"Сывлăм типиччен утă çулса чуна кантаратăп"

17 Авг, 2016

Сăмахăм паян Шупашкар районĕнчи Хурăнлăхра 1941 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ Николай Смирнов çинчен. Кун-çулĕнче хура-шурне самай курнă вăл.

Ĕç — пурнăç тыткăчи

Пуçламăш шкула çÿренĕ çулсенчех лаша кÿлсе çÿрес килетчĕ. Ун чухне мĕнпур ĕçе ут вăйĕпе пурнăçланă вĕт. Кÿршĕсем ака-суха пĕтернĕ хыççăн çĕнĕ пÿрт лартма пикенчĕç — Панфил хăй çÿрекен лашине мана шанса пачĕ. Ăйăрĕ тĕреклĕччĕ, тилхепене çирĕппĕн тытмашкăн вăйăм çитместчĕ паллах. Анчах ырă выльăх кутăнлашмастчĕ. Аслисем вĕрентсе пынипе тислĕк тиенĕ урапана рычак пулăшнипе ÿпĕнтерме, утă турттарма, кĕлтене майласа тиеме хăнăхса çитрĕм. Ĕççи вĕçленсен Василий Осипов бригадир: «Тăрăшса ĕçленине кура сан валли хĕлле çĕнĕ урапа тутарттарăп», — терĕ. Унпа кашни каникултах ĕçлеттĕм», — сăмах çăмхине сÿтрĕ ветеран.

Вуннăмĕш класра вĕреннĕ чухне комбайнерсем хатĕрлекен курса çырăннă вăл, уроксем хыççăн тата икшер сехет ăс пухнă. Çамрăксене ун чухне çерем çĕрсем илĕртнĕ. Пĕрле вĕреннĕ тусĕсенчен чылайăшĕ Казахстана тухса кайнă. Каччăн май килмен: шăпах çав вăхăтра çурт лартма пикеннĕ ашшĕпе амăшне пулăшмалла пулнă. Çемьери çичĕ ачаран асли — хĕр, ыттисем — пĕри тепринчен пĕчĕкрех. Пĕтĕм шанăçĕ те Николай кăна. Çанă тавăрсах пикеннĕ вăл платник ĕçне: малтан пуртă-савана «парăнтарнă», унтан тимĕр витекен ăста пулса тăнă.

Ырă çынсем пулăшнипе…

Малалла вĕренес туртăмĕ пысăк пулнă каччăн. Вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн электромеханика техникумĕнче ăс пухнă. Унтан Шупашкарти резинăпа техника изделийĕсен заводне вырнаçнă. Цех пуçлăхĕ В.Шалабанов унăн специальноçĕпе интересленнĕ.

— Фрезеровщик, — хуравланă çамрăк специалист.

— Акă сана станок, ĕçлеме тытăн.

Вунă кунран ертÿçĕ ун патне пынă, пултарулăхне кура технолог тивĕçне пурнăçлама хушнă. Тата тепĕр уйăхран — отпуска кайнă пĕр мастер, каярахпа теприн вырăнне лартнă. Аслă технолог тивĕçне те пĕр вăхăт пурнăçлаттарнă. Çапла майпа пуçлăх пурнăç çулĕ çине тин тăнă çамрăка пур енлĕн аталанма май туса панă. Çакăншăн Николай Иванович аслă юлташне паян кунчченех тав тăвать, ырă çынсем пулăшнипе пурнăçра хăйĕн вырăнне тупнине палăртать.

Кунтанах хĕсмете кайнă вăл, аслă çĕршывăмăрпа Иран чиккинчи заставăсенчен пĕринче виçĕ çул службăра тăнă. Рядовойран сержанта çитнĕ ентеш, отделени командирĕ таран ÿснĕ. Салтак тивĕçне чыслă пурнăçланăшăн командовани ăна «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе — 20 çул» медальпе наградăланă.

Салтак гимнастеркине хывсан тăван заводах таврăнас тĕллевлĕ йĕкĕте шăпа кĕтмен-туман çĕртен электроприбор заводне илсе çитернĕ. Кунта ăна инструментсемпе тивĕçтерекен инженер вырăнне сĕннĕ. Ĕçĕ яваплă пулнăран ун умĕнхи специалистсем тăтăшах улшăнса тăнă иккен. Николай Иванович вара çирĕп йĕрке тунă, çĕнĕ мелсемпе усă курма тытăннă. Тăрăшни харама кайман, ырă улшăнусене пуçлăхсем те асăрханă: малтан ăна — шлифовкăпа штамп, каярахпа шăратакан цехсен аслă мастерне лартнă. Шăратакан цехри ĕç-пуç вăл пыриччен уйрăмах чăхăмланă, рабочисем плана аран-аран тултаркаланă. Николай Смирнов çине тăнипе виçĕ сменăпа ĕçлеме пуçланă, продукци туса кăларассине палăрмаллах ÿстернĕ. Çавна май шалу та пысăкланнă.

Ÿсĕмĕсене кура пилĕкçуллăх кăтартăвĕсемпе Николай Ивановича «Ĕçри хастарлăхшăн» медальпе наградăланă.

«Коллектив çитĕнÿ çулĕ çине тăнăччĕ. Туслă йышра пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланнăран умри тĕллевсене пурнăçламашкăн та çăмăлччĕ. Урăх çĕре куçасси пирки шухăшламан та. Сменăран таврăнсан хĕрĕм Галя кĕтмен-туман çĕртен: «Атте, пирĕн хăçан хваттер пулать?» — тесе ыйтрĕ. Шухăша путрăм вара: ара, çемьере икĕ ача çитĕнет вĕт. Вĕсен те тантăшĕсем евĕр хăйсен пÿлĕмĕсенче пурăнас килет.

Пир тĕртекен ăсасăр станоксем кăларакан заводра ăстасем кирлине, вĕсене хваттерпе икĕ çул иртиччен тивĕçтернине пĕлтĕм те унта вырнаçрăм, — калаçрĕ ветеран. — Инструмент цехĕн маçтăрĕ, аслă маçтăрĕ пултăм, технолог, цех ертÿçин заместительне çити ÿсрĕм, юлашкинчен ертсе пыракан инженер-технолог пулма шанчĕç». Вăтăр çула яхăн пĕр цехра тăрăшнă вăл, «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçнĕ.

Тăван ялăм, асăмран тухмарăн…

Шупашкарта вĕреннине, кунти заводсенче тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшнине пăхмасăр Николай Иванович хула çынни пулайман, çуралса ÿснĕ тăрăх ĕмĕр тăршшĕпех хăй патне туртнă ăна. Çамрăк чухне те, ача-пăчаллă пулсан та канмалли кунсенче Хурăнлăха васканă. Кунта уншăн сывлăшĕ те симпыл евĕр туйăннă, шывĕ те вăй-хал парса тăнă. Амăшĕ халсăрлансан ăна 12 çул пăхса пурăннă: ирсерен хулана ĕçе çÿренĕ, смена вĕçленсен яла васканă. Хăйне кун çути парнеленĕ çын çут тĕнчерен уйрăлсан та тăван кил вучахне сÿнтермен, ашшĕ-амăшĕн çуртне юхăнма паман. Пенсие тухсан вара мăшăрĕпе иккĕшĕ унтах тĕпленнĕ.

Хăй утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче 75 çул тултарнине пĕлтерсен шÿтлет пулĕ терĕм: вăр-вар та çаврăнăçуллăскере 65-рен ытла пама çук…

«Ял çыннисем те тĕлĕнеççĕ манран. Çулна кура мар, йăрăс пĕвÿпе ыттисене ăмсантарса çÿретĕн тесе хăйсен тулса пыракан кĕлеткисене тĕллесе кăтартаççĕ, — калаçăва сыпăнтарчĕ Николай Иванович. — Эпĕ вĕт хĕвелпе пĕрле вăранатăп, сывлăм типиччен утă çулса чуна кантаратăп. Анкартинче пахча çимĕç çитĕнтермелĕх, улма-çырла туса илмелĕх 35 сотăй çĕр пур, уйри 15 сотăй лаптăк — выльăх апачĕлĕх курăк валли. Утă-улăм çителĕклех хатĕрлетпĕр: хамăрăнах — пĕр кĕтÿ сурăх. Юнашарах пĕве пулнăран картиш тулли кайăк-кĕшĕк усратпăр. Арăмпа иксĕмĕре нумаях кирлĕ мар-ха. Ачасен çемйисемшĕн тăрăшатпăр мар-и: хĕрпе ывăл пире икĕ мăнук парнеленĕ. Вĕсем килсех çÿреççĕ, хуçалăхри ĕçсене тумашкăн пулăшаççĕ, кунти пурнăç пурне те килĕшет. Хулари хваттерĕн тăватă стени хушшинче тĕмсĕлсе ларни мар ĕнтĕ. Арăм кĕçĕн мăнука пăхмашкăн унта çÿренĕрен çапла калатăп. Шупашкарта çур ĕмĕре яхăн пурăнчĕ пулин те ниепле те хăнăхаймасть унти хăтлăха. Канмалли кун çитессе чăтăмсăррăн кĕтет, хуларисем ĕçрен таврăнсанах яла вĕçтерсе çитет».

Тепĕр чун киленĕçĕ те пур унăн: вăл — хурт-хăмăр ăсти. Çамрăксене вĕрентет çак ĕçе. Унăн тĕслĕхĕпе утар тытакан ялта йышлансах пырать. Кирлĕ чухне Николай Смирновпа канашлаççĕ, опытлă утарçă сĕнĕвне ăса хываççĕ.

Николай Иванович шухăшĕпе — пыл хурчĕ ĕрчетекен çын хăй çакăн уссин пĕр пайне кăна туять, çав вăхăтрах унăн ырă витĕмĕпе çынсене, тăван тавралăха вунă хут ытларах пулăшать.

Валентина ИЛЬИНА

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.