Халăхшăн усăллă проектсем хатĕрлеççĕ

18 Авг, 2016

Самана юхă­мĕнчен юлас мар тесен тĕр­лĕ ĕçпе аппаланмалла. Çак­на тĕпе хурса ĕçлет чăвашсен «Ирĕклĕх» общество пĕр­лешĕвĕ. Унăн хастарĕсем тăрăшнипе çĕнĕрен те çĕнĕ проектсем пурнăçа кĕреççĕ.

Чăвашсен çак пĕрлешĕвĕ тăван чĕлхене аталантарас, ăна сарас енĕпе çанă тавăрса ĕçлет. «Ирĕклĕх» хастарĕсем тĕрлĕ халăхпа çыхăну йĕркелеççĕ, тĕрлĕ тăрăха тухса çÿреççĕ. Нумаях пулмасть Павел Игнатьев Азербайджанри Шеки хулине тĕрĕк тĕнчинчи çамрăксен юхăмĕсен ертÿçисен конференцине кайса килчĕ. Вăл унта тĕрĕк халăхĕсен хастарĕсемпе паллашрĕ, канашлусене хутшăнчĕ. Ку пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, чикесĕр пĕлтерĕшлĕ.

Павел Азербайджанра пулнă вăхăтра пĕрлешĕвĕн тепĕр пайташĕ Юман Яхут-Тимĕр Самар облаçĕнчи Шикун районĕнчи Муликкелпе Патреккел ялĕсене çитрĕ. Вăл вырăнти чăвашсем тăван чĕлхене мĕнле упранине тĕпчерĕ. Тулай чăвашĕсем пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Эпир сыхласа хăварайман чылай япалана вĕсем паянхи кунччен упраççĕ. Шел те, Муликкелпе Патреккел ялĕсем чăваш тĕнчинчен уйрăлнăпа пĕрех. Юман палăртнă тăрăх, унта халĕ ватăсемпе вăтам ÿсĕмрисем çеç тăван чĕлхепе усă кураççĕ, çитĕнекен ăру чăвашла пуплеме пĕлмест. Ку — пĕртен-пĕр тĕслĕх мар. Йăхташăмăрсем йывăр лару-тăрура пулни çине куç хупмалла мар. «Ирĕклĕх» хастарĕсем çак çитменлĕхе пĕтерес тĕллевпе проектсем хатĕрлеççĕ.

Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.