Çăлтăрсем сÿнмеççĕ...
1968 çулта совет спортсменки Зинаида Воронина Олимп чемпионкин титулне тивĕçнĕ. 1980-мĕшĕнче вара ăна 101-мĕш километр хыçне ăсатнă. Эрех ĕçнĕшĕн. Шел те, спорт тĕнчинче çакăн йышши хурлăхлă истори çине-çинех тĕл пулать. Чи çÿллĕ шая хăпарнă спортсменсем чапа чăтаймаççĕ. Хăшĕ-пĕри кăлтăрмач пек кусса анать, хăйĕн мĕн пуррине çавна май йăлт çухатать. Зинаида Воронина гимнастка та 1968 çулта Мехикора палăрнă, спортри йывăрлăхсене парăнтарма пултарнă. Анчах та каярахпа пурнăçри кăткăслăхсене çĕнтереймен, чап йывăрăшне чăтайман. Вăйăсен ылтăн наградине тивĕçнĕ хĕрарăма çĕнтерÿ хыççăн 12 çултан çĕршывăн тĕп хулинчен “асоциаллă элемент” тесе кăларса янă. Чиперккке гимнастка çав вăхăталла “симĕс çĕленсĕр” пĕр кун та пурăнайми пулса çитнĕ.
Тĕп хулана — амăшĕн пушмакĕпе
Воронина гимнасткăн историйĕн пуçламăшĕ ыттисенчен нимĕнпех те уйрăлса тăмасть темелле. Антонина Левшевич тренер пилĕк çулти хĕрачана Йошкар-Олари пĕр шкулта асăрханă та спорт секцине чĕннĕ. Тренерăн куçĕ ытла та çивĕч пулни тÿрех палăрнă — Зинаида, ун чухне вăл Дружинина пулнă-ха, спорт гимнастикишĕнех çуралнăн туйăннă. “Малтанах, чăн та, аппаланма тиврĕ, — аса илнĕ каярахпа тренер. — Кĕлетке пиçĕлĕхне ÿстерес тĕлĕшпе нумай ĕçлерĕмĕр. Ытти вара унăн йăлтах — Турăранччĕ. Сикме пултаратчĕ. Вăйлăччĕ. Мĕн вĕрентнине-каланине тÿрех ярса илетчĕ”. Тăххăрмĕш класра вĕреннĕ чухне хĕр пĕрчине Мускаври ăмăртусенче асăрханă, “Динамо” клуба чĕнсе илнĕ.
Тĕп хулана, пĕлĕшĕсем аса илнĕ тăрăх, хĕрача кивĕ пальтопа тата амăшĕн пушмакĕпе тухса кайнă. Чап пирки ун чухне никам та ĕмĕтленме те пултарайман-ха...
Чапĕ вара хĕре, тĕрĕссипе, хăех шыраса тупнă. Тÿрех мар, анчах та тупнă. Мускавра ĕçсем тÿрех лайăх аталанса пынă. Владимир Шелковников тренер вĕрентсе пынипе Зинаидăн тата ытти пултарулăхĕ те уçăлнă. Хĕре часах наци пĕрлештернĕ командине кĕртнĕ. 18 çулти спортсменка пĕрремĕш хут чикĕ леш енчи ăмăртусене хутшăннă — Дортмундра вăл команда йышĕнче — кĕмĕл, ирĕклĕ упражненисенче бронза медале тивĕçнĕ. Кĕçех Воронина Европа шайĕнче ăмăртма пуçланă. Çулталăкранах Олимпиада помосчĕ çине хăпарнă. Чаплă команда йышĕнче ылтăн çĕнсе илнĕ, сикес тата ирĕклĕ хусканусем енĕпе бронзăна тивĕçнĕ. Совет гимнасткин ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман историйĕ темелле...
Арçынсен умĕнче яланах чемпионка пулмаллаччĕ
Зинаида тĕлĕнмелле хитре пулнă. “Енчен те ăмăртусене арçынсем хакланă тăк чемпионка яланах Воронина пулмаллаччĕ”, — çырнă Зинаида çинчен. Спортсменка, чăн та, хусканусене яланах кирлĕ пек пурнăçланă — спортзалта та, унăн тулашĕнче те. Паллах, кун пек чиперук тавра каччăсем пыл хурчĕсем пекех явăннă. Пушшех те, пике хăй те питĕ ăслă пулнă, акăлчанла тикĕс калаçнă. Анчах та пике хăй шурă лаша çинчи принца — Михаил Воронина — кĕтнĕ. Каччă Мехикора ултă медаль çĕнсе илнĕ, çакăнтан маларах вара хĕр чĕрине парăнтарнă. Воронинсем совет спортĕнчи чи хитре мăшăр пулнă. Туй кĕрлеттерме палăртнă вăхăт тĕлне вĕсен телейлĕ çемье пурнăçĕ валли йăлт пулнă — хваттер, тулăх бюджет, чап, халăх юратăвĕ. Кĕçех йыш та хушăннă — Димка çуралнă.
Инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Хăш самантра, мĕн пулса иртнĕ? 22-ри хĕрарăм, амăшĕ тата арăм, Олимп çĕнĕ сезонĕн пĕрремĕш циклне хутшăнайман. Каярахпа вара çапах та спорта таврăнма тĕв тунă. Тренировкăсем пуçланнă. 1970 çулта чемпионатра çĕнтернĕ. Ача çуратнă хĕрарăмсен хушшинче кун пекки тăтăшах пулса иртмест. Анчах та тренировкăсем йывăррăн парăнма пуçланă. Çĕнтерме ăнтăлакан çамрăк спортсменкăсенчен ăна туртса илме çăмăл пулман. Воронина майĕпен парăнма пуçланă. Ун чухнех çакăн сăлтавĕ эрех-сăрапа çыхăнма пултарнă. Юлташĕсемпе пĕлĕшĕсем Воронина ку енĕпе вăйсăр пулнине палăртнă. Сас-хурана ĕненес тĕк, Зинаида амăшĕ те “çуттипе” туслă пулнă-мĕн. Ĕнтĕ чемпионкăна çăлас ыйту тухса тăнă. Анчах та... кая юлнă. Воронина спортпа яланлăхах сывпуллашса “симĕс çĕлен” аллине кĕрсех ÿкнĕ. Çав вăхăтри спортсменсем палăртнă тăрăх, вăл тапхăрта пĕртен-пĕр допинг пулнă — эрех-сăра. Ăна ĕçмен спортсмен пулман. Людмила Турищева кăна черккене тути çывăхне те илсе пыман.
101-мĕш километр хыçĕнче
Телейлĕ çемье икĕ çул кăна тытăнса тăма пултарнă. Тен, шурă лаша çинчи Михаил та принцах пулман-тăр. Хĕрарăм ачине садикрен те илме мансах ĕçнĕ. Воронин уйрăлма ыйту çырса панă. Хĕрарăма амăшĕн правинчен хăтарнă. Иккĕри ывăлĕ Дмитрий пурăнма ашшĕпе юлнă. Каярахпа çемье йăлине малалла тăсса гимнастика енĕпе çитĕнÿсем тунă. Зинаида çак вăхăталла пурнăçĕн вĕçнелле пынă ĕнтĕ. Каялла çул пулман. Чăн та, хĕрарăм тÿрех парăннă теме çук-ха, вăл кĕрешме хăтланнă. Зинаида тренер рольне виçсе пăхнă, ача-пăча спорт шкулĕсене ĕçе вырнаçнă, сипленме хăтланнă. Анчах та нимĕн те пулса пĕтмен. Йÿççине пушатса кăна вăхăта ирттерме тивнĕ. Малтанах ăна, тăн çухатичченех ĕçсе лартнăскерне, пĕлĕшĕсем киле иле-иле пынă-ха, йĕркене кĕртме хăтланнă. Анчах та юлташсен йышĕ чаксах-чаксах пынă. Ку вара хĕрарăм чунне тата ытларах ыраттарнă. Çапла вара чемпионка шуçлак çул çинчен пăрăнаймасăр “асоциаллă элемента” çаврăннă, ăна 1980 çулхи Олимпиада умĕн 101-мĕш километр леш енне ăсатма йышăннă. Çавăнта çухалнă та унăн йĕрĕ.
Ĕнтĕ Зинаида çумĕнче унăн шăпишĕн кулянакан çын пачах та юлман. 1980 çул хыççăн хĕрарăм хăйĕн пĕлĕшĕсен куçĕнчен пачах та çухалнă. Çапах та каярахпа çакă палăрнă. Воронина хăйне алла илме пултарнă. Çакна спорт пĕр журналисчĕ тĕпчесе пĕлнĕ. Вăл вăхăтра хĕрарăм чĕррисен хушшинче пулман ĕнтĕ. Мускавра иртнĕ Олимпиада хыççăн Зинаида Балашихăри завода ĕçе вырнаçнă. Унта хĕрарăм тăватă çул тăрăшнă, чукун шăратнă çĕре çĕр парса тăнă. Заводра вăй хуракансем хăйсем Олимп чемпионкипе юнашар ĕçленине, хăй вăхăтĕнче çак хĕрарăма пин-пин çын алă çупса хавхалантарнине тĕшмĕртмен те. Чăн та, рабочисенчен пĕри те ĕçтешĕ пирки пĕр усал сăмах та каламан.
Чап саманчĕсене Зинаида Воронина пĕрремĕш тата юлашки хут тăван хулинче, Йошкар-Олари спорт музейĕнче хăйне халалланă стенд умĕнче, аса илнĕ. Çуралнă хулана вара хĕрарăм аппăшне юлашки çула ăсатма кайнă. Хăй те çуралнă кĕтесе çывăх вăхăтрах таврăнассине ун чухне Зинаида, паллах, чухлама та пултарайман. Çакăн хыççăн икĕ уйăхранах вăл кун çути курнă хулара яланлăхах лăпкăлăх тупнă.
Хĕрарăм 54 çулта вилнĕ. Мари республикин ун чухнехи ертÿлĕхĕ спортсменкăна тăван тăрăхрах чыслăн — Олимп чемпионкин шайĕнче — пытарма йышăннă. Зинаида ячĕпе паян Йошкар-Олари спорт шкулĕ хисепленет. Ывăлĕпе иккĕшĕн хутшăнăвĕсем инкеклĕ пулнине пăхмасăрах хĕрарăма юлашки çула ăсатма Дмитрий та пынă. Амăшне вăл... виççĕмĕш хут курнă.
Зина ÿкекенсен йышĕнче пĕччен пулман. Беларуç гимнастки Тамара Лазакович та, пултаруллă спортсменка, каярахпа эрех-сăра авăрĕнчен тухайман. Каярахпа хĕрарăм... вăрăпа та çакланнă. Юлашкинчен унăн вилĕ ÿтне рельссем çинче тупнă. Тамара çав вăхăтра 38 çулта пулнă.
Тĕнче икĕ хут чемпионкин Людмила Савинкова шăпи çинчен те нимех те паллă мар. Унăн йĕрĕ 1968 çулта татăлать. Сас-хура тăрăх, Людмила Мускавран тухса кайнă, бомжа çаврăннă...
Çăлтăр сÿнмест теççĕ. Çапла, сÿнмест. Анчах та вĕсем питĕ çÿлтен ÿкеççĕ. Ÿкеççĕ те вилмеллех аманаççĕ...
/Livejournal.com, “Чемпионат”/.
Комментировать