Олимп тÿпинче çĕнĕ çăлтăр çуталчĕ!

11 Авг, 2016

Унăн ячĕ — Дарья Спиридонова

Пирĕн çĕршывра Физкультурник кунне 1939 çултанпа паллă тăваççĕ. Спорта юратакансен пĕрремĕш уявĕ утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртнĕ. 1945 çулхи çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерĕве халалласа Мускавра Физкультурниксен парадне йĕркеленĕ. Çав тапхăртанпа Физкультурник кунне çурла уйăхĕнче ирттереççĕ.

Бразилире иртекен Олимп вăййисен тăваттăмĕш кунĕнче гимнастсен ăмăртăвне Çĕнĕ Шупашкарти Спиридоновсем куç илмесĕр сăнанă. "Хĕрсен кашни хусканăвне асра хăварас килчĕ. Уйрăмах хамăрăн тĕпренчĕкĕме, Дашăна, куçран вĕçертмерĕмĕр. Вăл мĕнле сывлани те, вăл мĕнле пăхни те пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Помост çине тухсан эпир те унпа пĕрлех ура çине тăтăмăр. Уншăн çав тери пăшăрхантăмăр", — калаçăва пуçларĕ Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕн Дарья Спиридоновăн амăшĕ Ольга Андреевна.

Аса илтеретпĕр: ытларикун гимнастсен турнирĕнче Раççей пикисем Алия Мустафина, Седа Тутхалян, Ангелина Мельникова, Мария Пасека тата Дарья Спиридонова кĕмĕл медаль çĕнсе илчĕç. Сăмах май, 2012 çулта та пирĕн хĕрсем командăсен ăмăртăвĕнче пьедестал çине хăпарнăччĕ.

"Даша Олимпиадăна каяссине пĕлсен питĕ савăнтăмăр. Çак кунсене чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр. Раççей командине допинг скандалĕпе çыхăнтарсан гимнастсене унта хутшăнма ирĕк памассинчен те кулянтăмăр. Телее, хĕрсене тивмерĕç. Даша медаль çĕнсе илнĕ кун — пирĕн çемьешĕн чăн-чăн уяв, чи телейлĕ те асра юлмалли самант. Даша Олимпиада çинчен тахçанах ĕмĕтленетчĕ, унта лекмешкĕн чылай тăрăшрĕ", — ĕçлĕ пулин те сăмах çăмхине сÿтрĕ спортсменкăн амăшĕ.

"Даша спорт гимнастикине епле лекрĕ-ха?" — яланхи ыйтăва патăм эпĕ.

"Чăннипе, хам та ача чухне спортпа туслăччĕ, апла пулин те хĕрĕме пĕр-пĕр секцие ярас шухăш çукчĕ: спортра çăмăл маррине хам курнă. Анчах унăн шăпи урăхла çырăнчĕ. Ун чухне хĕрĕм садике кăна çÿретчĕ. Тренерсем пултаруллă ачасене шыраса пирĕн садике те пынă, Дашăра гимнаст пулмалли енсем пуррине те каланă вĕсем. Хĕрĕм вара çак сĕнÿпе çунатланчĕ курăнать — унта кайма хирĕç марччĕ. Хулари 20-мĕш вăтам шкула çÿреме пуçласан 1-мĕш спорт шкулне çавăтса кайрăм. Хĕрĕме килĕшрĕ: кашни занятие хавхаланса çÿрерĕ", — терĕ Ольга Андреевна.

Сăмах май, Дарья Спиридоновăн ашшĕ те Сергей Александрович çамрăк чух спортсмен пулнă: ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен ăмăртăвĕсенче парне сахал мар çĕнсе илнĕ. Спортсменкăн пиччĕшĕ Александр та спортпа туслă, футболла выляма юратать.

Пулас çăлтăра спорт шкулĕнче Наталья Ильичевăпа Людмила Семенова /Д.Спиридоновăн пĕрремĕш тренерĕсем/ кăмăллăн кĕтсе илнĕ. "Спорт гимнастикине ытларах чухне 4-5 çулсенчех килеççĕ. Даша вара 7-реччĕ ĕнтĕ. Ун пеккисене спортра "ватă" теççĕ. Çапах хĕрача хăйĕн пул-тарулăхĕпе тата тăрăшулăхĕпе савăнтарчĕ, — иртнине аса илме васкарĕ Наталья Ильичева. — Малтанхи кунсенчех вăл хастарччĕ, ку ачаран пысăк спортсмен пулатех теттĕм. Чирлесен те занятисене сиктерместчĕ. Нихăçан та йывăр тесе нăйкăшнине илтмен. Икĕ çул хатĕрленнĕ хыççăн ăна сбора илсе кайрăмăр. Хушăран тренировкăсенче хăшпĕр хăнăхтару пулсах каймастчĕ, помост çинче "пулманнисене" тума пултарни мана тĕлĕнтеретчĕ. Даша Чăваш Ен гимнасчĕсен хушшинче нихăçан та пĕрремĕш пулман, темшĕн ытларах 2-3-мĕш вырăнсене йышăнатчĕ вăл. Çак пулăма паян та ăнлантарса параймастăп. Раççейри шкул ачисен спартакиадинче /ун чухне ăмăрту Шупашкарта иртнĕччĕ/ вăл ылтăн медаль çĕнсе илчĕ. Çакăн хыççăн хĕрача çунатланчĕ тейĕн, çĕршыв турнирĕсенче лайăх çитĕнÿсем тума пуçларĕ. 2009 çулта Раççей ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнсан Дашăна çамрăксен пĕрлештернĕ командине илчĕç. Çак тапхăртан тытăнса вăл юниорсен чемпионачĕсенче нумай наградăна тивĕçрĕ", — терĕ Наталья Николаевна.

2011 çулта Дарья Спиридонова РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Татьяна Фомкина /сăмах май, вăл та Шупашкартан/ чĕннипе Мускава пурăнма куçрĕ, халĕ вăл "Самбо-70" спорт шкулĕнче ăсталăха туптать. 2014 çул пирĕн ентешшĕн чи ăнăçлă çулталăк пулчĕ: вăл хăйĕн пухмачне 7 наградăпа пуянлатрĕ. Раççей чемпионатĕнче ылтăнпа кĕмĕл медальсем çĕнсе илнĕ гимнастка Европа чемпионатне хутшăнма тивĕç пулчĕ. Унтан та вăл икĕ "бронзăпа" таврăнчĕ. Çĕршыв кубокĕнче те ăсталăхĕпе тĕлĕнтернĕскер тĕнче чемпионатне лекрĕ. Кунта та спорт мастерĕ çухалса каймарĕ: уйрăм ăмăртура тата командăсен турнирĕнче виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Смоленскри физкультурăпа спорт академийĕн студенткин 2015 çулхи çитĕнĕвĕсем те самаях пысăк. Европăпа тĕнче чемпионачĕсенче /пĕрене çинче хăнăхтарусем туса/ ылтăн медальлĕ пулчĕ. Çавăн хыççăн ăна РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕн ятне пачĕç. Кăçал вăл Европа чемпионатĕнче çĕнтерсе Олимп вăййисене хутшăнма путевка çĕнсе илчĕ.

Иртнĕ çул РФ спорт гимнастикин федерацийĕн пресс- службин ĕçченĕ интервью вăхăтĕнче 18-ти спортсменкăран ыйтнă: "Эсĕ мĕн çинчен ĕмĕтленетĕн?" Хуравĕ çапла пулнă: "Парашютпа сикесси, анчах унччен малтан Олимп вăййисене хутшăнас килет", — тенĕ Д.Спиридонова. Телее, Çĕнĕ Шупашкар пикин ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. Парашютпа сикесси вара Олимпиада тĕрĕслевĕ витĕр тухнă хĕршĕн йывăр мар паллах.

Андрей МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.

 

Рубрика: