Улма пахчи – ытарайми

19 Авг, 2016

Çак кунсенче мĕн тери илемлĕ те пуян вăл! Тĕрлĕ чечеке, кĕрен улмасене куратăн та — асамçă сăрă ăсти ятарласа пире савăнтарма тăрăшсах вăй хунă пулĕ тесе шухăшлатăн. Кăçал пахча çимĕçпе улма-çырла ăнса пулчĕ, хăй патне кăчăк туртсах тăрать. Улмуççи тураттисем йăтаймиех йывăртан çĕре çитиех усăннă. Ĕçчен те хастар хуçисене сывлăхшăн сиплĕ, экологи енчен таса çимĕçпе сăйласшăн.

«Çурхи кун çулталăк тăрантарать», — тесе ваттисем ахальтен каламан. Пахчара тăрăшса вăй хуракана, кашни улмуççие, чие тĕмне йăл илсе çитĕнме пулăшакана паян сад ăстипе танлаштарас килет. Çу ырлăхне туянма пасара е лавккана каймасть вăл, укçине тăкакламасть.

«Пĕччен суран — типсех пырать, халăх сурать — кÿлĕ пулать» ытарлă каларăш пире те пырса тивет. Пахчаçăсене çирĕп пĕрлĕхĕмĕр кирлĕ. Тĕрĕссипе, пур-ха вăл. Чăваш Енре 30 çул каялла Сад ĕрчетекенсен пĕрлĕхне туса хунă. Кунашкал организаци пахчаçăсене чунтан кирлине вăхăт кăтартса пачĕ ĕнтĕ. Йышпа татса памалли çивĕч ыйту халĕ те сахал мар. Эпир чылайранпа ЧР Правительствипе, уйрăмах Ял хуçалăх тата Çут çанталăк ресурсĕпе экологи министерствисемпе тачă çыхăну тытатпăр.

Пĕрлĕх 355 пин çынна пĕрлештерет. Йышра такам та пур. Пĕрисем ял хуçалăх пĕлĕвне илнĕ, халĕ çулланнă пулин те çĕр ĕçĕсĕр пурăнаймаççĕ. Теприсем чылай çул çарта хĕсметре тăнă, садлă-пахчаллă пулма ĕмĕтленнĕ. Çамрăкраххисем ашшĕ-амăшĕн е аслашшĕ-асламăшĕн ĕçне малалла тăсаççĕ: дачисене хупăнма-юхăнма памаççĕ.

Йыш тĕрлĕ профессиллĕ çынсенчен тăрать пулин те пире тăван ене, çут çанталăка, ÿсентăрана чунтан юратни, пĕр-пĕрне ăнланни тата хисеплени пĕрлештерет. Шел те, юлашки вăхăтра Шупашкарти, унăн çывăхĕнчи хăшпĕр дача тĕрлĕ сăлтава пула пушă тăни шухăша ярать. Хуçасăрскерсем тавралăха сăнсăрлатаççĕ, çынсене усă параймаççĕ. Çапах та «тăлăх лаптăк» ытла нумаях мар-ха. Шанас килет: çамрăксем çĕр патне ытларах туртăнма тытăнсан хуçасăр дачăсем пирĕн тăрăхра пачах та пулмĕç. Пĕрлĕх те вăй илсе татах çирĕпленĕ, ятне-сумне ытларах çĕклĕ.

Хисеплĕ ĕçтешĕмсемпе хастар тусăмсене юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатăп.

Юрий СОКОЛОВ,

ЧР Сад ĕрчетекенсен

пĕрлĕхĕн председателĕ,

Раççей Наукăсен академийĕн В.Цицин ячĕллĕ

Тĕп ботаника сачĕн директорĕн канашçи

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.