Ĕçкĕ айăплă-и?
"Ӳсĕр пулнă..." — çапла каласа чылайăшĕ хăйсен киревсĕр хăтланăвĕсене тӳрре кăларасшăн. Вĕсене хирĕçлер: ĕçкĕ мар, ĕçекенни айăплă... Шел те, çынсем эрех ĕçсе тунă преступлени ытла та нумай. Ĕçмен пулсанах суд умне тăма тивместчĕ.
Нумаях пулмасть Тăвай районĕнче пурăнакан 18 çулти Анюта Федорова тĕлĕшпе ют пурлăха вăрлама тăнăшăн пуçарнă уголовлă ĕçпе айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ май ĕçе суда ярса патăмăр. Ӳсĕрскер хăнара пулнă май ирхине 4 сехет тĕлнелле пурте çывăрнипе усă курса кил хуçин енчĕкĕнчен укçа кăларса илнĕ. Кăштахран ку çуртран тухса кайăп та — никам та сисмĕ тенĕ ĕнтĕ. Анчах кил хуçи хĕрарăмĕ вăл тухса кайиччен вăранса ĕлкĕрнĕ, укçа çухалнине сиссе полицие шăнкăравланă. Йĕркелĕх хуралçисем килсе çитсен Анюта айăпне тӳрех йышăннă, укçана ăçта пытарнине те кăтартнă.
Леонид Иванов вара ачисем çине пĕрре кăна мар алă çĕкленĕ. Ӳсĕр чух пĕчĕк хĕрне те хĕрхенмен, ывăлне те патак çитернĕ — суран кӳмеллех. Арçынна çăмăл мар-тăр, арăмĕ çĕре кĕнĕ те — пушшех ачисем тĕлĕшпе тимлĕ пулмалла пек ĕнтĕ. Çук çав, вĕсем çине алă сулнă теме те юрать — воспитани парассипе çыхăннă тивĕçне пурнăçламаншăн ăна административлă майпа та пĕрре кăна мар явап тыттарнă. Анчах характеристики лайăххине кура ĕç-пуç малалла кайман. Çав вăхăтрах ачасен асламăшĕ ывăлĕ ачисене кӳрентерни çинчен ял администрацине те евитленĕ. Шел те, вырăнти влаç нимех те туман. Çийĕнчен тата çакăн хыççăн Иванов ывăлне хĕнесе пĕтернĕ.
Арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă май вăл çывăх вăхăтрах суд тенкелĕ çине ларĕ, çавăн пекех ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн ячĕпе те представлени тăратрăмăр — ачасен нушине курмăш тума юрамасть.
Степан Разин вара /Раççей историйĕнчи паллă çын хăйĕнпе пĕр ятлă-хушаматлăскер çапла хăтланнине пĕлсен тупăкра çаврăнса выртать пуль!/ ӳсĕр пулман, çапах унăн преступленине те эрехшĕн касăхни сăлтавланă. Мухмăрлăскер ĕçес килнипе кӳршин çуртне чӳрече рамине илсех кĕнĕ. Тĕп сакайне аннă, унтан 7 кĕленче шурă эрех тата 2,5 литрлă икĕ савăт сăмакун илсе тухнă. Темиçе кун ĕçнĕ!
Полици килсен вăл пĕтĕмпех туннă-ха. Шурă эрехе ĕçсе яма ĕлкĕрнĕ, юлнă сăмакуна йытă йăвине пытарнă — тупаймĕç тенĕ. Анчах пакунлисем хуçалăха тĕрĕсленĕ май пушă эрех кĕленчисене тупнă та — преступлени тунине йышăнма тивнĕ. "Мухмăрпа аптăраман тăк вăрламан пулăттăм", — тет-ха, ӳкĕнет, сиене саплаштарнă, анчах суд, паллах, ăна каçарман, икĕ çуллăха условнăй майпа ирĕклĕхсĕр хăварма йышăннă.
Оксана ЯСТРЕБОВА,
Тăвай районĕн прокурорĕ.
Комментировать