Вăрман тусĕсем

18 Авг, 2016

Юмахри пек сарă кун. Çакă сарă кун, вăрман, уй-хир уçлăхĕ, хаваслантарса та çĕклентерсе, каникулта савăнакан ачасен чун-чĕринче те çутă-çутă туйăм çуратать.

Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрат шкулĕн вĕренекенĕсем çуллахи вăхăт-ра нихăçан та алă усса лармаççĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ валли тум-юм илмешкĕн хăйсемех укçа ĕçлесе илеççĕ. Акă хастарсем кăçал та Комсомольски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерес центр урлă Зоя Николаевна Истратий арендатор патĕнче вăй хураççĕ. Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăс участок лесничествинче тĕрлĕ йывăç калчисене çум-курăк ан пустăр тесе тăрăшаççĕ. Вĕсемпе аслисем те: Зинаида Степановна Чекушкина, Юрий Васильевич Шорников, Наталья Александровна Волкова пĕрлех. Ара, ĕçе кăтартса та вĕрентсе пымалла-çке.

— Ман патра тăрăшакан ачасем пирки ыррине çеç калатăп. Шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Курăр-ха, çывăхра шĕшкĕ йывăçĕсем мăйăрĕсене аран йăтса лараççĕ. Çамрăксен вара çавсене татса çиме те вăхăчĕсем çук. Каннă вăхăтра çеç вăрман кучченеçĕпе хăналанаççĕ маттурсем, — сăмах çăмхине кăмăллăн сÿтет Зоя Николаевна.

— Эпир пурте çут çанталăк тусĕсем. Çавăнпа вăрманта вăй хума питĕ килĕшет. Çак тавралăх мар-и-ха çынсене ÿт, сăнар парнелекенни? Çак таврара малашне те çуралмаллах ырă кăмăллă çынсем. Сĕткенне те вĕсем çак çĕртен-шывран, çак йывăç, ÿсен-тăран çимĕçĕнчен пухаççĕ. Чунне те çакăнтанах илеççĕ: кайăк юррисенчен, шевле чÿхеннинчен, чечек тусанĕнчен... — тет кăçал 11-мĕш класс вĕренсе пĕтернĕ Андрей Волков. — Шел, уçă сывлăшлă тăван тăрăхран тухса кайма вăхăт çитрĕ. Хама валли укçа ĕçлесе илнĕрен савăнатăп, капла атте-аннене çăмăлрах-çке. Строитель пулас ĕмĕт канăç памастчĕ те, Шупашкара техникума çул тытатăп. Унтан вĕренсе тухсан аслă шкулта пĕлĕве малалла ÿстерес тĕллевлĕ.

11-мĕш класа кайма хатĕрленекен Катя Басникова та хăйĕн шухăш-кăмăлне пĕлтерме васкарĕ.

— Килте ахаль ларнипе никам та укçа памасть, кунта авă хамăра валли нухрат ĕçлесе илетпĕр. Кашни каникултах çакăнта тăрăшрăм, ĕç укçине пухса пыратăп. Хулана тухса кайсан хамах кирлĕ пулать, — ăнлантарчĕ хастар хĕрача хавассăн.

Каникул вĕçлениччен шутлă кунсем юлчĕç. Ачасем вара çаплипех кашни ир вăрмана васкаççĕ.

Элиза ВАЛАНС.

Комсомольски районĕ,

Çĕнĕ Мăрат.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.