Тÿрленми суран

18 Авг, 2016

Салтак амăшĕсем... Вăрçă вăхăтĕнче ывăлĕсене хĕрÿ вут-çулăм хирне куççуль витĕр ăсатнă вĕсем. Тăван тăрăха ырă-сывă таврăнса çемье çавăрма пил панă. Шел, пурин те шăписем пĕр пек килсе тухайман, вăрçă хирĕнче куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнă салтаксен тăван киле çитсе амăшĕсене ыталама тÿр килеймен...

Архангельск облаçĕнчи Шенкур районĕнчи Шахановка ялĕнче Кузьмапа Калиста Соболевсен туслă çемйи пурăннă. Çут тĕнчене умлă хыçлă ывăлсем: Кузьма, Иван, Андрей, Никита, Павел, Степан, Иосиф килнĕ. Ачисене мĕн пĕчĕкренех ĕç çумне çыпăçтарнă вĕсем. Нихăш ачи те ашшĕпе амăшĕн сăмахĕнчен иртмен.

1939 çулта финн вăрçи пуçланнă. Калистăн мăшăрĕ Кузьма хĕрÿ çапăçура пуçне хунă. Хĕрарăма йывăр хуйхă пусăрăнтарнă. «Шăпаран иртеймĕн, ĕнтĕ манăн ывăлăмсемшĕн пурăнмалла. Вĕсене ура çине тăратса çемьелентермелле. Мăнукăмсене чĕрçи çинче утьăкка сиктересчĕ-ха», — тенĕ хăйне алла илме тăрăшса.

Анчах... Унăн çунатлă ĕмĕчĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи йăлтах путлантарнă. 1941 çулхине Шахановка ялĕнче пĕр виçĕ кун пĕтĕм ял, уйри ĕçсене пăрахсах, асар та писер кĕрленĕ. Çĕрĕн-кунĕн арçынсем чуна ыраттаракан хурлăхлă юрăсем шăрантарнă, купăс сассипе хутăш вĕçĕмсĕр кăшкăрашу та макрашу илтĕннĕ. Ытла та пысăк хуйхă пырса çапнă-çке ун чухне халăха!

Макăрнипе халтан кайнă Калиста Павловна.

— Ах, манăн çичĕ ывăл. Çиччĕшне те илсе каяççĕ ĕнтĕ! — тесе çаплипех хÿхленĕ.

Чăн та, вăл сатур ывăлĕсене черетпе вăрçă хирне ăсатма тытăннă.

— Тĕпренчĕкĕмсем, эсир хăвăр пирки пĕлтерсех тăрăр, эпĕ вара сире чăтăмсăррăн кĕтĕп. Маншăн ан хыпăнăр, эпĕ килте мĕнле те пулин пурăнкалăп. Хăвăр пуçăра Турă çеç упраса хăвартăрччĕ... Эй, мăнтарăн, ăçтан сиксе тухрĕ ку ирсĕр вăрçă! — тенĕ амăшĕ куççульне ирĕке ярса.

Калиста Павловна аслă ывăлĕсене ăсатнă чухне укăлча умне халăх йышлă пухăннă. Ялтан чылайăн вăрçа ăсатнă-çке. Нихăçан манмалла мар йывăр ăсату пулнă вăл. Пур лав çинче те вăрçа каякансем акăш-макăш хыттăн шавланă: хăшĕ юрланă, хăшĕ макăрнă, теприсем вăрçа ылханнă, хĕрарăмсем шари! шари! кăшкăрса янă та чарăнма пĕлмесĕр ÿленĕ, ачисем те ĕсĕкленĕ. Хĕвелĕ тÿсмелле мар хĕртнĕ, пурте йĕп-йĕпе тара ÿкнĕ. Çул çинчи тусанĕ пĕлĕт пек йăсăрланнă. Йывăç-курăкĕ те хăйсен хуçисемпе юлашки хут сывпуллашнă пек, çĕрелле сулăна-сулăна илнĕ.

Кĕçех ял халăхĕ салтаксене лартса каякан лавсенчен уйрăлса юлнă, анчах вĕсем куçран çухаличченех вырăнтан хускалман, çĕр çын çĕр сасăпа хÿхлесе макăрнă...

Шел, ачисен вилнĕ çинчен калакан хут пĕрин хыççăн тепри килме тытăннă. Калиста Павловна вара куççульне шăла-шăла: «Ĕненместĕп, ывăлăмсем таврăнаççех», — тенĕ кашнинчех. Анчах вĕсенчен чылайранпа çыру илменни шухăшне улăштарнă.

— Пĕтрĕç-ши вара? Чăнахах-ши? Эх, мăнтарăнсем... Аллисем-урисем çук пулсан та, киле çиттĕрччĕç мĕнле те пулин. Кирек мĕнле пулсан та йышăнатăп,— тесе ирĕн каçăн татăлса макăрнă.

Хуйхи-суйхипе хăй типсех ларнă, час та час чирлекен пулса кайнă.

Ывăлĕсемпе — сĕтел хушшинче

1945 çул. Майăн 9-мĕшĕ. Çак кун кулă-савăнăç мĕн иккенне пĕлмен кăкăр ачи те амăшĕн асаплă пичĕ çинче пĕрремĕш хут савăнăç асăрхаса йăл кулма вĕреннĕ. Çак кун тăватă çул хушшинче чĕрене капланса тулнă тарăху-çилĕ витĕр, тертпе хурлăх витĕр пысăк савăнăç хĕвелĕ пăхса илнĕ. Çак кун çынсем кăна мар, çут çанталăк та, çĕр те, кайăксем те ирĕккĕн сывласа янă. Вăрçă чарăннă!

Тăватă çул хушшинче мĕнле йывăр вăхăтра та ывăнтăм тесе каламан, ним ĕçлесен те хуçăлса ÿкмен çынсем çак хыпара илтсен сасартăках хăйсем чăн-чăн халтан кайнине сиссе, тинех пĕрре канлĕн ларса канма юранине пĕлсе лăштах кайнă.

Тăван тăрăха салтаксем таврăнма тытăннă. Телейлисен килĕнче хăна-вĕрле пуçтарса юрă шăрантарнă, ташă ташланă. Ывăлĕсем килĕсене таврăнайманнисен çуртĕнче ÿлесе макăрни тултанах илтĕннĕ.

— Пĕтерчĕç, пĕтерчĕç пирĕн ывăлăмăрсене ирсĕр нимĕçсе-е-ем! Ылханатăп вĕсене, чунтан ылханатăп! Пирĕн телейĕмĕрсене самантрах пĕтерчĕç-çке! — тесе урайĕнче йăваланса, антăхса кайса макăрнă.

Калиста Павловнăн килĕнче çеç шăплăх хуçаланнă. Акă вăл пĕр кунхине сельсовета кĕрсе тăнă, унтан ĕçченсем çине тимлесе пăхнă та шăппăн сăмах çăмхине сÿтме тытăннă.

— Сирĕн пата кĕрсе тухас терĕм. Хăнана чĕнме. Ял халăхне хисеп тумалла-çке... Пĕлетĕр-и, ывăлăмсем те Кузьма, Иван, Андрей, Никита, Павел, Степан, Иосиф таврăнчĕç... Манран телейлĕ çын çук, атьăр, атьăр, сире ырăпа хам пата йыхравлатăп, — васкатнă салтаксен амăшĕ сельсовет çыннисене.

Лешсем тĕлĕннипе пĕр-пĕрин çине кăн! пăхса илнĕ. Ара, Калиста Павловнăн ывăлĕсем вăрçăра пуç хунине вĕсем питĕ лайăх пĕлнĕ-çке. Вилнĕ хучĕсем чи малтан шăп вĕсем патне çитнĕ... Ку усал хыпара пĕлтерме те хăйсемех кайнă Калиста Павловна патне...

Йыхрав тунисем вырăнтан та хускалманнине кура кашнин умне пырса каллех ăшшăн пупленĕ.

— Ан хирĕçлĕр ĕнтĕ, ара, ывăлăмсене курма çеç чĕнетĕп-çке. Хисеп тусамăрччĕ вĕсене, салтак ачисене. Пурнăç шăпи тĕпренчĕксене ачашласа, пуçран лăпкаса ÿстермерĕ. Шăрăхне те, сиввине те, йÿççине те, хурапа шуррине те сахал мар тÿснĕ, — тенĕ те шăпланнă.

Сельсовет ĕçченĕсем салтак амăшĕн сăмахĕнчен иртеймен. Ун хыççăн ним ăнланмасăр утнă.

— Апла Соболевсен ывăлĕсен вилнĕ хучĕсене йăнăшпа ярса панă. Урăххисемпе пăтраштарнă ĕнтĕ, апла чăнах та савăнăç! Амăшĕшĕн кăна мар, пирĕншĕн те, ял халăхĕшĕн те. Курасчĕ эппин вăрçă паттăрĕсене, — тесе шăппăн калаçса утнă хĕрарăмсем.

Пÿрте кĕрсен шалт тĕлĕннĕ хăнасем.

— Ах... — тесе аллисемпе çăварĕсене хупланă.

Тап-таса пÿлĕм варринче сĕтел вырнаçнă. Ывăлĕсемпе савăнса пурăннă чухне шăп çакăнта апатланнă пысăк çемье. Халĕ вара Калиста Павловна унччен тĕпренчĕкĕсем ларнă вырăна вĕсен сăнÿкерчĕкĕсене вырнаçтарнă, çичĕ стаканпа шыв лартнă, çăкăр татăкĕсем хурса тухнă.

— Куртăр-и, манăн ывăлăмсем вăрçăран ырă-сывă таврăннă, унчченхиллех сĕтел тавра йĕркипе ларса тухнă. Эсир ĕненесшĕн пулмарăр çапах. Атьăр, атьăр иртĕр малалла. Вĕсем таврăннă ятпа кăштах ларар сĕтел хушшинче, — калаçнă вăл кашнинпе ăшшăн.

Çичĕ кин кĕмеллеччĕ киле

Калиста Павловнăна вăрçă хыççăн çăмăл пулман. Чухăн пурăннă вăл, çăпатапа çÿренĕ. Тум-юмĕ те çĕтĕк пулнă. Çичĕ ывăлĕ те вăрçăра пуçĕсене хуни ăна йăлтах вăйран янă. Çапах вăл çакна çын умĕнче кăтарт-ман. Ыттисемпе пĕрле колхоза тухнă. Йывăр хуйха ĕçре пусарас тесе шухăшланă. Анчах ывăлĕсем куçĕ умĕнчен кайман... Йăваш Кузьма, йăл кулăллă Иван, вăр-вар Андрей, ырă кăмăллă Никита, амăш сăнлă Павел, ашшĕне хывнă Степан, пур çĕрте те хастарлăхĕпе палăракан Иосиф час-час тĕлĕкре курăннă, шурă кĕпе тăхăннăскерсем амăшне ыталаса: «Аннеçĕм, ан хуйхăр, эпир сана унчченхиллех юрататпăр, сана пăрахмастпăр», — тенĕ.

Ял халăхĕ йывăр шăпаллă хĕрарăма пăрахман. Пур ĕçре те пулăшнă, нихăçан та пĕччен хăварман.

...Вăхăт шунă. Пĕр хĕллехи кун Калиста Павловна урама тухнă. Тавралла тинкернĕ. Улăм тăрăллă çуртсен мăрйисенчен шурă тĕтĕм мăкăрланса тухнине тĕсесе пăхнă. Кĕрхи çамрăк автансем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла киккириклетсе авăтнине тимлĕ итленĕ. Вăхăтран-вăхăта йытă вĕрнĕ сасăсем те хăлхине кĕнĕ. Хапха чĕриклетсе уçăлнă та унăн ывăлĕсен юлташĕн мăшăрĕ шыв витри йăтса урам урлă каçнине асăрханă.

— Пирĕн киле çичĕ кин кĕмеллеччĕ, мана мĕн тери пулăшу пулатчĕ. Авă, вăрçăран таврăннă салтаксем çемье çавăрса ача-пăчаллă та пулчĕç. Хăшĕ-пĕрин ывăлĕсем таврăнни, паллах, калама çук пысăк телей! Вĕсене амăшĕсем вăрçăран кĕтсе илчĕç. Эпĕ вара... Нихăшне те кĕтсе илеймерĕм. Тĕпренчĕкĕмсене çын тăвассишĕн мĕн чухлĕ тăрăшрăм, анчах ман вăй çилпе тÿпенелле çеç вĕçсе кайрĕ. Ах, чун ыратăвне ниепле те лăплантарма çук иккен. Кашни утăмра ывăлăмсене аса илетĕп. Кашни çамрăкра хамăн ачасене куратăп та куçăм куççульпе тулать... Çапла, тăван тăрăхра ырă курса пурăнма шăпа пÿрмерĕ сире, ачамăрсем, — тенĕ хура тĕслĕ тутăрне салтса тепĕр хут çыхнă май.

Пĕр ÿкерчĕке, кÿршĕ хĕрарăмĕ хăй ывăлне вăрçăран епле кĕтсе илнине нихăçан та манайман вăл. Карта çумĕнче тăраканскер çав тĕлпулăва куççуль витĕр пăхса тăнă.

Салтак килĕ тĕлне çитнĕ. Пĕчĕк шăллĕсем:

— Анне, анне, пичче вăрçăран таврăнчĕ! — тесе кăшкăрса янă та картишĕнчен хĕрарăм сиксе тухнă. Ывăлне курсан кăшкăрсах макăрнă.

— Анне, таврăнтăм-çке, мĕншĕн йĕретĕн? Чĕрĕ, сывах, — лăплантарнă ăна ывăлĕ.

— Йĕместĕп ачам, йĕместĕп. Савăннипе куççуль тухать çав, — тенĕ ывăлне ыталаса илсе. — Чим, ачам, урăх каймастăн пулĕ вăрçа? Çитĕ, халĕ те саншăн куççуль чылай тăкрăм.

Калиста Павловна вĕсен еннелле шурă ăмсанупа пăхнă.

— Çакăн пек тĕлпулу пулмарĕ çав манăн. Ачамсене урăх ытама илсе кураймарăм, — тенĕ.

Паттăр салтаксен амăшĕ пенсие тухнă, анчах ыттисем пекех укçине алла тытса курайман. Çав-çавах чухăн пурăннă вăл, çав-çавах ывăлĕсене асра тытса сăнÿкерчĕкĕсене алла илсе хÿхленĕ. «Эх, ачамсем, эпĕ ĕнтĕ сире вут хирне ăсатрăм, кĕтсе илеймерĕм. Халĕ вара тивĕçлĕ укçана та илсе кураймастăп-çке. Эсир пурăннă-тăк çак нушана та курмăттăм», — тенĕ

Темиçе çул иртсен çапах 6 тенкĕ пенси илсе тăма тытăннă. Çакă пысăк пулăшу пулнă та. Кайран 18 тенке çитиччен ÿстернĕ. Кун хыççăн нумай пурăнайман паттăрсен амăшĕ, 68 çулта çĕре кĕнĕ.

Калиста Павловна Соболева тата ывăлĕсем пирки вăрçă чарăнсан, нумай çул иртсен çеç пĕлнĕ. 2005 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче вара нумай ача амăшне халалласа палăк лартнă. Унта ывăлĕсен ячĕсем те çырăннă.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.