ОРГАНИЗМ ШЫВ ЫЙТАТЬ

17 Авг, 2016

Организм шыв çитменнипе аптранăран тĕрлĕ чир аталанни тахçанпах паллă. Ăна шĕвекпе çителĕклĕ тивĕçтерсенех сывлăх лайăхланма пуçлать. Вăрăм ĕмĕрлĕ пулнипе палăрса тăракан яппунсем сиплевре шывпа активлă усă кураççĕ. Унăн сиплĕ витĕмне Японири медицина ассоциацийĕ те çирĕплетсе панă. Яппунсен шыв терапийĕпе тĕплĕнрех паллаштарар-ха.

Шыв терапийĕпе çак тĕслĕхсенче сипленме пулать:

  • самăрлăх;
  • бронх астми;
  • диабет;
  • артрит, сыпăсем сурни;
  • чĕре чирĕсем, тахикарди;
  • вар хытни;
  • геморрой;
  • хăлха, пыр, сăмса чирĕсем;
  • куç чирĕсем;
  • час-часах пуç ыратни;
  • гипертони;
  • гастрит;
  • пӳрепе шăк хăмпин чирĕсем.

Ирхине вăрансанах, шăл тасатиччен, пĕчĕк тăхтавсемпе 4 стакан таса шыв ĕçмелле. Шăл тасатнă хыççăн 45 минут çимелле-ĕçмелле мар. Унтан ирхи апат çимелле. Тепĕр хут 2 сехетрен кăна çиме юрать.

Выç хырăмла ĕçнĕ шыв юна шĕветет тата апат ирĕлтерес ĕçе тапратса ярать.Тӳрех çакăн чухлĕ ĕçме йывăртарах пулсан пĕчĕкрех виçерен пуçлăр та майĕпен кирлĕ калăпăша çитерĕр.

Шыв сиплевĕн курсĕ хăвăра мĕнле туйнинчен тата чиртен килет. Вар хытсан, геморрой чухне 10 кун сипленмелле. Гипертонирен — 30 кун. Артритпа аптракансене пĕрремĕш эрнере шывпа — 3 кун, иккĕмĕш эрнерен пуçласа кашни кун пĕр уйăх сипленме сĕнеççĕ.

Чи пĕлтерĕшли — çак меслетĕн сиенлĕ енсем çукки.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.