ПИТ ÇИНЕ - ДЫНЯ

24 Авг, 2016

Дыньăн пĕçернĕ ăшĕ пигмент пăнчинчен, чĕкеç шатринчен, пÿрлешкерен хăтăлма пулăшать.

Дыня ăшне вăйсăр çулăм çинче 5 минут пĕçермелле, тÿмелле те сăрăхтармалла. Юлнине пит çине ăшăллах хумалла. 10-15 минутран маскăна асăрханса илмелле, пите мамăк тампонпа сăтăрмалла. Процедурăна кашни кун тусан витĕмĕ пĕр эрнеренех палăрать.

Типĕ, çил çинче кушăрханă ÿтшĕн те дыня маски лайăх.

Дыня ăшне нимĕрлесе пит тата мăй çине çÿхе сийпе хумалла. 15 минутран мамăк тампонпа тасатмалла, ÿте тутлăхлă крем сĕрмелле.

Типĕ, пиçĕлĕхĕ пĕтнĕ ÿте дыня сĕчĕ аван уçăлтарать.

Çимĕç сĕткенне пăчăртаса юхтармалла, сĕтпе тата минерал шывĕпе пĕр виçепе хутăштармалла, лайăх пăтратмалла. Çак сĕтпе пите ирхине çăвас умĕн тата каçхине çывăрма выртас умĕн сăтăрмалла.

Кашни ир дыня вăррин сивĕ шывĕпе çуни пите çамрăклатать, вăл çемçелет, шуралать, пиçĕленет. Дыньăн вĕтетнĕ 1 апат кашăкĕ вăррине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ярса лартмалла.

 

 

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.