Врач тени «çынлăх» синонимĕ пек пултăр

15 Авг, 2016

Ачасен каникулĕ вĕçленсе пырать — çуллахи тапхăрта вĕсен сывлăхне çирĕплетес, канăвне йĕркелес енĕпе мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетме те вăхăт. Республика Пуçлăхĕ тунтикунсерен ирттерекен канашлăва паян шăпах çак ыйтуран пуçларĕç.

Çĕртме-çурла уйăхĕсенче республикăра 99 пин ача канăвне йĕркелеме палăртнă. 82 пин ача тĕлĕшпе ку тÿрре тухнă ĕнтĕ. Халĕ лагерьсенче 4-мĕш смена ĕçлет — палăртни пурнăçланать. Хула тулашĕнчи 21 кану организацийĕ виçĕ сменăра 14,9 пине яхăн ачана йышăннă — пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 7,2% нумайрах. Ачасем кăнтăрла пулмалли лагерьсем те ăнăçлă ĕçлеççĕ.

Ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев ку ĕç валли хальлĕхе пĕтĕмпе 301 миллион тенкĕ тăкаклани çинчен пĕлтерчĕ. Çав шутра федераци бюджетĕнчен уйăрни те пур — 12 миллион тенкĕ. Пĕлтĕр Мускав региона ку енĕпе пулăшман. Йывăр лару-тăрури ачасене путевкăсемпе тивĕçтермелли тăкаксен 50-100% патшалăх шучĕпе саплаштарма май килнĕ. Çавнашкал ачасен самай пысăк ушкăнне Сочири лагере яма та пултарнă: 30 ача унтан таврăннă ĕнтĕ, тата 30-шĕн канăвĕ вĕçленмен- ха. Темăна пĕтĕмлетнĕ май вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Светлана Петрова çитĕнекен ăрăвăн çуллахи канăвĕ йĕркеллĕ иртнине палăртрĕ: инкек-мĕн пулман, ашшĕ-амăшĕ кăмăллă.

Планеркăра тишкернĕ тепĕр ыйту та ачасемпе, çамрăксемпе çыхăннă. 9-мĕш тата 11-мĕш классене пĕтернисене малалла вĕренме йышăнасси мĕнле пынине тишкерчĕç. Светлана Петрова пĕлтернĕ тăрăх — çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче аслă тата вăтам професси вĕрентĕвĕн учрежденийĕсем абитуриентсене йышăнассине вĕçленĕ. Кăçал 11-мĕш класран — 6 пин ытла, 9-мĕш класран 11 пин ытла яшпа хĕр вĕренсе тухнă. Аслă вĕренÿ заведенийĕсене кĕнисен йышĕ 8% хушăннă — вузсене 3,5 пине яхăн çамрăк вĕренме кĕнĕ. ЧПУ — 1634, педуниверситет — 928, ял хуçалăх академийĕ 603 çынна вĕренме илнĕ. Çак аслă шкул-сенчен виççĕшĕ те абитуриентсен шутне пĕлтĕрхинчен самай ÿстерме пултарнă. ªТĕплĕнрех — 2-мĕш стр.º.

Чăваш патшалăх университетне техника специальноçĕсене вĕренме кĕнисен шучĕ пысăкланни савăнтарать. Çапах пурпĕр экономиста тата юриста вĕренес текенсен шучĕ пысăк иккен — конкурсра пĕр вырăна 20 ытла çын пулнă. Педуниверсита илес тĕк — ют чĕлхесене ăса хывма ăнтăлакансем пĕр вырăна 15-ĕн килнĕ. Çавна май республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пусăм тусах палăртрĕ: «Чи кирли — çамрăксене кайран вĕреннĕ специальноçпах ĕçлеме хавхалантарасси. Унсăрăн учительсем, врачсем çителĕксĕр пулĕç — кадрсен дефицитĕнчен нихăçан та хăтăлаймăпăр. Налук тÿлекен шучĕпе вĕрентетпĕр те — диплом илсен хăйсен специальноçĕпе ĕçлемеççĕ, апла пулмалла мар».

Канашлура çавăн пекех кăрлач-утă уйăхĕсенче çулçÿрев хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетрĕç. Транспорт министрĕ Михаил Резников асăннă цифрăсем ĕç- пуç лайăхланнине кăтартаççĕ: çулсем çинчи аварисен, вĕсенче вилнисемпе аманнисен шучĕ палăрмаллах чакнă. Эппин, водительсемпе çуран çÿрекенсен дисциплини çирĕпленет, культури ÿсет. Паллах, çулçÿреве тивĕçтерекен инфратытăм пахалăхĕ лайăхланнин витĕмĕ те пур кунта. Асăннă тапхăрта шăтăк-путăка кăна 153 пин тăваткал метр сапланă, çулсен 22 километр тăршшĕ сыпăкне çĕрле те çутатса тăмалла тунă. Паллах, ку енĕпе ĕçлемелли питĕ нумай, анчах, Михаил Сергеевич калашле, «пĕтĕмпех — бюджет майĕсене кура».

Унтан вара Михаил Игнатьев кăмăллах мар темăна çĕклерĕ — шăматкун Етĕрне районĕнче пулнă май унта пĕр арçын тарăхса калаçни çинчен сăмах хускатрĕ. Вăл медпулăшу па-халăхĕпе çыхăннă та — ĕç-пуçа сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова уçăмлатрĕ. Служба тĕрĕслевĕ ирттернĕ. Çав арçыннăн хĕрĕ ача çуратма хатĕрленнĕ май ăна Етĕрне-рен васкавлă медпулăшу машинипе Шупашкарти перинаталь центрне илсе килнĕ-мĕн. Кунта тĕрĕсленĕ те — ача çуратмалли 5-мĕш çурта янă. Никам та леçмен — хĕрарăмăн унта хăй тĕллĕнех çитме тивнĕ. Больницăра тивĕçлĕ пулăшу кÿнĕ — çутă тĕнчене сывă ача килнĕ. Анчах тимсĕрлĕх — куçкĕрет. Министр айăплисем явап тытассине çирĕплетрĕ.

— Кам явап тытать? — пайăррăн ыйтрĕ Михаил Игнатьев.

— Хĕрарăма перинаталь центрĕнче йышăннă врач, Етĕрне райбольницин тата перинаталь центрĕн ертÿçисем... Тивĕçлĕ ăнлантару илнĕ хыççăн паянах е ыран яваплăх пирки хушусене алă пусăп, — терĕ Алла Владимировна.

— Çав хĕрарăмăн ашшĕ халăх умĕнче тарăхса калаçрĕ. Ăна ăнланма пулать. Питĕ шăрăх, йывăр — ача çуратмалли хĕрарăма вара больницăна хăй тĕллĕн яраççĕ. Юрать, пĕтĕмпех йĕркеллĕ вĕçленнĕ. Апла пулман тăк? Çавăнпа дисциплина енĕпе кăна явап тыттарни çителĕксĕр, айăплисене ĕçрен хăтармалла — унсăрăн кунашкалли татах пулĕ. Врачсен çынлăх пирки манма юрамасть.

Етĕрнере медицина сферинче çивĕч ыйту татах пур пулас — Михаил Игнатьев çакна та пытармарĕ: «Унти больницăра ĕçлекенсем ушкăнсене пайланса кайни палăрать. Енчен те тĕп врач ĕçе йĕркелеймест тĕк — улăштармалла. Пирĕн çакнашкал сигналсене шута илмеллех. Çынсем влаçа шанасси çакнашкал самантсенчен нумай килет. Хăшĕсем халăх шанăçĕ 75-80% танлашни çинчен справкăсем параççĕ. Паллах, ĕçе ытлашши илемлетсе кăтартаççĕ. Тĕп врачсем вара кайран çав кăтартусене тĕпе хураççĕ: пирĕн пĕтĕмпех лайăх! Тĕрĕссипе апла мар»

Канашлу Шупашкар хула кунне мĕнле хатĕрленни пирки пĕлтернипе вĕçленчĕ. Республика Пуçлăхĕ уяв çĕнĕлĕхсемпе пуян пулмалли пирки асăрхаттарчĕ: «Юлашки вăхăтра çакнашкал уявсене хутшăнма тăрăшатăп. Улатăрта пултăм, Канашра — çĕнĕлĕх нумай. Етĕрнере вара нимĕн те улшăнман, çÿп-çапа та пулин тасатман...»

Шупашкара илес тĕк — хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов уяв программи пуян пуласса шантарчĕ. «Шупашкар» хоккей клубĕн презентацийĕ те пулĕ — пирĕн çĕнĕ клубпа тупăшмашкăн кÿршĕ регионсенчи темиçе команда килмелле. «Вĕршĕнсем» пилотаж ушкăнĕ кăçал пулмасть, анчах эстрада юррисене кăмăллакансене савăнтармалли хыпар пур — ку хутĕнче Шупашкарсене саламлама Олег Газманов килмелле.

Николай КОНОВАЛОВ