Ан çухал, манăн ялăм...

10 Авг, 2016

Тăван кĕтессĕр этем юрăсăр шăпчăк пек — унăн савăнăçĕ те, хуйхи те çук. Ял пирĕншĕн, унтан тухнисемшĕн, чи хаклă вырăн. Чун хĕпĕртевĕ те, ыратăвĕ те вăл. Çуралнă ял çыннăн шухăшлавĕпе асне ĕмĕрлĕхех кĕрет. Чунра лайăх чухне те, тунсăхлă самантра та яланах çуралнă тăрăхăм аса килет. Ыйхă килмен самантсенче те лаштра йăмраллă ялăм куç умне тухать. Шухăшăмсенче кашни киле кĕрсе тухатăп. «Ку пурăнать-ха. Шел, ку çут тĕнчерен иртерех уйрăлчĕ», — тесе аса илетĕп. Ялăмри кашни çыннăн çитĕнĕвĕпе ăнăçăвĕшĕн хĕпĕртетĕп, пăшăрханмалли пулсан кулянатăп. Пĕчĕк ял пысăк пĕр çемье пекех. Эпĕ те ав хулара виçĕ теçетке çула яхăн пурăнса та ял çынниех пулса юлтăм. Хăнăхаймарĕ чун шăв-шава, хĕвĕшĕве...

Пĕчĕк ял тенĕрен, Трак тăрăхĕнчи Вăрманкасăм юлашки 20-30 çулта тата пĕчĕкленчĕ. Эпир ачапча чухне унта хĕрĕх ытла килччĕ. Халĕ пушă çурт нумайланчĕ, хăшĕсем дачăна çаврăнчĕç. Ĕлĕкрех ял, ферма кĕтĕвĕсем иртсе кайнă хыççăн Вăрманкасра тусан вĕçсе тăратчĕ. Паян ял хушшинче çавапа çулмалăх курăк ашкăрать. Тĕрлĕ хытхура, пиçен, вĕлтĕрен пур унта. Пирĕн урам хушши сарлака. Варринче çичĕ пĕвепе çичĕ çырма черетленеççĕ. Ял çыннисем пĕве пуçĕсенче, çырмасенче йăмра чылай лартнăччĕ. Электриксем хистенипе йывăçсенчен чылайăшне каснă ĕнтĕ, çавăнпа ялăма паллама та çук. Çĕнĕрен лартакан вара, шел те, çукрах. «Йăмрасăр ял хирпе танах», — тенĕ несĕлĕмĕрсем. Чăваш ялĕнче пурăнакан йышĕ чакса пыни çакăнпа та çыхăнман-ши?

Аллăмра — Чăваш кĕнеке издательстви 1981 çулта кăларнă «Населенные пункты Чувашской АССР» кĕнеке. Пăхатăп та мĕнле кăна ял çук унта? Хăшĕсен ячĕ питĕ интереслĕ тата. Сăмахран, Тăхăр Така, Хура Кĕсре, Чиканкасси... Ку ялсем çук ĕнтĕ. Пĕрисем çĕр питĕнчен пачах çухалнă, иккĕмĕшĕсем çывăхри ялпа пĕрлешнĕ. Тĕрĕсрех, урам пек кăна тăрса юлнă. Ятне улăштарнисем те пур. Тăхăр Такана ав хут çинче Дубовка тесе çыраççĕ.

Юлашки çирĕм çулта Раççейре 23 пин ялпа хула карта çинчен çухалнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче чылайăшĕ çуралнă тăрăхпа сывпуллашнă. Вăйпиттисем кайнă хыççăн ял та тăруках ватăлать. Мучисемпе кинемейсем вилеççĕ... Телевизорпа, социаллă сетьсенче çĕрĕшнĕ чалăш-тĕлĕш пÿртлĕ ялсене курсан чун сÿлетсе каять. Çуралнă вырăн çĕр питĕнчен çухални тымар, çыхăну çухалнă пекех. Акă, сăмахран, Тюмень облаçĕнчи Бердюжье районĕнчи Савинăран тухнисем тăван ялĕ çухалнине йывăра илнĕ. Чуна кăштах та пулин лăплантарас тесе вĕсем ял пулнă вырăнта гранитран стела лартнă. Ку районти Сугатово ялĕ те пĕтнĕ. Вĕсем те ял вырăнĕнче палăк лартнă. Пĕтĕмпе вара Бердюжье районĕнче 13 ял çĕр питĕнчен çухалнă. Çав ялсенчен тухнисем пурте палăксем çĕклеме тĕв тăваççĕ-мĕн. Чăваш Енре пĕтнĕ ялсен вырăнĕнче палăк çĕкленинех илтмен. Республикăра 1700 яхăн ял. Юлашки 20 çулта вĕсен йышĕ чакнă. Вун-вун ялта пурнăç паллисем çĕтнĕ.

Эпир, калемçĕсем, пĕчĕк ялсемпе кăсăклансах тăратпăр. Унашкал ялсен шăпи пирки маларах «Аслă çул айккинче», унтан «Айккинчи» ярăмсем тытса пытăмăр. Цивилизаци паллисем çитмен — газ кĕртмен, асфальт çул сарман — ялсем пирки пĕрре кăна мар çырса кăтартнăччĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче совет ученăйĕсем хура мар тăпраллă тăрăхра 149 пин ялтан 29 пинне кăна пурăнакансен йышĕнче хăварма палăртнă. Ыттисене вара малашлăхсăр тесе пĕтерме тĕв тунă. Вăрнар районĕнче Ильич лампочкипе пуринчен маларах усă курма тытăннă Талхир пĕтессе кам шухăшланă? Икĕ-виçĕ килте кăна пурăнаççĕ паян кунта, хăшпĕр ватта ачисем хĕл каçма хулана илсе каяççĕ. Вăрнар тăрăхĕнчи Юлапăш та — пĕтсе пыраканнисен йышĕнче. Кунта çын шучĕ çулсеренех чакать. Шăмăршă районĕнчи вăрман варринче вырнаçнă, «кăвак çулăм» кĕртмен Баскак, Мулла, Кучек поселокĕсене те çитсе курнăччĕ. Вĕсенче паян темиçешер кил кăна, ватăсем кăна пурăнаççĕ. Çуртсене электричествăпа ăшăтаççĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хура Кĕсре 1994 çултах пĕтнĕ. Тĕрĕсрех, Горбатовка ялĕн Майское вăрман хуçалăхĕн урамне çаврăннă. Унта пĕр мăшăр кăна юлнă. Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Уреткекасси хăй вăхăтĕнче пысăк ялах пулнă. Самана хумĕпе вăл та çывăхри Çатракасси ялĕн Пĕве урамĕ пулса тăнă. Красноармейски районĕнчи Итмар та икĕ урамлă ял шутланнă. 2000 çул тĕлне вăл Арçунакассин Улăх урамĕ пулса юлнă. Темшĕн ял ятне упраса Итмар урамĕ темен ăна? Кунашкал тĕслĕхсене тата та илсе кăтартма пулать. Вĕсен кашнин хăйĕн кун-çулĕ, йăли-йĕрки. Пĕчĕк ялсем пирки хаçатăмăрта малашне те çырăпăр. «Айккинчи» ярăма кашни уйăхрах вырăн уйăрăпăр.

Елчĕк районĕнчи Николайпа Любовь Мустаевсем Çĕнĕ Эйпеç историне чылай çул тĕпченĕ. Вĕсен ĕçĕпе хавхаланса вулавăш ĕçченĕсем «Ан çухал, манăн ялăм!» таврапĕлÿ конкурсĕ ирттернĕ. Пуçаруллăскерсем çухалнă ялсене кăна мар, малашлăхсăррисене те шута илнĕ. Илемлĕ ятлă Тăрнашур /Журавлевка/ ватă çынсен асĕнче кăна. Атĕкпуç /Атăк Çырми/, Пикшик, Петровка поселокĕнче, Кĕçĕн Патреккелте, Каркаларта çын шучĕ çулран-çул чакать. Хăшпĕр ялта паян хĕлле мăрьерен тĕтĕм тухмасть, çапах хуçисем çуралнă тăрăха çуллахи вăхăтра килсех çÿреççĕ, пахча çимĕç туса илеççĕ.

Пĕчĕк ялсем пĕтсе пынин сăлтавĕ тĕрлĕрен. Анчах чылай чухне вĕсем пĕр-пĕринпе çыхăннă. Ял инфратытăмĕ аталантăр тесен чи малтан çул кирлĕ. 5-6 çемьешĕн кăна /вĕсем те пулин ытларах чухне ватăсем/ çул сарма та, газ кĕртме те вырăнлах мар... Чылай çамрăк çемьесем шкул, клуб пур, газпа усă куракан ялсене пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн куçса каяççĕ. Çапла майпа пĕчĕк ял пĕчĕкленсех пырать, пысăкраххи тата ÿсет. Ял тăрăхĕн администрацийĕ вырнаçнă ялсенчен ытларахăшĕ паян сулмаклă аталанать. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Аслă Арапуçра ача сачĕ те, шкул та, культура çурчĕ те, вулавăш та, сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем валли икĕ спортзал тата ытти те пур. Лавккасем те, кафесем те уçăлаççĕ. Çамрăк мăшăрсем çĕнĕ çуртсем çĕклеççĕ. Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç те аталансах пырать. Унта çулран-çул çĕнĕ парк, аллея уçаççĕ. Хулари пекех. Республикăри «Чи хăтлă ял» ятне те тивĕçнĕ вăл. Унти Шкул урамĕ вара «Чи тирпейлĕ урам» пулса тăнă.

Ял пирки сăмах пуçарнă май пăнчă лартиччен каласа хăвармалли тата пур-ха манăн. Çÿлерех асăннă «Населенные пункты Чувашской АССР» кĕнеке иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче тухнăскерех. Каларăм ĕнтĕ, унта кĕнĕ хăшпĕр ял карта çинче пачах çук. Питех те кирлĕ çак справочнике çитес вăхăтрах çĕнетсе тепĕр хут кун çути кăтартсан тем пекехчĕ.

Роза ВЛАСОВА.

 

Рудольф Селиванов, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ:

— Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пĕтекен ял çук. Ясная Поляна поселока кăна газ кĕртмен. Вĕсем çуртсене электричествăпа та ăшăтма пултараççĕ. Поселок питĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнăран, асфальт çул пуртан унта Патăрьелте хваттерте пурăнакан сунарçăсем, хурт-хăмăрçăсем çурт туянма тăрăшаççĕ. Люляпа Ульяновкăна та хытă çулпа çитме пулать. Вĕсене Патăрьелтен автобус та çÿрет. Ялсем ан пĕтчĕр тесен чи малтан çул туса памалла. Аслă çултан, цивилизацирен пăрăнса ан юлччăр вĕсем.

Владимир Секретов, Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

— Раççей Федерацийĕн бюджетĕнчен ял тăрăхне пĕр çын пуçне уйăрса паракан укçа-тенкĕрен те нумай килет ял пуласлăхĕ. Çав нухрата хăш ял тăрăхне мĕн чухлĕ памаллине район администрацийĕнче пăхса тухаççĕ. Пĕчĕк ялсенче предприятисемпе организацисем, вырăнти хуçалăхсем çук. Çавăнпа вĕсен тупăш кĕрекен çăлкуçсем те çук. Аслă Арапуçра ватă çын вилчĕ тĕк унăн çуртне çийĕнчех туянаççĕ. Хуçасăр çуртсем пачах çук. Хуçа пур тăк — налук та кĕрет. Аслă Арапуç ял тăрăхне илес тĕк — пирĕн пĕчĕк ялсем çук. Кăштах пĕчĕкреххисенче те — Анат Чакăпа, Пÿртлĕпе Сителте — 70-90 çурт ытла. Ытти ялта пушă ларакан, сутмалли çурт вунна яхăн пулсан, Каншелпе Пăлаçи Атăкра вара 4-5-шер кăна.

Татьяна Шаркова, Раççей художникĕсен союзĕн членĕ, РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:

— Пĕчĕк ялсем пĕтни мана тахçанах шухăшлаттарать, кулянтарать. Ара, кашни пĕчĕк ял хăй пĕчĕк çĕршыв пек-çке. Кашни çемье вара хăй тĕнче. Ял ан пĕттĕр тесен арçынсем валли ĕç вырăнĕ кирлĕ. Ĕмĕртен чăваш арçынĕ килти хуçалăха тытса тăн ă, аякри хуласене ĕçлеме çÿремен. Кÿршĕ республикăсене каясси пулкаланă-ха. Эпир ача чухне ялти арçынсем кÿршĕ ялсене платник ĕçне тума, кĕркунне кÿршĕллĕ республикăсене тырпул пухса кĕртме çул тытатчĕç. Хальхи арçынсем вара уйăхĕ-уйăхĕпе инçетре вăй хураççĕ. Хăшĕсем çур çултан кăна киле лекеççĕ. Ачасем ашшĕсене питĕ сайра кураççĕ. Ютра çемье çавăрса юлакансем те пур. Ялсем арçынсăр юлаççĕ, пĕчĕккĕн юхăнса пыраççĕ. Хĕрарăм пĕрех пур ĕçе те тăваймасть. Пĕччен ĕне тытма та кансĕр. Манăн телее, Елчĕк тăрăхĕнчи тăван ялăм аптăрамасть-ха. Çуллахи вăхăтра эпĕ упăшкан тăван ялĕнче, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Карапашра, пурăнатăп. Унта манăн пултарулăх мастерскойĕ вырнаçнă. Кăçал ку ялтан шкула пĕр ача кăна каять. Шел, ял ватăлса пырать.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.