"Ачасемшĕн чун савăнать"

23 Авг, 2016

Чăваш Ене ĕçлĕ визитпа килнĕ май паян РФ Патшалăх Думин Вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ, политолог, истори наукисен докторĕ Вячеслав Никонов Ача аталанăвĕн центрĕпе — 8-мĕш ача сачĕпе тата Шупашкарти Гладков урамĕнчи шкул строительствипе паллашнă.

Унпа пĕрле ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, РФ Вĕренÿ министерствин Пĕтĕмĕшле вĕрентÿ сферинчи патшалăх политикин департаменчĕн директорĕн заместителĕ Ирина Петрунина, Патшалăх Думин Вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов пулнă.

Елена Яндимиркина заведующи садике 432 ача çÿренине пĕлтернĕ. Кунта сывлăх комплексĕ ăнăçлă ĕçлет: бассейн, фитобар, тренажер тата спорт залĕсем — пĕтĕмпех ачасем валли. Вĕсене пĕчĕклех сывлăха çирĕплетме хăнăхтараççĕ, сывлăхшăн усăллă апат-çимĕç хатĕрлеме вĕрен-текен ăсталăх класĕсене явăçтараççĕ. Çавăн пекех тăм савăт-сапа, столяр мастерскойĕсем пур — пĕчĕккисем унта хаваспах çÿреççĕ. Ачасем чăваш, китай тата акăлчан чĕлхисене вĕренеççĕ. Занятисем — тÿлевсĕр.

— Çакăн пек садиксенче пулнă май хамăрăн ачасемшĕн, пуласлăхăмăршăн чун савăнать. Кунта паянхи условисене тивĕçтерекен воспитательсем ĕçлеççĕ, ачасен пĕчĕклех професси енĕпе пуçламăш хăнăхусем илмелли майсем пур — кунашкаллипе кашни ача садĕнчех мухтанаймаççĕ, — тенĕ Вячеслав Никонов.

Вăл пĕлтернĕ тăрăх — çĕнĕ садиксем тумалли "Регионсен шкулчченхи вĕрентÿ тытăмне çĕнетесси" программăпа килĕшÿллĕн çĕршывра ача сачĕсенче пĕчĕккисем валли 1,5 миллион вырăн йĕр-келенĕ. Чăваш Ене илес тĕк — юлашки виçĕ çулта 45 ача сачĕ тунă, республика ку енĕпе малашне те ĕçлет. "Чăннипех — эпир 3-7 çулсенчи ачасем валли пурнăçланă пысăк ĕç. Çакă усă кÿресси куçкĕрет. Халĕ шкулчченхи хатĕрленÿ вĕрентĕвĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ сыпăкĕ пулса тăчĕ", — тенĕ Дума комитечĕн председателĕ. Шкулчченхи вĕрентÿ аталанăвĕн тепĕр тапхăрĕ — 3 çулчченхи ачасем валли ясли ушкăнĕсем уçасси.

Гладков урамĕнчи 1100 вырăнлăх шкул строительствипе паллашнă май Вячеслав Никонов чăн-нипех хăйнеевĕрлĕ вĕренÿ учрежденийĕ çĕкленни çинчен каланă, унăн шучĕпе — çак объект про-екчĕ ытти регионшăн та лайăх пулмалла. Шкул вĕрентĕвĕн тытăмне çĕнетмелли программăпа килĕшÿллĕн объект строительстви валли 692 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Тĕп хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов пĕлтернĕ тăрăх — шкул çитес çулхи вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕ тĕлне хута каймалла. Унта ĕçлемешкĕн педагогсене, шкул директорне суйласа илес ĕçе пуçăннă та ĕнтĕ.

Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче çавăн пекех Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Патшалăх Думин Вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕпе Вячеслав Никоновпа ĕçлĕ тĕлпулу ирт-тернĕ.

Калаçăва РФ Вĕренÿ министерствин Пĕтĕмĕшле вĕрентÿ сферинчи патшалăх политикин департа-менчĕн директорĕн заместителĕ Ирина Петрунина, Патшалăх Думин Вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен коми-течĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн за-местителĕ — финанс министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Енĕн вĕренÿ министрĕн заместителĕ Сер-гей Кудряшов хутшăннă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ вĕрентÿ тытăмĕн аталанăвĕпе, вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлессипе çыхăннă ыйтусене çирĕп тĕрĕслесе тăнине палăртнă. Вĕрентÿ тытăмне çĕнетесси патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулса тăрать. 2016 çулта республикăн пĕрлехи бюджетĕнче вĕрентÿ сфери валли 14,758 миллиард тенкĕ пăхса хăварнă, ку 2015 çулхинчен 3% нумайрах.

Тĕлпулура çавăн пекех Чăваш Енре çĕнĕ шкулсем тăвасси пирки калаçнă. Вячеслав Никонов республика ертÿçисем шкул тата професси вĕрентĕвĕн тытăмĕсене аталантарас тĕллевпе пурнăçлакан ĕçе пысăка хурса хакланă. "Республика, Шупашкар лайăх еннелле улшăнни куçкĕрет. Çакăнта сирĕн тÿпе пысăккине куратăп", — тенĕ Вячеслав Никонов Михаил Игнатьева.

Н.ЯКОВЛЕВ

 
Рубрика: 
Автор: