Асфальта тикĕс хунă-и, бордюрсем вырăнтах-и?

9 Авг, 2016

Республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсене çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкар хула администрацийĕ картишсене юсассине, парковкăсем тăвассине еплерех йĕркеленипе паллаштарчĕç.

Тĕп хула службисен представителĕсем Пролетари урамĕнчи 27-мĕш çурт картишне темиçе кун каялла асфальт хывнă «ТУС» АХО строителĕсен ĕç пахалăхне тĕрĕслерĕç. Подъездсен умне, япала çакмалли вырăна, транспорт çÿрекен çула аван сарнă. Тиркемелли куç тĕлне пулмарĕ. Хула администрацийĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн юсанă картише тата çĕнĕрен тунă парковкăна нумай хваттерлĕ çуртсен комитечĕн представителĕ, тивĕçлĕ службăсен специалисчĕсем алă пуссан çеç йышăнмалла.

— Шăтăк-путăка начар сапласан е транспорт лартмăшне япăх тусан строительство организацийĕ хатĕрленĕ акта тавăрса пама пултараççĕ. Тĕрĕслевçĕсем эпир паян килсе курнă çак тата тепĕр объектра çитменлĕхсем тупса палăртнă. Вĕсене тĕп подряд организацийĕнчен — «ТУС» обществăран — пĕтерме ыйтрăмăр. Кăлтăксене тÿрлетсенех акта алă пусĕç, — терĕ хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков.

— «ТУС» графикпа килĕшÿллĕн Шупашкарти картишсене çурла уйăхĕн 15-мĕшĕччен юсаса пĕтерĕ, — шантарчĕ тĕп подрядçă представителĕ.

Картишсене юсакансен, парковкăсем тăвакансен ĕçне строительсене тĕрĕслекен /ятне çапла çирĕплетнĕ/ организаци хаклать. Хула администрацийĕ пахалăха ятарласа тĕрĕслеттерме «СкайЛайн» тулли мар яваплă обществăпа килĕшÿ тунă. Унăн ĕçĕ совет тапхăрĕнчи халăх тĕрĕслевне аса илтерет. Специалистсен ĕç тумтирĕ çине пысăк саспаллисемпе «Строительные контролеры» тесе çырнă.

— Вĕсем пирĕн ĕçе куллен тишкереççĕ, — ыйтусене хуравларĕ «ТУС» представителĕ. — Паллах, пирĕн кашни утăма тĕрĕслени килĕшмест. Анчах паян пурин ĕçне те тĕрĕслемелле. Çавăнпа хаклавшăн кÿренместпĕр, йăнăшсене тÿрлететпĕр çеç.

Пахалăха палăртмалли çак меслете суйласа илнĕшĕн хула администрацине ырламалла çеç. Унпа пĕлтĕр те усă курнă. Вăл çулсемпе картишсене юсас ĕçе лайăхлатма май парать.

— Авă строительсем Пролетари урамĕнчи 21ı22-мĕш çурт таврашĕнчи лаптăка юсама хатĕрленеççĕ, — ăнлантарчĕ «СкайЛайн» общество инженерĕ Денис Павлов. — Вĕсем пурнăçлакан ĕçĕн кашни тапхăрне йĕрлесе тăратпăр. Бордюрсене чалăш хурсан, ваннă асфальта пĕтĕмпех катса кăлармасан, начар пахалăхлă асфальт хума хăтлансан — пĕтĕмĕшле илсен, шали-вали ĕçлесен объекта йышăнмастпăр. Подрядçăсем çакна пĕлеççĕ, çавăнпа лайăх тăваççĕ.

Журналистсене Граждан урамĕнчи 80-мĕш тата 82-мĕш çуртсен картишĕсене юсанине, Пролетари урамĕнчи 5-мĕш çурт картишĕнче парковка тунине кăтартрĕç. Сăмахран, эпĕ строительсене тиркемелли пĕр сăлтав та тупаймарăм. Кашни картишрех çапла тăрăшаççĕ-ши? Ку ыйтăва хула çыннисем çеç хуравлама пултараççĕ. Вĕсен шухăшне ыйтса пĕлмелли меслет шухăшласа кăларман-ха.

Кăçал Шупашкарти пурăнмалли 140 çурт картишне юсамалла, пĕчĕк 110 парковка хута ямалла. Алексей Ладыков каланă тăрăх — картишсене çурла уйăхĕн 15-мĕшĕччен юсаса пĕтермелле. Подряд организацийĕсем çак тĕллеве пурнăçлассишĕн çине тăрсах ĕçлеççĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.