Хурлăх хыççăн хурлăх тÿснĕ хĕрарăма йывăрлăхсем çавах авман — юнашар ачасем пурри, патшалăх пулăшни ăна малалла пурăнма хавхалантарнă.

11-ĕн ÿснĕ пулин те...

Марина Николаевна Ĕнелте çуралса ÿснĕ, Патреккел йĕкĕчĕпе пĕрлешнĕ. Унпа 9 çул пурăннă хыççăн çемье арканнă.

— Шкултан вĕренсе тухсанах качча кайрăм. Тĕрĕссипе, ун чухне юрату мĕнне те ăнланман. Аттепе анне хирĕçлемерĕç. Вĕсем кашни ачине мăшăрлантарса пурнăç çулĕ çине тăратма ĕмĕтленетчĕç. Упăшка манран 5 çул аслăрахчĕ. Шел те, шăпа мĕн ватăличчен пĕрле пулма пÿрмерĕ, — чунне уçрĕ хĕрарăм. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.