Пинĕн пуснă кĕрепле çине тата пинĕн пусаççĕ

23 Авг, 2016

Массăллă информаци хатĕрĕсем вĕçĕмсĕр асăрхаттараççĕ пулин те çынсем пурпĕр улталанаççĕ — Шалти ĕçсен министерстви çакнашкал преступленисем пирки куллен пĕлтерет.

Шупашкарти полицин 4-мĕш пайĕнчен 78 çулти хĕрарăм пулăшу ыйтнă. Ватă çын каланă тăрăх — вăл пурăнма ют çĕршыва куçса кайнă хĕрĕн хваттерне тара парас тенĕ. Çак тĕллевпе пĕлĕшĕсем пулăшнипе Интернета пĕлтерÿ панă. Кĕçех телефон шăнкăравĕ янăранă. Хăйĕнпе Андрей тесе паллаштарнă яша пурăнмалли кĕтес кирлĕ иккен — укçан пĕр пайне, 5 пин тенкĕ, халех тÿлесе хума хатĕр...

Ватă çын ăна ĕненнĕ, вăл ыйтнипе банкомат патне утнă. Каччă телефонпа мĕн тумаллине каланă, анчах пенсионерка вăл ыйтнине хăй тĕллĕн пурнăçлайман — банка пынă тепĕр хĕрарăм пулăшнă, телефон линийĕн тепĕр вĕçĕнчен килекен хушусене вăл пурнăçланă. Кăтартăвĕ хурлăхлă: ватă çыннăн банк карточки çинчи 14 пин тенкĕ çухалнă. Ултавçа шыраççĕ. Полици тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх — вăл шăнкăравланă телефон номерĕ — Пенза облаçĕнче регистрациленĕскер.

Çĕнĕ Шупашкарта 43 çулти хĕрарăм та ултавçăсен вăлтине çакланнă. Вăл та Интернетра пĕлтерÿ вырнаçтарнă — кухня гарнитурне сутма тĕв тунă. Сĕтел-пукана темле фирма туянма кăмăл тунă — гарнитур хуçине шăнкăравланă хĕр çапла пĕлтернĕ. Вăл та хĕрарăма банкомат патне пыма, хăй сĕтел-пуканшăн куçарнă укçа çитни-çитменнине тĕрĕслеме ыйтнă.

Хĕрарăм çапла тунă та. Чăнах та, унăн карточки çине 51 пин тенкĕ куçнă иккен. Мĕнле апла — вăл гарнитура 20 пин тенкĕлĕх çеç хакланă-çке?! Хĕр вара çавăн чухлĕ укçана йăнăшпа куçарни пирки каланă, ытлашшине, 30 пинне, каялла куçарма ыйтнă. Тÿрĕ кăмăллă хĕрарăм, паллах, çак ыйтăва пурнăçланă. Анчах ĕç-пуç çакăнпа вĕçленмен-ха. Кăштахран — тепĕр шăнкăрав: хĕр юлнă 20 пин тенке те каялла куçарма ыйтать — бухгалтерире темле чăрмав тухса тăнă имĕш. Хĕрарăм ку ыйтăва та пурнăçланă. Тепĕртакран вара çакна пĕлнĕ: вăл çуркунне кăна банкра уçнă вкладри 51 пин тенкĕ çухалнă иккен — çĕр çăтнă тейĕн... Ку тĕслĕхпе те полици ĕçлет: хальлĕхе Çĕнĕ Шупашкар хĕрарăмĕн укçи Мускав облаçĕнче регистрациленĕ абонентсен шучĕ çине куçни кăна паллă.

Шупашкарта пурăнакан 36 çулти хĕрарăма вара çак кунсенче «банк ĕçченĕ» телефонпа шăнкăравласа чăрмантарнă. Паллах, ултавçă шăнкăравланă. Çакскер хăйсен учрежденийĕн клиенчĕ мĕнле те пулин тавар туянман-и тесе интересленнĕ. Кăсăклану ăнсăртран мар имĕш: хĕрарăмăн банк карточки çинчи 9 пин тенкĕ таçта куçнă...

Хĕрарăм тĕлĕнсех кайнă: хăйĕн кредит карточкипе усă курса вăл нимĕнле тавар та илмен. «Банк ĕçченне» вара çакă кăна кирлĕ: укçа таçта куçасран сыхланмашкăн карточка номерне пĕлтермелле. Хĕрарăм хăйĕн кредиткин реквизичĕсене ним иккĕленмесĕрех каланă.

Нумай та вăхăт иртмен — каллех шăнкăрав: ку хутĕнче линин тепĕр вĕçĕнчи çын хĕрарăмăн телефонĕ çине «900» номертен килнĕ СМС-пĕлтерÿри ултă цифрăна калама ыйтнă. Айванскер çак ыйтăва та пурнăçланă — ултавçăпа калаçни пирки шухăшлама та пултарайман! Карточка номерне пĕлет, код паллă — шут çинчи укçана онлайн-мелпе вăрламашкăн текех нимĕн те чăрмантармасть. Чăнах та, кăштахран банк карточки çинчи укçа урăх шут çине куçнине çирĕплетекен пĕлтерÿ килнĕ. Хĕрарăм хăйне шăнман пăр çине лартса хăварнине тинех тавçăрнă, çакăн пирки упăшкине пĕлтернĕ. Лешĕ карточка çинче юлнă укçана çийĕнчех илнĕ-ха, анчах ултавçăсем 25 пин ытла тенке вăрлама ĕлкĕрнĕ.

ШĔМ банк карточкин реквизичĕсене ют çынсене пĕлтерме юраманни пирки миçе хут асăрхаттарман-ши — çынсем çак кĕрепле çине пурпĕр татах та татах пусаççĕ.

Н.КОНОВАЛОВ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.