Сысна çури ÿсĕрет

18 Авг, 2016

Çăва кĕрсен икĕ сысна çури туянтăм. Чиперех пăхатăп ĕнтĕ, çанталăкĕ те сивĕ мар, вĕсем пур ÿсĕркелеме тапратрĕç, сÿрĕкленчĕç. Мĕнле сиплемелле-ши çăвăрсене?

ТАМАРА.

Çуллахи вăхăтра сысна çури ÿсĕркелеме пуçланин сăлтавĕ, ахăртнех, шĕвĕрĕлчен ерни пулма пултарать. Сысна çурине ветеринара кăтартмалла, вăл тĕрĕс диагноз лартма пулăшĕ. Чирлĕ выльăха тимлĕрех сăнамалла. Шĕвĕрĕлчен ернĕ сысна çурин ÿт температури ÿсет, ÿсĕркелет, сĕлеке юхтарать, апат япăх çиет. Икĕ-виçĕ эрнерен чир паллисем улшăнаççĕ.

Мĕнле ерме пултарнă шĕвĕрĕлчен сысна çурине? Çура амăш чĕччине ĕмнĕ чухнех çилĕ шĕвĕрĕлчен çăмартиллĕ каяшпа вараланнипе ерме пултарать. Çăмартасем сивве чăтăмлă: унччен, хĕллехи вăхăтра, витере е картишĕнче юлнисем те çуркунне ăшăтсан лайăх условисенче /15-25 градус/ аталанма пуçлаççĕ. Чире сараканнисем шăпах çитĕннĕ сыснасем. Вĕсен ăшра шĕвĕрĕлчен пулсан та, чир паллисем курăнмаççĕ, анчах куллен каяшпа пĕрле пин-пин çăмарта кăлараççĕ. Çакнашкал выльăхăн ÿчĕ шатраллă пулма пултарать, ÿт хушаслăхĕ пĕчĕк.

Çăвăра шĕвĕрĕлчен çăмарти йышлăн лексессĕн 21-35 кунран чирлени палăрать. Организмра çăмартаран тухнă вĕтĕ хурт аталаннă тапхăр çакă.

Апатпа пĕрле лекнĕ çăмарта пыршăлăха лекет, çăмартаран тÿрех вĕтĕ хуртсем тухаççĕ те пыршă çумне çыпçăнаççĕ, юн тымарĕсене шăтарса кĕрсе юнпа пĕрле пĕвере, пĕвертен — чĕрене, чĕререн — ÿпкене, ÿпкерен — бронхсене, трахейсене лекеççĕ. Шăпах çак вăхăтра сысна çури ÿсĕрнине асăрхатпăр та эпир. Бронхри вĕтĕ хуртсене сысна çури ÿсĕрсе кăларать, вĕсем çăвара лекеççĕ, сĕлекепе каллех хырăмлăха анаççĕ, унтан — пыршăлăха. Кунта вĕсен иккĕмĕш тапхăрĕ — çитĕнсе ĕрчесси — пуçланать. Хуртсем 1,5-2,5 уйăх аталанса аçисем 10-25 см, амисем 20-40 см вăрăмăш ÿсеççĕ, ĕрчеме пуçлаççĕ. Пĕр ама талăкра 200 пин çăмарта хурать. 0,06-0,08 мм тăршшĕ çăмартана ахаль куçпа курма çук. Вĕсем каяшпа ирĕке тухаççĕ те лайăх условисенче икĕ-виçĕ эрнере аталанса вĕтĕ хурт пулмалли тăрăма çитеççĕ.

Çавăнпа картишне, витене таса тытни пĕлтерĕш­лĕ. Енчен те выльăх чирленине палăртсан тÿрех сиплемелле. Халĕ çак инкекрен хăтăлма пулăшакан витĕмлĕ эмел ветеринари аптекисенче сахал мар.

Сипленипе пĕрлех витене, картишне, апат валашкисене, выльăха хăйне тасатмалла. Çăмартасем типĕре, вĕрире хăвăрт пĕтеççĕ. Витене, валашкасене вĕри сĕлтĕ шывĕпе çумалла, сыснана уçăлтарма урăх вырăна кăлармалла.

Выльăха сиплемелли эмелсем: пиперазин, нилверм, фебентел, фенбендазол /панакур/ т.ыт. Пиперазина 4 уйăха çитмен çăвăрсене пĕр килограмм пуçне 0,3 грамм виçепе илсе типĕ апата хушса параççĕ. 50 килограмран йывăртарах таякан çăвăрсене тÿрех 15 грамм каçхине тата ирхине параççĕ. Сиплев вăхăтĕнче апата сахалрах çитермелле, шыва çителĕклех ĕçтермелле.

Нилверм препарата çăвăрăн пĕр килограмм йывăрăшĕ пуçне 7 мг виçепе палăртса ирхине, икĕ кун харăс ĕçтереççĕ.

Фебендазола 10мг/кг виçепе ирхине тата каçхине апатпа ĕçтермелле.

Ытти препаратсем те пур. Вĕсене туяннă чухне эмел инструкцине ыйтмалла, тĕплĕн паллашмалла. Икĕ эрнерен выльăха тепĕр хутчен сиплемелле. Паллах, çак тапхăрта вите-картишне таса тытмалла.

Çăмарта вĕрипе /60-70 градус/ хăвăрт пĕтет, сивве вара лайăхах чăтать. Тăпрана лекнĕ çăмарта 2 çул ытла аталанаслăхне çухатмасăр упранать.

Тĕрĕс сипленĕ сысна çури хăвăртах вăй илет, апата лайăх çиекен пулать.

Унччен шĕвĕрĕлчен пулнă вырăнта усранине шута илсе выльăха 3-4 уйăхран тепĕр хутчен профилактика тĕлĕшпе эмел пама юрать. Гельминтсене кăларакан препаратсем выльăх организмне сиен кÿмеççĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.