Сăвăрсем таврашĕпех сарăлнă

17 Авг, 2016

Çĕрпӳ районĕнчи Рынкă ял тăрăхне Ульяновск облаçĕнчен 1988 çулта сăвăрсем илсе килнĕ. Мăн Çавал юханшывĕпе юнашар, Михайловка тата Анатри Кипекçе ялĕсен хушшинчи лаптăка, янă.

— Вĕсене тискер чĕрчунсем тытасран пытанма çӳллĕ çыран хысакĕнче темиçе кун маларах шăтăк чаврăмăр, — аса илчĕ патшалăхăн чĕрĕлĕхе хӳтĕлекен инспекторĕнче нумай çул ĕçленĕ Юрий Васильев. — Михĕсенчен кăларсанах вăхăтлăх йăвасене кĕрсе тарчĕç. Кайран хăйсемех çĕр алтса тарăн йăвасем турĕç. Йыш çуллен пысăкланчĕ. Малтан кунта сунар саккаслăхĕ йĕркелерĕç. Чĕрчунсен шутне пысăклатас тĕллевпе каярахпа вĕсене район хăйĕн хӳттине илчĕ. 2005 çулта çав шухăш-кăмăлпах патшалăхăн «Çĕрпӳ сăвăрĕ» çут çанталăк саккаслăхне туса хучĕç. Ăна республикăри сăвăрсен йышне ӳстерессишĕн, лаптăкра тĕпчев ĕçĕсем ирттерессишĕн никĕсленĕ. Мăн Çавал айлăмĕнче 230 гектар çĕр уйăрчĕç.

Вăл маларах ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ шутланнă. Хӳтлĕхре курăк-чечек нумай тĕрлĕ, çав шутра — ЧР Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнисем. Чĕрлĕхрен — пăра сăмса /кулик-сорока/, шĕвĕр çунатлă нăрă /слоник острокрылый/. Сунар йĕркелесе сăвăрсене, ытти чĕрчуна тытма, йăвасене çĕмĕрме, лаптăка ял кĕтĕвне кĕртсе йăвасем çийĕпе çӳретме юрамасть.

— Чăн та, выльăх курăка çитĕнме памасть — унăн усси çакă. Айлăмра апатланакан сăвăрсен хуралçи /çемье пуçĕ е çулпа аслăраххи/ тилĕ е йытă йăпшăнса çывхарнине тӳрех асăрхаса сас парать — пурте шăтăксене кĕрсе тарса ĕлкĕреççĕ, — терĕ саккаслăхри чĕрчунсене тĕпчесе наука ĕçĕсем çырнă Александр Димитриев. — Çапах та кĕтӳ йăвасем вырнаçнă хысак çийĕпе куллен иртсе сăвăрсене канăçсăрлантарать.

Рынкă ял тăрăхĕн администрацийĕ хăйĕн çине ЧР Çут çанталăк тата экологи министерствипе çирĕплетнĕ килĕшӳре колоние хӳтĕлеме тивĕç илнĕ, анчах кĕтĕве йăвасем тăрăх çӳретме чармасть.

— Кăçалхи утă уйăхĕнче колонире 28 çемье е 311 пуç шутларăм, — пĕлтерчĕ министерствăн районти чĕрчун тĕнчине хӳтĕлекен инспекторĕ Игорь Архипов. — Вĕсен йышĕ çуллен ӳсет. Колони пысăкланнăçемĕн кунтан Çĕрпӳ районĕнчи Виçикасси, Кăшаркасси, Ункăçум, Уйкас, Кĕçĕн Тивĕш, Аслă Тивĕш, Харитоновка, Красноармейски районĕнчи Ванюшкассипе Пшонкă, Шупашкар районĕнчи Апаш ялĕсен çывăхне, ытти çĕре пурăнма куçнă. Сăвăрсем вĕсенче саккаслăхринчен темиçе хут сахалрах.

— 1992-2010 çулсенче Пшонкă ялĕ патĕнче 5-8 çемьеччĕ, 15-25 сăвăрччĕ, — аса илчĕ биологи науксен кандидачĕ А.Дмитриев. — Колони Кĕçĕн Шетмĕ юханшывĕн çыранĕнчеччĕ. Район инспекторĕ чĕрчунсене хӳтĕлесе ĕлкĕреймен — вĕсене браконьерсем тытнă: капкăн лартса, шăтăкĕсене шыв тултарса. Йыша ял йыттисем те пĕчĕклетнĕ. 2011 çулхи çуркунне хысакра пĕр сăвăр та курăнман.

Шупашкар район администрацийĕ пуçарнипе 2000 çулта Апаш ялĕ патне, Йăршу юханшывĕ хĕрринчи хысака, Çĕрпӳ колонийĕнчен 25 пуç илсе килсе янă. Вĕсем те этем чавса хатĕрленĕ йăвасене йышăннă. Хăшĕ-пĕри хысаклăх килĕшменрен е ытти сăлтава пула урăх вырăна çул тытнă, 9-шĕ çеç хĕл каçнă. 2001 çулта Канаш районĕнчен 17 пуç илсе килнĕ. 2003 çулта браконьер пăшалтан персе темиçе сăвăра тытнă. 2005 çул тĕлне 5 çеç юлнă. Унтанпа пĕрре те çук.

Республикăн сунарçăсемпе пулăçсен пĕрлĕхĕн Çĕрпӳ районĕнчи сунар угодийĕсенче сăвăрсен 5 колонийĕ шутланать. Вĕсене тытсах тăраççĕ. Министерство республикăри сăвăрсене ытларах ĕрчетес тĕллевпе кашни кайăкçă кĕрсе çӳреме пултаракан лаптăксенче çулла тытмалли тапхăра уçмарĕ. Çав организаци вара хăйĕн районти угодийĕсенче 5 тыттарнă.

Çамрăк инспектор И.Архипов браконьерсем сунара саккунсăр тухса чĕрчунсен йышне пĕчĕклетнĕ пирки протоколсем çырнине пытармарĕ, вĕсемпе кĕрешме çăмăл маррине палăртрĕ. Çĕрпӳ саккаслăхне, мĕнпур кайăкçă кĕрсе сунар йĕркелеме пултаракан лаптăксене çитсе куллен тĕрĕслеме унăн çăмăл автомашина та çук.

— Чĕрчунсем хӳтлĕх кĕтекен çĕре чылай чухне йĕркене çирĕп пăхăнакан ухатниксем, çут çанталăк тусĕсем, вăрманçăсем лартса каяççĕ, — терĕ вăл. — Саккуна пăснă тĕслĕхсем çинчен мана ял çыннисем те систереççĕ. Çакăншăн пурне те тав тăватăп.

Юрий МИХАЙЛОВ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.