Кандидатсен хушшинче судпа айăпланнисем те пур
РФ Патшалăх Думин тата Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕсен кандидачĕсене тăратас процесс вĕçленнĕ. Халăх шухăшне тĕпчекен фондсемпе центрсем ыйтăмсем ирттерсе вĕсене пĕтĕмлетнĕ. Унта тĕлĕнтермĕшсем те çиеле тухнă.
Патшалăх Канашне регистрациленме сакăр парти хăйĕн докуменчĕсене панă: «Единая Россия», РЛДП, РФКП, «Справедливая Россия», «Яблоко», Раççей пенсионерсен тĕрĕслĕхшĕн тăракан партийĕ, «Патриоты России», «Гражданская платформа». Партисем «йывăрăшĕпе» те, ят-сумĕпе те тĕрлĕрен.
ЧР Патшалăх Канашĕн пĕр мандатлă округсенчи кандидатсен хушшинче конкуренци хĕрÿ иртĕ. 22 округран пĕтĕмпе 140 кандидат тăратнă. Вĕсенчен 29-шĕн пĕр пин ытла çын алă пуснине пухмалла, ку вара ансат мар.
Суйлав умĕнхи таса мар технологисемпе усă курма пуçланă та ĕнтĕ. Тĕслĕхрен, пĕр округра «Единая Россия» кандидачĕпе Роман Каляевпа пĕр ят-хушаматлă çынна тăратма хăтланнă — суйлавçăсем «пăтранччăр» тесе. Телее, суйлав комиссийĕ тимлĕ пулнă. Алă пуснисенчен пысăк пайĕ, регистрациленмешкĕн кирлисен, суя пулни палăрнă. Ун пек чухне «ÿкернисем» теççĕ. Çакна ШĔМ эксперт-графологĕсем палăртнă. «Двойник»-кандидат суйлава хутшăнмĕ ахăртнех.
Патшалăх Думине 17 парти лекесшĕн. Паллах, вĕсем регистрациленĕç, анчах цифрăсем йăлтах кăтартса параççĕ. Партисем хăйсен списокĕсемсĕр пуçне кандидатсене пĕр мандатлă округсемпе те тăратаççĕ. Акă Чăваш Енре çеç Патшалăх Думинчи депутат мандачĕшĕн 37-мĕш Канаш суйлав округĕпе 13-ĕн кĕрешме хирĕç мар, 38-мĕш Шупашкар округĕпе — 15 кандидат.
Çак тапхăрта халăх шухăшне пĕлес тĕллевпе ыйтăмсем ирттереççĕ. Социологсем политика партийĕсен старт позицийĕсене хак параççĕ. Сăмах май, кулăшла самант. Ят-сум çĕнсе илнĕ «Левада центр» партисен списокне шухăшласа кăларнă çамрăксен партине кĕртнĕ. Вăл чăнласах та пур хăшпĕр партирен ытларах сасă пухнă — 0,3%. «Гражданская платформăн», тĕслĕхрен, унран та пĕчĕкрех.
Тĕрлĕ тĕпчев кăтартăвĕсем урăхларах, анчах уйрăмлăх пысăках мар. Пĕтĕм ыйтăмра «Единая Россия» малта пырать. Унăн ят-сумĕ палăрмаллах ÿсни кăштах кĕтменлĕх те теме юрать. «Левада центр» кăтартăвĕсемпе — партишĕн хальхи вăхăтра ыйтăма хутшăннисен 57% сасăлама хатĕр. РЛДПшăн тата РФКПшăн — 15-шер процент. «Справедливая Россия» вара Патшалăх Думине кĕрейĕ-ши — уншăн майлисем 5% çеç.
«Справедливая Россия» электорачĕн пысăк пайĕ «Единая Россия» лагерьне куçни куçкĕрет. Çакăн сăлтавĕ нумай пулма пултарать. Вĕсенчен пĕри ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен кандидачĕсен списокĕсене тишкернĕ чухне тÿрех куçа курăнать. «Единая Россия» тата РЛДП списокĕсенче судпа айăпланнă пĕр кандидат та çук. РФКПăн виççĕшĕн тахçан саккун пăснă тĕслĕхсем пулнă. «Справедливая Россия» списокĕнче «судпа айăпланнă» текен паллă çичĕ кандидатăн пур. Вĕсенчен 5-шне пĕр мандатлă округсемпе тăратнă. Округсем вара пĕтĕмпе те 22 çеç. Урăхла каласан, «Справедливая Россия» партин кашни тăваттăмĕш кандидачĕ судпа айăпланнă. Ахăртнех, урăх никама та тупайман. Саккунпа урлă пулнă ун чухлĕ кандидатпа пысăк ят-сум çĕнсе илеймĕн. Республикăра пурăнакансенчен ытларахăшĕ саккун кăларакан органра судпа айăпланнă çынсене курма хатĕр мар-ха. Тасарах биографиллĕ çынсем мĕншĕн тупăнман — паллă мар. Çапах паллă: судпа айăпланнă çынсем «Справедливая Россия» тата РФКП ят-сумне ÿстермеççĕ.
Экспертсем «Справедливая Россия» партин йывăрлăхсем пулассине малтанах систеретчĕç. Партирен ят-сум çĕнсе илнĕ политиксем хирĕçсе туха-туха кайнă тĕслĕхсем ахаль иртмен. Кун пекки федераци шайĕнче те, пирĕн Чăваш Енре те пулнă. Вĕсен вырăнне вара тасах мар биографиллĕ çынсем килеççĕ. Кун пек чухне вĕсене халăх ырласси иккĕленÿллĕ.
И.СИДОРОВ
Комментировать