Чăваш ачине чăвашла мультфильм кирлĕ!

11 Авг, 2016

Çурла уйăхĕн виççĕмĕшĕнче ЧР Наци вулавăшĕн «Кĕмĕл ĕмĕр» галерейинче Чăваш ÿнерçисен союзĕн тата Раççей журналисчĕсен союзĕн членĕн Владимир Галошевăн «Пултарулăх енĕсем» куравĕ уçăлчĕ.

Куравра тĕрлĕрен жанрлă ÿкерчĕксем кăтартнă: мифологи, портрет, карикатура, шарж, йывăçран каскаласа тунă япаласем…

— Тĕпрен илсен манăн тематика — чăваш юмахĕсем, халапĕсем, легендисем, — каласа парать Владимир Петрович. — Курава çак кĕнекесем те кĕчĕç: «Чăваш тĕнчи» /«Чувашский мир»/, «Çăлтăр çÿлте тÿпере» /«Моя звезда на небе»/, «Мир наших предков», И.М.Трофимовпа пĕрле кăларнă «Батальон моей Родины».

Владимир Галошев хатĕрленĕ «Чăваш тĕнчи» анимаци фильмне халĕ Чăваш Наци телевиденийĕпе тăтăшах кăтартаççĕ. Вăл пĕлтĕр «Асам» кинофестивальте приза тивĕçнĕ. «Чăваш тĕнчи» серири 33 фильма Владимир Петрович, компьютер технологине лайăхрах алла илнĕ май, çĕнетсе пырать. Фотошоп программипе ĕçлеме ăна хĕрĕ Аня пулăшать. Çак серири виçĕ фильма ашшĕпе хĕрĕ пĕрле илемлетсе лайăхлатнă та кăçал Самарăра «iВолга» кинофестивальте виççĕмĕш вырăн йышăннă, статуэткăна тивĕçнĕ.

— Пире, чăваш халăхне, чи малтанах анимаци фильмĕсем кирлĕ, — палăртать Владимир Галошев. — Мĕншĕн тесен чăвашăн ачаранах чăваш пулса çитĕнмелле. Пĕчĕкскер куçпа курса, хăлхапа илтсе, алăпа тытса пăхать, пурнăçа ăнланса пырать — çапла ăна ачаранах чăваш пулма вĕрентмелле. Çавăнпа пире ырă кăмăллă та йĕркеллĕ çын пулса çитĕнме хăнăхтаракан, тăван чĕлхепе ÿкернĕ мультфильмсем ытларах кирлĕ. Чăваш халăх юмахĕсем ырра, ăса, пархатарлăха вĕрентеççĕ. Хальхи вăхăтри этем вулама юратсах каймасть, çак сăлтавпах мультфильмсем кирлĕ. Ачасем ытларах Голливуд, вырăс фильмĕсене курса ÿсеççĕ. Вĕсем те ырра вĕрентеççĕ-ха, анчах пĕчĕкскерсене чăваш чунĕллĕ ÿстереймеççĕ.

Владимир Петрович анимаци фильмĕ ÿкерес ăсталăха анлăлатсах пырать иккен. Унччен хусканусене кăтартса пама йывăртарах пулнă ăна. Халĕ технологине алла илнĕçем утнине те, ташланине те, купăс каланине те кăтартма пултарать вăл. Çапах та мĕн пуррипе лăпланса лармасть, пысăкрах та илемлĕрех мультфильмсем тума ĕмĕтленет.

— Вĕсене валли ырă сăнарсем те пур пирĕн, — тет ăста ÿнерçĕ. — Калăпăр, Ашапатман. Вăл нумай пĕлекен, çивĕч ăслă асамçă хĕрарăм. Кукша вара — айванрах сăнар, вырăссен Ухмах Йăванĕ пекки. Унпа пĕрле хĕрача сăнарне аталантарма пулать. Халăхăмăр юмахĕсенче патшана та ухмаха хăварнă хĕрача сăнарĕсем темиçе те пур. Ырă тата илемлех мар сăнарсемпе сюжета аталантарса пырсан питех те кăсăклă фильм калăплама пулать. Эпир те тĕнче шайĕнче лайăх мультфильмсем тума пултармалла.

Владимир Галошев шухăшĕпе, чăвашсен халапĕсенчи усал сăнарсене, халиччен никам та ÿкермен пулсан, халь те ÿкермелле мар. Пурнăçра ахаль те йывăрлăхĕсем темĕн чухлех-çке. Çав сăнарсем, ÿкерсе кăтартсан, пире пурнăçра хамăра усал витĕм кÿме пултараççĕ имĕш. Ийе, Асат, Вупăр йышшисенчен асăрхансан аванрах.

— Ун пеккисене ÿкернисем те пур манăн, халĕ пулсан çав ĕçе тытăнмăттăм, — тет Владимир Петрович. — Халăх хушшинче пулнă вĕсем, нумай калаçтарнă, анчах ÿкерсе кăтартма кирлĕ мар вĕсене. Пĕр ăсчах ыр-усалсем çинчен çырнă вăхăтра пурнăçĕнче хура йĕр пуçланни çинчен каланăччĕ. Çавăнпа асăрханмалла. Ырă сăнарсене тата ытлашши хăратман япаласене кăтартма юрать. Вĕсем пурнăçа ăнланса илме пулăшаççĕ. Хамăн ĕçсенче ырра вĕрентме тăрăшатăп. Илтнĕ пуль-ха ĕнтĕ, тухатмăш карчăк хăйĕн ăсталăхне çамрăк çынна вĕрентсе хăвармасăр вилеймест тет. Çавнашкал картина пур манăн: çамрăк хĕр кушака вĕлернĕ те унăн тирĕ çинче ларать, кушакăн пыршипе йăваланнă. Карчăкăн алли хăй чĕрĕллех çĕрме пуçланă, унăн леш тĕнчене ăсанма вăхăт çитнĕ, çавăнпа вăл хăйĕн ăсталăхне çамрăк хĕре вĕрентсе хăварма васкать. Кунта тухатмăш вăйне кăтартасшăн мар эпĕ. Ун пеккисен ăсталăхне вĕренсе юлсан кайран хăвна та çав шăпа кĕтет тесе асăрхаттарасшăн. Халĕ вăл çамрăк-ха: ун илемĕ çине пăхса киленеççĕ, вăл хăватлă пулнинчен тĕлĕнеççĕ, анчах чунĕнче мĕн ларнине пĕлмеççĕ. Вăл, айванскер, хăйпе юнашар пурăнакан çынсене ырă мар тумасăр пурăнаймасть, унсăрăн ăна аслăраххин ăсталăхне вĕренсе юлни пусмăрлать. Вĕçĕнче çак çамрăк та хитре çынна та хăйĕн вĕрентекенĕн шăпиех кĕтет. Унашкал пулăмсене Вадим Зеланд эзотерик «Транссерфинг реальности» ятлă кĕнекинче «маятник» тесе ăнлантарать.

Çапларах кăсăклă картинăсемпе паллашма пулать Владимир Галошевăн «Пултарулăх енĕсем» куравĕнче. Ÿнерçĕ графика мелĕпе ĕçлеме ытларах кăмăлланине те палăртар. Кунта анимаци валли ÿкернĕ чăваш паттăрĕсен, яш-кĕрĕмĕн тата юмах-халапри ытти сăнарĕсене курса вĕсемпе çывăхрах паллашма пулать. Тата Владимир Галошев режиссерăн хăш-пĕр видеофильмĕн афишисем те кунта вырăн тупнă. Çавăнпа та курав вĕçлениччен пурне те унта çитсе илемлĕ ĕçсемпе киленме сĕнетпĕр.

Лариса ПЕТРОВА.

 

ПĔЛСЕ ТĂМА. Владимир Петрович 1968 çулхи пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Кушкă ялĕнче çуралнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимеш культура керменĕнче ĕçленĕ. Шупашкарти пир-авăр комбиначĕн 1-мĕш çăм арлакан фабрикинче оформитель-ÿнерçĕ пулнă. «Тантăш» хаçат корреспонденчĕ те, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче фотограф та, И.Н.Ульянов тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ музей ертÿçи те пулнă. 2004 çулта И.Я.Яковлевăн тĕпчевпе ăслăлăх институтĕнче ĕçленĕ май «Чăваш халăхĕн вĕренÿ тытăмĕ йĕркеленни» кĕнеке кăларнă çĕре хутшăннă. 2007-2012 çулсенче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Аппаратĕнче ĕçленĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.