Канаш ен çĕнелеть аталанать

9 Авг, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче Канаш районĕпе хулинче пулса курчĕ, Малтикас ялĕнчи ФАПа уçма хутшăнчĕ.

Çав кун — ял уявĕ те иккен. Çынсем ăна халалласа хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма — алĕç, вырăнти художник Владимир Кузьмин картинăсен куравĕсене йĕркеленĕ. Михаил Игнатьев ФАП умĕнчи лапама пуçтарăннисене праçник ячĕпе саламларĕ, ял сăнĕ çĕнелнине палăртрĕ.

— Хĕрĕх-аллă çул каялла çеç-ха ялсенче улăм витнĕ пÿртсем пурччĕ. Хĕрарăмсем ачасене килтех çурататчĕç. Атă тăхăнмасăр çула тухма май çукчĕ, — терĕ Михаил Васильевич. — Халĕ пурнăç самай лайăхланчĕ. Фельдшер-акушер пункчĕсем те ĕлĕкхи пек мар, çулсерен çĕнелеççĕ. Хăтлă та çутă вĕсенче, хĕлле ăшă. 100 ФАП тумалли программăна пурнăçларăмăр. Çывăх çулсенче тата аллăшне хута ярасшăн.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов ача чухне ялта епле пурăннине аса илчĕç, ырă улшăнусен пĕлтерĕшне пысăк хак пачĕç. Малтикассен ячĕпе сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче 40 çул тăрăшнă Ольга Герасимова калаçрĕ. Çур ĕмĕре яхăн çул каялла çĕкленĕ йывăç медпунктра епле тертленнине пăлханса аса илчĕ. 2013 çултанпа районта 11-мĕш çĕнĕ ФАП шăпах хăйсен ялĕнче хута кайнăшăн чĕререн савăннине пĕлтерчĕ. Унăн заведующийĕ Елена Петрова медицинăра 39 çул вăй хурать.

— Киввинче вĕри шыв çукчĕ. Çурта хĕлле хутса ăшăтаттăмăр. Çĕннинче мĕн кирли йăлтах пур. Эпир çеç мар, çынсем те питĕ кăмăллă, — терĕ аслă квалификаци категориллĕ медфельдшер Елена Ивановна.

Шăхасан шкулĕнче районти пуçаруллă çынсен канашлăвĕ иртрĕ. Администраци пуçлăхĕ Владимир Степанов социаллă пурнăçпа экономикăн 2016 çулăн пĕрремĕш çурринчи аталанăвне тишкерчĕ. Пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси, уйăхри ĕç укçи ÿснĕ, демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнă. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан ача çураласси 7% хушăннă, çынсем вилесси 3,8% чакнă. Кăтартусем Канаш ен çамрăкланма тытăннине, çĕнелсе пынине çирĕплетеççĕ. Анчах лайăххипе пĕрлех çитменлĕхсем те тупăнаççĕ, ял хуçалăхĕнче туса илекен тавар калăпăшĕ чакнă, усă курман çĕр лаптăкĕ пысăк: 12460 гектар.

Михаил Игнатьев район ертÿлĕхне производство калăпăшне ÿстерме чĕнсе каларĕ. Парлак çĕр Энтрияль, Ăвăспÿрт Кипеч, Кăшнаруй, Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕсенче нумай.

— Çĕрпе тухăçлă усă курассишĕн çине тăрса ĕçлемелле, пÿлĕмре кăна лармалла мар, — асăрхаттарчĕ М.Игнатьев. Асăннă ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен малашнехи тĕллевсем пирки ыйтса пĕлчĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — финанс министрĕ Светлана Енилина республикăри бюджет политикипе, районта хыснан тупăш пайĕ епле пурнăçланнипе паллаштарчĕ. 2015 çулăн пĕрремĕш çуррипе танлаштарсан бюджетăн харпăр хăй тупăшĕ 12,3% хушăннă.

Экономика аталанăвĕн министрĕн заместителĕ Инна Антонова пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх кал-кал ĕçленине палăртрĕ. Потребитель рынокĕнчи хак лару-тăрăвне тишкерчĕ. М.Игнатьев ваккăн сутăнакан тавар хакĕпе кăсăклансах тăмаллине систерчĕ. Мĕншĕн-ха 5 килограмм хутаçлă песок Çĕнĕ Шупашкарта 300 тенкĕ ытла тăрать? Тĕп хулара чылай йÿнĕрех. Хака кĕсьене укçа ытларах чикес тĕллевпе юриех хăпартмаççĕ-и?

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов районти ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ парлак çĕр лаптăкĕсене 2 çулта йăлтах пусă çаврăнăшне кĕртме май пуррине пĕлтерчĕ.

— Хăйсем çине яваплăх илме хатĕр инвесторсем çителĕклĕ, — пĕлтерчĕ вăл — «Пионер» агрофирма 400 ĕне вырнаçакан ферма хута яма хатĕрленет. Кайăк-кĕшĕк фабрикине модернизацилеме 48 млн тенкĕ уйăрнă.

Сывлăх сыхлав министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Богданова, Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов депутатсем, Канаш районĕнчи техника инвентаризаци бюровĕн директорĕ Виталий Иванов хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç.

Михаил Игнатьев канашлăва пĕтĕмлетнĕ май çынсен пĕр ыйтăвне те тимлĕхсĕр хăварма юраманнине аса илтерчĕ. Вĕренÿ тата сывлăх сыхлавĕн тытăмне малашне те укçа çителĕклĕ уйăрасса пĕлтерчĕ. Чăваш Енре 346 пин çын социаллă пулăшу илет. Кăçал сахал тупăшлă çемьесене ЖКХ тÿлевне çăмăллатма республика бюджетĕнче пĕлтĕрхинчен 34% ытларах укçа пăхса хăварнă.

Çав кун Канашра пурăнакансем Хула кунне палăртрĕç. Республика Пуçлăхĕ Канаш Раççей Федерацийĕн Правительство шайĕнче лайăх экзамен тытнине, монохула статусне çĕнсе илнине каларĕ.

— Кунта индустри паркĕсем пулĕç. 1 пин ытла рабочи валли çĕнĕ производствăсем уçмашкăн 5 миллиард тенкĕпе усă курма палăртнă, — терĕ М.Игнатьев.

Хула çыннисене уяв ячĕпе саламлама Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, Раççей Геройĕ, ЧР, Шупашкар хулипе Канаш районĕн хисеплĕ гражданинĕ Николай Гаврилов, Раççей Геройĕсен ассоциацийĕн аппарачĕн ертÿçи, РФ Правительствин премийĕн лауреачĕ Радий Галимзянов, Совет Союзĕн Геройĕн Алексей Маресьевăн ывăлĕ Виктор Маресьев килсе çитнĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.