Шăпама ӳпкелеместĕп

11 Авг, 2016

Унăн ĕç кĕнекинче пĕртен пĕр йĕрке: "Етĕрне районĕнчи "Выльский" совхоза ветеринар пулса ĕçлеме йышăннă". Унтанпа шыв-шур самай юхса иртнĕ. Светлана Павловăшăн кăна пурнăç улшăнман тейĕн, паянхи кун та вăл выльăх-чĕрлĕхе сыватать.

"Сăпайлă та ĕçчен, маттур", - теççĕ ун пирки ĕçтешĕсем, ял-йыш. Çивĕч хĕрарăм "Выльский" хуçалăхра ветеринар-осеменаторта та, Мăн Явăшри ветеринари участокĕнче те тăрăшать. Кулленех ир-ирех фермăна васкать вăл. Ирхине 4 сехет тĕлне дояркăсем сăвăма çитеççĕ. Вĕсем ĕçе пуçăниччен витери ĕнесене пăхса çаврăнать. Предприятин выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи кăтартусем лайăхланса пынинче унăн тӳпи те пур. Ăратлăха аталантарас тесе самай вăй хунă вăл. Ăна кура вара – тухăçĕ. Акă иртнĕ çул ĕне пуçне 99 пăру илнĕ. Кашни ĕнен çулталăкри сăвăмĕ 5 пин килограмран иртнĕ.

- Хуçалăх ĕнисене тахçантанпах искусствăллă майпа пĕтĕлентеретпĕр. Çакă вы-льăх-чĕрлĕхе чир-чĕртен упрать, - каласа парать Светлана Николаевна. - Халĕ ял çыннисем те ун çине куçрĕç.

1979 çулта Чулхулари ветеринари училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн "Выльский" хуçалăха ĕçе вырнаçнă вăл. Çамрăк хĕр Вячеслав Егоровичпа тĕл пулнă, çемье çавăрнă. Упăшки те хуçалăхра темиçе çул водительте тăрăшать. Туслă мăшăр икĕ ывăлне пурнăç çулĕ çине тăратнă. Вĕсем тăван килтен тухса кайнă ĕнтĕ. Канмалли кунсенче ашшĕ-амăшне пулăшма килеççĕ.

- Ачасемсĕр кичемрех. Анчах вĕсен хăйсен пурнăçĕ. Иртен пуçласа каçчен ĕçленипе тунсăхлама та вăхăт çук, - тет хĕрарăм.

Павловсем икĕ ĕне, сурăх, кролик, кайăк-кĕшĕк йышлă усраççĕ. Сĕт, аш-какай сутаççĕ.

Эпĕ Мăн Явăш тăрăхне çитнĕ чухне Светлана Павлова отпускраччĕ, анчах канас вырăнне ветеринари участокĕнче чирлĕ выльăх-чĕрлĕхе йышăнать. "Хуçалăхра отпускра шутланатăп, кунта вара - ĕçре", - пĕлтерчĕ хĕрарăм. Ветеринари участокĕнче ĕçлекен çуккипе ăна чĕнсе илнĕ. Хушма хуçалăхсенче те выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ. Пĕччен ĕлкĕрме йывăр çав.

Светлана Николаевна – кӳршĕ ялтан. Ĕçе икĕ кустăрмаллă тимĕр "урхамахпа" çӳрет. "Çулла - велосипедпа, хĕлле - машинăпа. Ĕçре 40 çула яхăн тăрăшатăп, çак тапхăрта вăрăм çула хăнăхса çитрĕм, - терĕ вăл. - Ĕлĕкрех çуран та сахал мар утнă". Икĕ урапаллă "урхамаха" вара хуçалăх туянса панă. Çук, ăна кăна мар, специалистран пуçласа механизатор таранах велосипедпа тата йĕлтĕрпе тивĕçтернĕ. Кашни виçĕ çултан вĕсене çĕнетеççĕ. Çакă аякри ялсенче пурăнакансен çулне палăрмаллах кĕскетет, вăхăта, укçана перекетлет. "Хĕлле йĕлтĕрпе ăмăртусене те хутшăнатпăр. Çулсем иртнĕ май велосипедпа ытларах усă куратăп. Упăшка – машина, эпĕ велосипед улăштаратпăр", - кăмăллă калаçрĕ ĕç ветеранĕ.

Светлана Павлова - Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Вăл пенсире, анчах канлĕ пурăнасси пирки ĕмĕтленмелли кăна юлать.

- Ветеринарсем çитмеççĕ, пуçлăхсем ыйтнипе ĕçлеме килĕшрĕм. Пĕри е тепри кайсан кам вăй хурĕ кунта? Ĕçĕ йывăр, таса мар, çамрăксем килесшĕн мар. Ĕлĕкрех хуçалăхăн кашни ферминче ветеринар пулнă. Халĕ специалистсем çитмеççĕ. Ферма шăршинчен те шикленеççĕ пулас. Килте ĕç тумне йăлтах улăштарсан та шăршăран тасалса пĕтеймĕн. Юрать, ачасем ăнланаççĕ, шарламаççĕ. Мĕн тăвас тетĕн? Пирĕн çăкăр вăл.

– Шăпама ӳпкелешмелли, кӳренмелли çук. Ĕмĕрĕпех ĕçре, халăхпа пулнăран пенсие тухсан та вĕсенчен уйрăлас килмест. Выльăха сыватса ура çине тăратсан савăнатпăр. Хăш чухне ял-йыш шăнкăравласан çĕр хута, йĕпе-сапана пăхмасăр тухса каятпăр. Пĕр енчен выльăх çын мар темелле, анчах хамăра яваплă туятпăр. Ĕне çемьене тăрантарать-çке. Вăл ураран ӳкни пысăк хуйхă. Çавăнпа пирĕн сыхă пулмалла, чир-чĕртен вăхăтра асăрхаттармалла, сиплемелле, - терĕ ăшпиллĕ хĕрарăм.

Лариса Никитина.

Автор сăнӳкерчĕкĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.