Чăваш пики - чи вăйлисенчен пĕри

20 Авг, 2016

Рио-де-Жанейрора Олимпиада вĕçленсе пырать. Ăмăртусен вунвиççĕмĕш кунĕ хыççăн Раççей медальсен йышĕпе пиллĕкмĕш вырăнта пырать. Америка команди — пĕрремĕш. Пирĕн спортсменсем хальлĕхе 12 ылтăн, 15 кĕмĕл тата 17 пăхăр медаль çĕнсе илнĕ.

Аса илтеретпĕр: Чăваш Ен чысне хӳтĕлеме Олимпиадăна тăватă спортсмен кайнă. Иккĕшĕ — «саппасрисем». Анчах пирĕншĕн Ульяновск облаçĕн хĕрĕ Инна Тражукова та ют мар. Вăл — чăн-чăн чăваш. Инна ирĕклĕ майпа 63 килограммчченхи виçере кĕрешет. Шел, виçĕмкун помост çине тухсан вăл Олимпиада медальне тивĕçеймерĕ, Польша хĕрне Моника Михалике 3:6 шутпа выляса ярса тăваттăмĕш пулса тăчĕ. Паллах, кăмăлăмăрсем хуçăлчĕç. Апла пулин те йăхташăмăршăн савăнатпăр. Унпа мăнаçланатпăр. Хастарлăхĕшĕн, патварлăхĕшĕн ырлатпăр. Малашне ăнăçасса шанса саламлатпăр. Олимпиадăна çитниех капашсăр пĕлтерĕшлĕ-çке.

Инна Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Ирçел ялĕнче çуралса ӳснĕ. Спортăн ку тĕсĕпе 11 çулта чухне çеç туслашнă. Ашшĕ Вячеслав Александрович — унăн пĕрремĕш тренерĕ. Хĕрне арçын ачасемпе вăй виçтернĕ вăл. Çавăнпах пикен кĕрешес мелне агрессивлă теççĕ.

2010 çулта хĕр Раççей первенствинче çĕнтернĕ. Çавăнтанпа профессионал шайĕнче хатĕрленме пуçланă. Рио çулĕ çинче йывăрлăхсем те сахал мар пулнă, паллах, анчах вĕсене парăнтарнă чăваш хĕрĕ.

Кĕрешӳсĕр пуçне Инна ташăсемпе, гимнастикăпа кăсăкланать. Мускаври педагогика университетĕнче тренер-преподавателе вĕренет. Чи пахи — хăй чăваш иккенне яланах уççăнах палăртать спортпа туслă пике.

Татьяна НАУМОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.