Ырă вăхăтсем

18 Авг, 2016

Çуллахи вăхăтсене Артем Каторгин мĕншĕн юратать-ха? Шкул çулне çитменскер вĕренÿрен канать теме çук. Анчах çуллахи хаваслăх, телейлĕ кунсем унăн чунне те тыткăнлаççĕ. Юлташсемпе кунĕпех пытанмалла та, вăрçăлла та выляма май пур-çке. Сăмахран, тул çутăлнă-çутăлман Артем кÿрше каçать те: «Настя, тух выляма!» — тесе автансемпе ăмăртмаллах кăшкăрать. Хĕрачан та ыйхи ирех вĕçет. Эх, вылять вара хăйăр купи çинче икĕ тус. Артемăн тĕрлĕрен машина-трактор нумай çав, пĕрне те ахаль лартас килмест.

Арçын ача вăхăта выляса кăна ирттермест. Пĕчĕкскерех асламăшĕпе пĕрле кĕштĕртетме хăтланать. Тепĕр чухне ашшĕпе пулла е утă çулнă çĕре çÿрет. Çуллахи вăхăтсемпе савăнса юлмаллине ăнланать вăл. Хĕлле çакăн пек ырлăха ăçтан тупăн ĕнтĕ?

Лариса ПЕТРОВА.

Комсомольски районĕ,

Шурут.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.