Хальхи пурнăçпа килĕшÿллĕн аталанаççĕ

24 Авг, 2016

Чăвашпотребсоюз, Чăваш Республикин Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви, Журналистсен союзĕ нумай çул туслă çыхăну тытаççĕ, пĕрлехи мероприятисем йĕркелеççĕ. Çав шутра кашни çулах республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене пĕр-пĕр районти потребительсен обществинче пухса семинар-канашлу ирттересси ырă йăла пулса тăчĕ. Журналистсем паянхи куна тĕрлĕ районти кооператорсен ĕç-хĕлĕпе паллашма, вĕсен ÿсĕмĕсене хăйсен куçĕпе курса хаклама пултарчĕç.

Кăçалхи семинар-канашлу 16-мĕш пулчĕ. Хăнасене Элĕк райповĕ йышăнчĕ. Вăл суту-илÿ, общепит, производство, хатĕрлев, пулăшу отраслĕсен ĕçне хальхи пурнăç ыйтăвĕсемпе килĕшÿллĕн йĕркелес енĕпе пуян опыт пухнă, Элĕк тата Çĕмĕрле районĕсенчи 64 яла таварпа тата пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерет. Чăвашпотребсоюзра кăна мар, Раççей Центросоюзĕнче те чи лайăххисен шутĕнче. Элĕк райповĕ Центросоюз ирттернĕ экономика ăмăртăвĕнче 2015 çул кăтартăвĕсем тăрăх хуçалăха пĕтĕмĕшле аталантарас енĕпе çĕршыври виçĕ пин потребительсен обществи хушшинче çĕнтерсе куçса çÿрекен ялава тивĕçрĕ. Чăвашпотребсоюз та — Раççейри 76 потребсоюз хушшинче пĕрремĕш, унăн ĕç-хĕлне пысăка хурса хаклани, çĕнтерÿçĕ дипломĕпе тата куçса çÿрекен ялавпа чыслани чăннипех мăнаçлантарать.

Элĕк райпо канашĕн председателĕ Юрий Харитонов хăнасене тĕрлĕ объектпа паллаштарнă май кашни отрасльтех ĕçе лайăхлатма пулăшакан хальхи технологисемпе туллин усă курма, пурлăх-техника никĕсне çулсерен çĕнетсе пыма тăрăшнине палăртрĕ. Республика, район хаçачĕсен, наци радиовĕн представителĕсене кунти ырă улшăнусемпе паллашма, вĕсене ыттисен ÿсĕмĕсемпе танлаштарса пăхма уйрăмах кăсăклă пулчĕ.

Тĕлпулусен ярăмĕ “Центральный” гастрономран пуçланчĕ. Лавккара автоматизаци йĕркине, паха ытти меслете тĕпе хурса ĕçлени халăха кирлĕ таварпа, республикăри, вырăнти предприятисен экологи тĕлĕшĕнчен таса продукцийĕпе туллин тивĕçтерме май парать. “Элĕк” суту-илÿ центрĕнчи “Подарки” лавккара та, аптека пунктĕнче те, “Вкусно-пицца” кафере те, çывăхрах вырнаçнă строительство, хуçалăхпа йăла таварĕсем сутакан лавккара та ĕç-хĕле паянхи пурнăç ыйтăвĕсене шута илсе йĕркеленĕ.

Чăвашпотребсоюз ял çыннисен пурнăçне лайăхлатма витĕм кÿрессине хăйĕн чи яваплă тивĕçĕ тесе палăртать. Социаллă миссине пурнăçласа райцентртан инçерех тата пĕчĕк ялсенчи тупăшсăр лавккасене те тытса тăрать, çĕнĕрен те çĕнĕ обћектсем хута ярать. Ял çыннисене хушма хуçалăхра туса илнĕ ытлашши продукцие вырнаçтарма, тупăш илме пулăшас тĕлĕшпе те чăваш кооператорĕсем нумай тăваççĕ. Халăхран çĕрулми, пахча çимĕç, какай, сĕт, ытти чĕртавар, эмел курăкĕсем туянаççĕ, тирпейлесе таса продукци хатĕрлеççĕ, лавккасене, столовăйсене, кафесене ăсатаççĕ, çурхи тата кĕрхи ярмăрккăсенче сутаççĕ. Килти хуçалăхсене аталантарма пулăшас тĕллевпе чăх-чĕппе, выльăх-чĕрлĕхпе, комбикормпа, тырăпа, удобренипе тивĕçтереççĕ. Çак ĕçе мĕнле йĕркеленипе семинар-канашлăва хутшăнакансем Элĕк райповĕн хатĕрлев пунктĕнче паллашрĕç.

Ял çыннисенчен сĕт пухассипе райпон кашни лавкки ĕçлет. Унтан пухнă продукцие Ехремкассинчи сĕт сивĕтекен пункта тиесе килеççĕ, лабораторире пахалăхне тĕрĕслеççĕ. Журналистсем унта та çитсе курчĕç. Çак çуртрах лавкка-хатĕрлев пункчĕ, кафе вырнаçнă. Элĕкри пахча çимĕç комбиначĕн экологи тĕлĕшĕнчен таса консервĕсемпе пылак шывне республика тулашĕнче те кăмăлласа туянаççĕ. Çăкăр завочĕн ассортименчĕ те пуян.

Семинар-канашлу ĕçне пĕтĕмлетсе райпон акт залĕнче “çавра сĕтел” калаçăвĕ иртрĕ. Унта Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, ЧР Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров, Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов хутшăнчĕç, Чăвашпотребсоюз, Элĕк райповĕ экономикăна, ял территорийĕсене аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнине, çак ĕçе журналистсем тивĕçлĕ çутатнине палăртрĕç. Нумай çул пĕрле килĕштерсе тухăçлă ĕçленĕшĕн Элĕк, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне, Тăвай районĕсен хаçачĕсене Чăвашпотребсоюз канашĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕç. Валерий Комиссаров Чăвашпотребсоюз канашĕн председательне Валерий Павлова Раççей Журналистсен союзĕн “Професси пĕрлĕхĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” хисеп паллине пачĕ.

Алина ЛУКИЯНОВА.

Надежда Антонова сăнÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.