Экскурсие каяр-и, вăййа хутшăнар-и?

10 Авг, 2016

Шкул ачисем çуллахи каникул вăхăтĕнче вĕренÿрен, пĕлÿпе тавракурăма анлăлатассинчен аякра тесе шухăшлать-тĕр чылайăшĕ. Чăн та, ашшĕ-амăшĕ яра куна ĕçре пирки килĕнче компьютер, телевизор умĕнче ларакан е телефона алăран яман ача сахал мар. Ялан çĕннине пĕлме тăрăшакан ăнтăлуллă хĕрачасемпе арçын ачасем вара вăхăта усăллă ирттерме май тупаççех.

Раççейре федерацин «Чĕрĕ уроксем» проектне йышăннăранпа çакăн валли майсем тата та нумайланчĕç пек. РФ Культура министерствипе Раççей туриндустри союзĕн пĕрлехи пуçарăвĕн тĕллевĕ — шкулти вĕренÿпе çыхăннă турист маршручĕсем йĕркелесси. Ăна чи малтан пурнăçа кĕртекен виçĕ регионтан пĕри — Чăваш Ен. Сăмах май, «Чĕрĕ уроксене» хута ярассине халалланă регионсен пĕрремĕш форумĕ кăçалхи пуш уйăхĕнче шăпах пирĕн республикăра иртрĕ.

Унтанпа темиçе уйăх хыçа юлчĕ — маршрутсене йĕркелеме май килчĕ-и-ха? Асăннă ыйтупа Шупашкар хула администрацийĕн вĕренÿ управленине шăнкăравласан ку енĕпе «пăр тапраннине» пĕлтĕмĕр.

— Çак проекта хулан кашни районнех хутшăнма сĕнетпĕр. Пурнăç çиçĕмле хăвăртлăхпа аталаннă вăхăтра ачасем парта хушшинче ларса кăна пĕлÿ илни çителĕксĕр. Самана таппи ăс-тăна, кăмăл-сипете пуянлатакан çĕнĕ меслетсем шухăшласа кăларма хистет. Ăнăçлă пуçарусенчен пĕри теме пулать «Чĕрĕ уроксем» пирки: вăл шкул ÿсĕмĕнчи ачасен пысăк пайне явăçтарма май парать-çке, — палăртрĕ шухăшне вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕ Дмитрий Захаров.

Вăл çирĕплетнĕ тăрăх — кăçал хальлĕхе проект картинче йĕркеленĕ экскурсисене, вăйăсене, ăсталăх класĕсене тĕп хулари 7 пин ытла ачана хутшăнтарма май килнĕ. Çуран çÿремелли тата автобус экскурсийĕсен чылай маршрутне хатĕрленĕ. /Вĕсен списокĕпе управлени сайтĕнче туллин паллашма май пур./

Маршрутсене тĕплĕнрех тишкернĕ май çакна асăрхарăм: тăван хутлăх историйĕпе, культурипе паллашнă чухне çамрăк çын информаци илнипе кăна çырлахмасть, тĕрлĕ задание пурнăçласа, пултарулăх ĕçне хăй хутшăнса илтни-пĕлнине ăс-тăнра çирĕплетет.

Вĕренÿ çулĕ пуçланиччен юлнă пушă вăхăта еплерех ирттересси пирки пуç ватакан пур-и? Кунашкал ачасене /вĕсем хулара е хула çывăхĕнче пурăнаççĕ тĕк пушшех аван/ «Лакрей вăрманĕ» парк ирттерекен «Паркри çулла» экологи проектне хутшăнма сĕнетпĕр. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем е шкула кайма хатĕрленекенсемшĕн уйрăмах кăсăклă вăл.

Хула кунĕ тĕлне Шупашкар хула администрацийĕ 1-8-мĕш классенчи ачасем валли тĕрлĕ темăпа пилĕк маршрут сĕнет. Вĕсенчен пĕри — «Шупашкар — ĕçпе мухтавлă хула». Унăн программипе килĕшÿллĕн ачасем Трактор историйĕн музейĕнче пулса курĕç, полици ĕçченĕсемпе тĕл пулса калаçĕç, вĕсене Чăваш Енĕн паллă тухтăрĕсем çинчен каласа кăтартĕç. Экскурсантсем тĕрлĕ професси çинчен хывнă юрăсен конкурсне хутшăнма та ĕлкĕрĕç.

Шупашкарта Ботаника сачĕ пуррине кашни ача пĕлмест те-и, тен? «Шупашкар — экохула» маршрутпа çÿреве тухсан унта çитĕнекен тĕлĕнмелле ÿсен-тăранпа кăна мар, «Ковчег» зоокĕтесри /вăл Андриян Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕнче вырнаçнă/ пирĕн тăрăхра сайра тĕл пулакан чĕрчунсемпе те паллашма май килĕ.

Йĕркелÿçĕсем пулас хÿтĕлевçĕсем çинчен те манман. Çак темăпа çула йыхравлакан маршрут та пулĕ уйăх вĕçĕнче. "Çĕнтерÿ" Астăвăм комплексĕнче тата интернационалист салтаксене халалласа лартнă палăк умĕнче ачасем кăсăкли нумай пĕлĕç, тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнĕç, çар техникипе çыхăннă ыйтусене хуравлĕç, Паттăрсен аллейинче марш утса тухĕç.

«Чĕрĕ уроксен» асăннă маршручĕсене тĕп хула тулашĕнче пурăнакан шкул ачисем те хутшăнма пултараççĕ. «Вĕсене районтан транспортпа илсе çитернĕ хыççăн ятарласа тара тытнă автобуссене лартĕç, вĕри апатпа тивĕçтерĕç», — шантарчĕç Шупашкар хулин вĕренÿ аталанăвĕн тата мониторингĕн центрĕнче.

Вĕренÿ çулĕ пуçлансан «Чĕрĕ уроксем» проект картинче çĕнĕ маршрутсем хатĕрлĕç. Вĕсем тăван республикăн истори вырăнĕсене кăна мар, регион тулашĕнчи илемлĕ кĕтессене те йыхравлĕç.

Анна КУПРИЯНОВА.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.