Вырăнти влаç вырăнта-и?

17 Авг, 2016

Юлашки çулсенче республикăри районсемпе хуласен администрацийĕсен уголовлă майпа айăпланса суд умне тăнă е тăма хатĕрленекен экс-пуçлăхĕсене пурне те асăнас тăк — вăрăм список пулать: Канаш, Етĕрне, Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле, Улатăр, Çĕнĕ Шупашкар... Ял-хула тăрăхĕсен администарцийĕсен пуçлăхĕсене те хушсан тата — тупата, шучĕ çук! Список хупăнман-ха. Халь ав Шупашкар районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Георгий Егоров тĕлĕшпе следстви пырать, çак кунсенче вара республика прокуратури Вăрнар райадминистрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев тĕлĕшпе ултавшăн уголовлă ĕç пуçарни пирки пĕлтерчĕ. Мĕн пулса иртет вырăнти влаçпа?

Следстви комитечĕн республикăри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх — 2016 çулăн пĕрремĕш çурринче кăна Чăваш Енре коррупци сĕмĕллĕ преступленисем тĕлĕшпе 183 уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕçленĕ уголовлă ĕçсемпе 70 çынна коррупцишĕн айăпланă. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта унашкаллисем чылай сахалрах, 45 çын, пулнине шута илсен Чăваш Енре коррупци вăй илсех пырать текен шухăш та çуралĕ.

Ку, паллах, апла мар, республика пирки «коррупци утравĕ» тени йăнăш пулĕччĕ. Тивĕçлĕ тытăмсем чиновниксем, влаçри, бюджет тытăмĕнчи çынсем укçа-пурлăх хапсăннине курмăш тумаççĕ — çавăнпа уголовлă ĕçсем те йышлă. Çапла пулмалла та. Çапла пулĕ те теме те хăюлăх çитеретĕп: чăваш полицийĕн çĕнĕ ертӳçи Сергей Неяскин та, авă, саккуна пăсакансемпе вĕсен сумлă должноçĕсене пăхмасăр хĕрхенӳсĕр кĕрешме шантарать.

Пуçарнă сăмах çул-йĕрĕнчен кăшт пăрăнтăм — вырăнти влаç патнех таврăнам. Кăçалхи кăрлач-утă уйăхĕсенче кăна суд тенкелĕ çине вырăнти хăйтытăмлăхăн суйланакан должноçсенчи 5 çынни /2 депутат тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕн 3 пуçлăхĕ/ суд тенкелĕ çине ларнă, вĕсем 11 преступлени тунине çирĕплетнĕ. Ку цифрăсем иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен пĕчĕкрех пулин те вырăнти влаç коридорĕсенче коррупци вирусĕ çав-çавах тасалса пĕтменни куçкĕрет.

Хăй вăхăтĕнче нумайăшĕ çĕр лаптăкĕсемпе çыхăннă ултавлă ĕç-пуçшăн суд умне тăчĕ. Çĕре тăванĕсене, пĕлĕшĕсене саккунсăр панă, айккине янă. Те «вăрламалли» лаптăксем пĕтрĕç — халь урăхларах тĕслĕхсем çиеле тухаççĕ. Юлашки эрнесенче кăна СК управленийĕ темиçе ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем пирки ултавшăн уголовлă ĕç пуçарни çинчен евитлерĕ. Ултав схеми ытла та пĕрешкел те — вырăнти хăйтытăмлăх сферинче çак мел йăлана кĕмен-ши текен иккĕленӳ те ăнсăртран мар.

Федераци программипе ки­лĕшӳллĕн ял çыннисен çурт-йĕр тумашкăн субсиди илмелли право пур. Вăт, пуçлăхсем çав укçана хапсăннă та — граждансене администраци шучĕ çине укçа хывма хистенĕ: унсăрăн субсиди илейместĕр... «Хуçа» калать те — влаç сăмахне ĕненме хăнăхнă çынсен ирĕксĕрех тӳлеме тивнĕ, вун-вун пин тенкĕ панă. Укçана вăрламан вĕт — администраци шучĕ çине куçарнă, ял тăрăхĕн нушисем валли панă теме пулать-тĕр. Чăнах та, администрацисен пуçлăхĕсем те ырăран çапла хăтланмаççĕ пуль. Хăшĕсем ял тăрăхĕнчи кулленхи ĕçсем валли тăкаклама укçа çитменнипе çавнашкал саккунсăр мелсемпе усă курни иккĕлентермест.

Пĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ служба автомобилĕпе ОСАГО полисĕсĕрех çӳрени пирки каласа тĕлĕнтернĕччĕ: «Çак машинăпа эпĕ район территорийĕнчен тухмастăп, кунта вара ПАИ инспекторĕсем мана пурте лайăх паллаççĕ — чармаççĕ». Страховкăшăн тӳлеме ял тăрăхĕн администрацийĕн кассинче укçа çук-мĕн. Тепĕр пуçлăх вара хĕлле масар çулне тасатассишĕн нушаланни пирки калани асра. Мĕн тăвăн, çынсем хĕлле те вилеççĕ, вĕсене пытармалла, масара каймалли çула вара тем хулăнăш юр хӳсе лартнă — тасатмалла. Унччен, колхоз пулнă чухне, ку енĕпе чăрмав тухса тăман-ха, техника уйăрнă, халь вара пĕрлехи хуçалăх çук — кама пуç çапмалла? Ютран техника чĕнес — вăл тӳлевсĕр килмест. Кассăра вара укçа çук...

Çапла, вĕсене те йывăр, анчах ку влаç представителĕсем, ытти вун-вун ыйтупа пĕрлех хăйсене шанса панă территорисенчи саккунлăха тивĕçтерессишĕн те яваплă чиновниксем, преступлени çулĕ çине тăнине — çынсене улталаса укçа тӳлеттернине — тӳрре кăлармасть.

Район-хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пĕрин хыççăн тепри уголовлă майпа айăпланни, паллах, республика ертӳçисене те чыс тумасть. Çавна май хăшĕсем вĕсене хăйсен вырăнсенчи «тарçисене» право хуралĕн органĕсен умĕнче хӳтĕлеменшĕн ӳпкелеме те пăхать. Çак йĕркесен авторĕн шучĕпе вара шăпах хӳтĕлеменни, вараланнăскерсене «телефон правипе» усă курса тӳрре кăларма хăтланманни — ырă самаха тивĕç. Чăн та, право хуралĕн органĕсем республикăна пăхăнакан тытăмсем мар, федераци органĕсем, çавна май вĕсен ертӳçисене Шупашкар заливĕ çумĕнчи çӳллĕ çуртран хăтăрса хăратаймăн. Çапах, майне пĕлсен... Çук, унашкалли туйăнмасть. Полици, СК, прокуратура органĕсен ертӳçисем те калаçура-мĕнре республика Пуçлăхĕ е унăн таврашĕнчи, Правительствăри çынсем хăйсене «витĕм кӳме» тăни пирки шарламаççĕ — ун пек пулăм йăлана кĕмен теççĕ.

Вырăнти влаçăн вара саккунлă картара ĕçлеме хăнăхмаллах — урăх вариант пулма пултараймасть. Хăнăхас теменнисене паян пакунлисем часах тӳрĕ çул çине е... суд умне тăратаççĕ. Вырăнти влаçран колони-тĕрмери хытă вырăн çине куçасси те часах.

Николай КОНОВАЛОВ.

 

Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

— Уйрăм уголовлă ĕçсене илес тĕк — çапла, должноçри çынсем явап тытаççĕ. Коррупципе çыхăннă саккуна пăснă тĕслĕхсем пур — вĕсене тĕрлĕрен хаклама пулать, анчах «кирлĕ мар» хутсене алă пусма юрамасть. Çапах унччен такам хăшĕсене хӳтĕленĕ пулсан — паян унашкалли çук.

Эпир патшалăх тата муниципалитет служащийĕсен речĕсен тасалăхне тивĕçтерес енĕпе уççăн ĕçлетпĕр. Чăваш Ен — коррупци сĕмĕллĕ преступленисене тупса палăртас енĕпе лидерсен шутĕнче.

 

Сергей Легостаев, Чăваш Республикин прокурорĕ:

— Чиновниксем ыттисен, судпа  айăпланнисен, йăнăшĕсенех тепĕр хут туни хăш чух тĕлĕнтерет те. Пĕрисем пирки уголовлă ĕçсем пуçаратпăр, кайран вĕсен ĕçтешĕсене çавнашкал тĕслĕхсемшĕнех явап тыттарма тивет. Бюджет укçине ăçта палăртнă — çавăнта ямалла. Бюджет кодексĕн урăх йĕркипе тăкакласан тӳрех ыйту çуралать: вăл укçана мĕншĕн унта янă, вĕсемпе çыхăнман-и, хăйĕн интерес çук-и?

Шупашкар районĕпе кăна мар — чиновниксем тĕлĕшпе чылай тĕслĕх илсе пама пултаратăп: апла юрать тесе шухăшлаççĕ, анчах — юрамасть. Уголовлă ĕçсем çуралаççĕ. Иртнĕ çулсенче чылай чиновнике судпа айăпланă: тĕрмере лараççĕ — мĕнле калас, укçана урăх çĕре янăшăн. Е актсене алă пуснăшăн. Ĕçсем татах та пулĕç — вĕсем пирки илтетĕр-ха.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.