Çухалнă лаша йĕвенĕ
Иван Мокин иккĕмĕш тĕнче вăрçинчен таврăнсан икĕ çултан хăй çуралса ÿснĕ Шупашкар районĕнчи Хачăкра лавккара ĕçлеме пуçланă. Çулĕсемпе вăтăр урлă каçнăскер суту-илÿ ĕçне çанă тавăрса тенĕ пек кÿлĕннĕ.
Çарта гварди кĕçĕн лейтенанчĕ пулнăскер, пакунĕсене хывсан пĕр хушă колхоз председателĕнче тăрăшнăскер саккуна пăсмасăр ĕçлессе шаннă. Шел, «ăçта ÿкессе пĕлменскер çемçе тÿшек сарма» тавçăрайман вăл.
Лавкки хура мунчаран кая мар, таварĕсем вăрçă хыççăнхи хĕсĕк пурнăçа кура, куллен кирлисем çеç: хуçалăхра усă курмалли хатĕр-хĕтĕр, пĕремĕк, канфет, сахăр, тăвар, пирус, «каçункка» эрех. Вырнаçман шултрарах таварсене вăл килти кĕлетре упранă. Хальхилле каласан — килĕ лавкка филиалĕ пулнă. Хăшне-пĕрне, укçасăррисене, хушамачĕсене тетраде çырса юлса кивçенле паратчĕ.
Эпĕ ун чухне улттăра, пиллĕк ачаран чи асли, ăна-кăна чухлаттăм. Пĕррехинче атте темшĕн «подушка» йышши канфет ещĕкне кĕлет умĕнче хăварнă. Килте аслисем çук чухне кÿршĕри тантăшăмпа унăн хăмине хирсе уçса пылак çимĕçе пĕр-икĕ ывăç илтĕмĕр. Атте уншăн ятланине астумастăп. Тимĕр авăрлă хуçлатмалли çĕçĕсем кÿрсе килнĕччĕ. Ача-пăча ку «хатĕре» канфетран та ытла кăмăллани вăрттăнлăх мар. Çавсене ялти ачасене валеçсе тухрăм. Атте пĕлчĕ те — хăлхаран турта-турта тус-юлташран каялла пуçтарттарчĕ. Халĕ пулсан çул çитмен ачасен инспекцийĕнче шута илетчĕçех. Анчах атте хăех «килти инспектор» темелле: вăрçăччен Шупашкарта милици органĕсенче, çар комиссариатĕнче пиçĕхме ĕлкĕрнĕ.
«Халăхсен çулпуçĕ» вилнĕ хыççăнхи амнистипе килĕшÿллĕн йĕплĕ пралук леш енчен пин-пин çынна ирĕке кăларни çинчен пĕлетпĕр. Патшалăхăн тÿперен татăлса аннă «парни» пирĕн киле инкек илсе килчĕ. Ун чухне пĕрремĕш класа çÿреттĕм. Раштав пуçламăшĕнче пирĕн киле кивĕ фуфайка, тĕпленĕ çăматă тăхăннă арçын кĕчĕ, аттерен «йывăр нушапа» ăçта кĕмелли пирки ыйтрĕ. Кĕтмен «хăнана» сурăх витин кĕтесне ларма сĕнчĕ. Килте лавккаçă тавар тытнине пĕлсен çакскер пĕр пачка махорка тата шăрпăк туянчĕ.
Ун чухне пÿрт ăш-чиккипе «чĕпĕ куçĕ» краççын хунарĕпе çутататчĕç. Тепĕр ир шартлама сивĕ пулчĕ. Аттен таварĕсенчен пушаннă ещĕксене Ишлей ялповне леçмелле. Кĕлет умне пырать те... алăк çăрине такам уçнине асăрхать. Шала кĕрет. Темиçе тĕрке çитсă, хăй фронтран тăхăнса килнĕ сăран пальто çуккине курсан çан-çурăмĕ сÿлетсе илет. Унтан сарая тухать те — улăм купи çинче кивĕ фуфайка выртнине асăрхать. «Ĕнер пысăк нушапа кĕнĕ арçын шăпах ăна тăхăннăччĕ, эппин, ăна хывса сăран пальто тăхăннă», — тавçăрса илет Иван Ананьевич. Каламасăрах паллă: ун килĕнче амнистипе ирĕке тухнă вăрă хуçаланнă. Çакскер юрлă пахчара тарăн йĕрсем хăварса, пăрпа витĕннĕ Ункă юханшывĕ çине аннă, кĕпер урлă иртекен çулпа Мамăш еннелле çул тытнă.
Ревизи хыççăн, çур çултан, суд аттене икĕ çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварма йышăнчĕ. Чи малтан кивçенле сутнă таварсемшĕн укçа тавăрса паманнине шута илнĕ. Çапах лайăх ĕçленĕшĕн тата хăйне йĕркеллĕ тытнăшăн тăхăр уйăхран киле таврăнма тивĕçет. «Ачасенчен пĕри те суту-илÿре ĕçленĕ ан пултăр!» — пулчĕç унăн чи малтанхи сăмахĕсем.
1957 çулхи çулла Шупашкар районĕнчи Чаканарта пурăнакан, пире аякри тăван лекекен çын кĕчĕ.
— Иван, — терĕ хăна аттене, — лавккуна кам çаратнине пĕлетĕп. Вăл Ишлей раз±ездĕнчен лавпа манпа пĕрле ларса килчĕ. Тĕрмерен таврăннине пытармарĕ. Хачăк лавккине çаратнă хыççăн лекрĕм, — терĕ.
— Çухалнă лаша йĕвенне ывăтма хушнă, — терĕ те атте, текех пулни-иртни патне таврăнасшăн пулмарĕ.
Саккун умĕнче пысăк айăпа кĕнисен ывăл-хĕрне шалти ĕçсен органĕсене службăна илмелле мар йĕрке пур. Сăмах май, эпир, тăватă ывăлтан виççĕшĕ, асăннă тытăмра вăй хутăмăр. ЧР ШĔМĕн архивĕнче мана аттене мĕншĕн айăпланине çирĕплетекен документпа паллашма май килчĕ. «За халатность», — тенĕ унта кĕскен. Саккунпа çыхăннă ку сăмах паян та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман.
Александр МОКИН
Комментировать