Хастар çын ĕмĕр мухтавра

18 Авг, 2016

Йÿçкасси тăрăхĕнчи Кивĕ Матьăк паллă та сумлă, ăста та ĕçчен çынсемпе пуян. Акă Мирон Андреев тракторист 30-40-мĕш çулсенче Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă. Николай Андреев водитель II тата III степень Ĕç Мухтавĕн орденне, Октябрь Революцийĕн орденне илме тивĕçнĕ. Раиса Ефимова - Ĕç Мухтавĕн орденĕн кавалерĕ. Анатолий Иванов - авиаци майорĕ, ТУ-154 самолет командирĕ, Михаил Макаров - летчик, Нина Арсентьева, Николай Клементьев, Валентина Семенова, Никита Петров учительсем, Леонид Андреев профессор... Хисеплĕ çынсене асăнса та пĕтереймĕн.

Кивĕ Матьăкра 1925 çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Поликарп Петрович Прокопьев та çуралнă ?ун чухне ял Элĕк районне кĕнĕ%. Ĕçчен çемье выльăх-чĕрлĕх йышлă усранă. Вĕсен икĕ арман пулнă. Прокопьевсем тарçă тытман, хăйсемех вăй хунă. Анчах икĕ арман хăшне-пĕрне канăç паман курăнать. Кĕçех çемьене кулак тесе айăпланă, пурлăхне туртса илнĕ. Хăйсене Çĕпĕре янă. Çав вăхăт тĕлне Поликарп 3 çулти ача пулнă. 1928 çулта çемье тăван тăрăхпа сывпуллашса аякка тухса кайнă.

Прокопьевсем Тюмень облаçĕнчи Велижанск ?халĕ - Анат Тавда% районĕнчи Баитово хутора çитсе вырнаçнă. Кунтах арçын ача шкултан вĕренсе тухнă. 1942 çулта çамрăка вуннăмĕш класранах Совет Çарне илсе кайнă. Вăл Свердловск хулинчи Урал çар округĕнчи 14-мĕш инженер-сапер бригадин курсанчĕ пулнă. Вăрçă хирĕнче Орлов-Курск пĕккинчи çапăçусене, Орш, Смоленск, Минск, Брест, Львов хулисене тăшманран ирĕке кăларнă. Иккĕмĕш Украина фрончĕн взвод командирĕн пулăшаканĕ пулса Будапешт, Тису, Балатон патĕнчи çапăçусене хутшăннă. Венгрири Балатон кÿлĕре йывăр аманнă. Сывалнă хыççăн каллех фронтра çапăçнă. 1945 çулхи çу уйăхĕн 13-мĕшĕчченех взвод командирĕ шутланнă. Австри, Чехословаки çĕршывĕсене çитнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Поликарп Петрович Прокопьева Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр, I степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕсемпе, 9 медальпе наградăланă.

1950-1954 çулсенче Тюмень облаçĕнче патшалăх хăруш-сăрлăхĕн органĕнче ĕçленĕ. Ун хыççăн право органĕнче, хаçатра та вăй хунă вăл. Ял хуçалăх ертÿçисен курсне пĕтернĕ. Çулланнине пăхмасăр 1960 çулта Тюменьри ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетне вĕренме кĕнĕ. Хăйĕнчен 20 çул кĕçĕнрех çамрăксемпе парта хушшине ларнă. Мăшăрĕ Клавдия Дмитриевна çине тăнипе кăнтăрлахи уйрăмра ăс пухнă вăл. Анчах институтран васкавлă вĕренсе пĕтерме тивнĕ. 4 колхоза пĕрлештернĕ май председателе Поликарп Петровича суйланă. 1963 çулта, йывăр тапхăрта ĕçлеме тытăннă вăл. Тырă, выльăх апачĕ, вăрлăх пулман. Хуçалăх территорине 16 ял кĕнĕ. Поликарп Прокопьев Анат Тавда районĕнче 30 çул ытла "Большевик" хуçалăха ертсе пынă. Колхоз Тюмень облаçĕнче кăна мар, çĕршывĕпех палăрнă. Пуян опытпа паллашма ял хуçалăх ĕçченĕсем аякранах килнĕ. Т.С. Мальцев академик та унта çитнĕ. Вăл ĕçленĕ тапхăрта сĕт, аш-какай, тырă, çĕрулми туса илесси икĕ-виçĕ хут ÿснĕ. 1980-мĕш çулсенче хуçалăхăн усă куракан çĕр лаптăкĕ 11 пин гектара çитнĕ. Мăйракаллă шултра выльăх йышĕ - 5 пин пуç. Хуçалăх гектар пуçне пĕрчĕллĕ культурăсем 22 центнер пуçтарса кĕртнĕ. Ял хуçалăх продукцине 6 млн тенкĕлĕх сутнă. Банк счечĕ çинче 2 млн тенкĕ пулнă. 1985 çулта колхозниксен вăтам шалăвĕ 220 тенкĕпе танлашнă.

Ял хуçалăх производствине аталантарассипе пысăк çитĕнÿсем тунăшăн П.П. Прокопьева 1966 çулта Ленин орденĕ тата "Çурлапа Мăлатук" ылтăн медаль парса чысланă.

Хуçалăхра хăрамасăрах отрасльти çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртнĕ. Тырă туса илнĕ çĕрте минерал удобренийĕсемпе усă курассипе опытсем ирттернĕ, тĕрлĕ сорт тĕрĕслесе пăхнă. 80-мĕш çулсенче тырă культурисем гектартан 22 центнер тухнă. Тулăн хăш-пĕр сорчĕн тухăçĕ 46,7 центнера ?"нева" çурхи тулăн% çитнĕ. Кунти ака-сухана кĕске хушăра ирттерес паха опыта Тюмень облаçĕпех сарнă. Пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе, выльăх апачĕн культурисене лайăхлатассипе те самай ĕçленĕ.

Поликарп Прокопьев 2 кĕнеке çырнă: "Интенсивный откорм телят" ?1966%, "Земля. Люди. Урожай" ?1974%. Хаçат-журналта та унăн статйисем чылай пичетленсе тухнă. "Октябрь" журнал редколлегин членĕ шутланнă. "Правда" хаçатра та пичетленнĕ. Пуçаруллă председатель тăван çĕршывшăн, ентешĕсемшĕн самай ырă ĕç тунă. Ăна паянхи кун та ăшшăн аса илеççĕ. Тюменьре, Анат Тавдара унăн ячĕпе урамсем хисепленеççĕ. 2014 çулта Тюменьри Орджоникидзе урамĕнче фронтовиксене асăнса палăк уçнă. Списока Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, Социализм Ĕçĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ Раççейри пĕртен-пĕр КГБ ĕçченĕ, чекист П.П. Прокопьев ятне кĕртнĕ.

Ĕçчен те пуçаруллă, хастар çын пирки 1971 çулта "Çăкăр" фильм ÿкернĕ. Кĕнекесем, статьясем, "Поликарп Первый" пьеса çырнă. "Çăкăр" фильм ăна вăрçă хирĕнче пĕрле çапăçнă юлташĕсене тупма пулăшнă. Кайран фронтовиксем çулсеренех тĕл пулнă. Поликарп Прокопьев 1996 çулхи кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче вилнĕ.

Çĕршывĕпе палăрнăскер кун çути курнă тăрăха та манман. Поликарп Петрович Муркаш районĕнчи "Ударник" хуçалăха 1980-мĕш çулсенче килсе кайрĕ. Тăван Матьăк ялне çитсе курчĕ. Вăл вăхăтра ĕçленĕ Платон Павлович Давыдовпа тĕл пулчĕ. Кайран та ĕçлĕ çыхăнусем тытрĕç вĕсем. Пирĕн хуçалăх П. Прокопьев ертсе пыракан "Большевик" колхозран 100 тонна ытла утă-улăм турттарса килчĕ. "Ударник" та парăмра юлман. Пирĕн тăрăхри платниксем Тюмень облаçне кайса унти ĕçченсене çуртсем туса пачĕç.

Вырăссем хушшинче ÿснĕ пулин те Поликарп Петрович чăвашла лайăх калаçатчĕ. Пирĕн тăрăхран çакăн пек пултаруллă, паллă çын тухнишĕн савăнатпăр.

Илья Яковлев.

Муркаш районĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.