"Хыпар" хаçата юратса вулатпăр

10 Авг, 2016

Çулталăк каялла Шупашкарти коопераци институтĕнчен тĕп хулари 14-мĕш кадет шкулне пынă хăнасен юрист профессийĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштаракан сăмахĕ Татьяна Тихонова чĕрине тыткăнланă.

Истори тата обществоведени предмечĕсене юратса вĕренни, криминалистикăпа кăсăкланни, аппăшĕ Кристина право специальноçне алла илни кам пулассине палăртакан çул юппинче çухалса кайма паман. Шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ Татьяна тата унăн икĕ юлташĕ пĕлтĕр коопераци институтне вĕренме кĕнĕ.

— Эпĕ çирĕп йĕркене юрататăп, атте-анне пекех спортпа туслă. Атте — волейболла выляссипе спорт мастерĕн кандидачĕ, заводра тĕп инженерта вăй хурать. Анне — ача садĕнче ишес енĕпе инструктор, — паллаштарчĕ çемйипе пултаруллă чиперкке.

— Спортăн хăш тĕсĕпе туслă?

— Шкулта самбо секцине юратса çÿренĕ, занятисене сиктермен, хама кÿрентерме паман. Халĕ вăхăт хĕсĕкрех пулин те спортран уйрăлма шухăшламастăп. Сывлăх çирĕплĕхне, чунра вăй-хал пуррине туйма тĕрĕс тата вăхăтра апатланни пулăшать. Ирхине сĕлĕ пăтти çиетĕп. Кăнтăрла — институтра, каçхине килте вĕри апат хатĕр. Кофе ĕçме хăнăхман, тĕрĕсрех, юратмастăп, симĕс чее кăмăллатăп.

— Шупашкарта çитĕннĕ пулсан та чăвашла лайăх калаçатăн.

— Атте — Тутарстанри Пăва тăрăхĕнчен, анне — Вăрнар районĕнчен. Килте тăван чĕлхепе пуплетпĕр. Чăвашла калаçнăшăн вăтанмастăп. "Хыпар" хаçата юратса вулатпăр.

Татьянăн кун йĕрки çирĕп, вăхăта усăсăр ирттермест. Илемлĕ литературăпа туслă. Тĕрлĕ халăх классикине кăмăллать. Ăна иртнĕ ĕмĕрсенчи çыравçăсен кун-çулĕпе пултарулăхĕ тыткăнлать. Хăшпĕр студент пек сĕм çĕрлеччен кĕнекепе лармасть. Иртерех выртса маларах тăрать. Лекцире профессор-преподавателĕн сăмахне лайăх астуса юлать. Почеркĕ илемлĕ. Таса та ăнланмалла çырнă конспекчĕпе юлташĕсем те усă кураççĕ.

Ĕмĕчĕ пысăк хĕрĕн: аслă шкула хĕрлĕ дипломпа пĕтересшĕн. Пушă вăхăтра ÿкерме, ташлама юратать.

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.