Кĕрлесе тăратчĕ фабрика

9 Авг, 2016

ХХ ĕмĕрте Вăрмарти сĕтел-пукан фабрики республикăри чи пысăк та хăватлă предприятисенчен пĕри пулнă. Çав тапхăрта, уйрăмах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн, сĕтел-пукан производстви вăйлă аталаннине кура фабрика пысăк ят-сума, унта ĕçлекенсем хисепе тивĕçнĕ. Шел те, çакăн çинчен иртнĕ вăхăтпа кăна калаçма тивет.

Вăрмар тăрăхĕ вăрманлă

Çапла каланă тет В.Бель­кович дворянинпа Н.Курбатов купса Вăрмар çывăхĕнче сĕтел-пукан фабрики тума шухăш тытса. Чăн та, ку тăрăх ĕлĕкренпех вăрманпа пуян пулнă, çавăнпа 1903 çулта фабрикăн никĕсне хунă.

Производствăна аталантарас тĕллевпе пуçлăхсем Вăрмара Польшăран, Германирен тата Чехирен специалистсене чĕнсе илнĕ. Тепĕр çултан унта юманпа вĕренерен пĕрремĕш продукци туса кăларнă. Çĕнĕ предприяти çултан-çул вăй илсе пынă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 10-мĕш çулĕсенче унта 150-200 çын ĕçленĕ. Вĕсенчен ытларах пайĕ — ку тăрăхри хресченсем. Фабрика склачĕсем Чулхулара, Хусанта, Царицынăра, Дон çинчи Ростовра пулнă. Продукцие Германие, Францие, Италие, Персие тата ытти çĕршыва ăсатнă. Ригăпа Варшавăри фабрикăсемпе танлашнă вăл. Революциччен Вăрмар фабрикин ят-сумĕ самай ÿснĕ: Пĕтĕм тĕнчери куравсенче сахал мар награда çĕнсе илнĕ. Ун чухне продукцие тĕрлĕ йывăçран тунă, сĕтел-пуканĕ те тĕрлĕ йышши пулнă. Уйрăм саккассемпе те ĕçленĕ. Кашни япали хăйнеевĕрлĕ пулнине кура туянакансем те Вăрмар сĕтел-пуканне кăмăлланă.

Пĕрремĕш тĕнче тата Граждан вăрçисен вăхăтĕнче предприятире фронт валли тĕрлĕ тавар кăларнă, çавăнпа фабрика пысăк тупăш илнĕ. Тĕслĕхрен, 1916 çулта предприяти хысни 195 пин тенкĕлĕх пуянланнă. Арçынсем пăшал тытса фронт хирĕнче кĕрешнине пула ĕçе хĕрарăмсемпе çамрăксене, шкул ачисемпе ватă çынсене явăçтарнă. 1919-1925 çулсенче фабрика çумĕнче ФЗО шкулĕ, библиотека, садик, клуб уçăлнă. 1934 çулта вăл спорт хатĕрĕсемпе сĕтел-пукан фабрики пулса тăнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тапхăрĕнче каллех фронт валли çар хатĕрĕсем кăларнă. Вăрçă хыççăн унта халăх валли шкап, сĕтел, пукан, тумба, т.ыт. тунă. 1976 çулта — пурте пĕлекен “стенкăсен” производстви вăй илнĕ. Ун чухне унта 750 ытла çын ĕçленĕ.

Предприятин хăйĕн хуçалăхĕ те пулнă. Фермăра вун-вун пуç сысна ĕрчетнĕ, теплицăсенче пахча çимĕç лартса ÿстернĕ. Мунча, общежити, столовăй, пурăнмалли çуртсем те фабрика ĕçченĕсен вăйĕпе çĕкленнĕ.

90-мĕш çулсенче фабрикăра 90 тĕрлĕ япала туса кăларнă, вĕсен шутĕнче — 6 тĕрлĕ сĕтел-пукан. Анчах Совет Союзĕ саланнă хыççăн предприяти производстви те чакма пуçланă. Хăй вăхăтĕнче тĕнчипе паллă пулнă фабрика 2006 çулта хупăннă.

Ĕçре те, фронтра та — малта

Вăрмар фабрикин кун-çулĕ çинчен Яков Зайцев таврапĕлÿçĕ кĕнеке хатĕрлесе кăларнă. Унта предприятин кун-çулĕ, предприятире ĕçленĕ çынсем, производство калăпăшĕ çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Сĕтел-пукан фабрикинче нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем те Вăрмар тăрăхĕнче сахал мар. Вĕсенчен пĕри — Алексей Евгеньев. 95 çулти ветеран столяртан пуçласа директор заместителĕ таран çитнĕ. Ватă çын питех сăмахлаймасть пулин те унăн хĕрĕ Людмила Дудкина нумай каласа кăтартрĕ.

Алексей Евгеньевич Анаткас ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ Евгений Давыдов — ферма пуçлăхĕ, амăшĕ Евгения Семенова колхозра ахаль рабочи пулса ĕçленĕ. Тăрăшуллă çемьере ÿснĕ Алеша та пĕчĕклех ĕçе кÿлĕннĕ. Вăрмарти 7 класлă шкул хыççăн Куславккари ФЗО шкулĕн­чен вĕренсе тухсан ытти чылай çамрăк пекех сĕтел-пукан фабрикине çул тытнă. “Ун чухне чылайăшĕ, поселокра пурăнакансем пушшех те, унта ĕçлеме кĕнĕ. Ара, ку таврара ун евĕр пысăк предприяти пулман вĕт”, — терĕ Людмила Алексеевна ашшĕн шухăшне ăнланса. А.Евгеньев ĕçе столяртан пуçланăскер профком председателĕн, техника тĕрĕслевĕн пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене те пурнăçланă.

1959 çулта арçынна директорăн коммерци енĕпе ĕçлекен заместительне çирĕплетнĕ. Вăл суту-илÿпе, тавар турттарассипе çыхăннă ĕçе йĕркелесе пынă. “Ун чухне питĕ нумаййăн ĕçленĕ: пĕрисем йывăç турттарнă, теприсем унран хăма-чус тунă, виççĕмĕшĕсем сĕтел-пукан пуçтарнă-илемлетнĕ, тăваттăмĕшĕсем хатĕр продукцие вырнаçтарнă. Çавăнпа фабрикăра суту-илÿ ĕçне пĕлекенсем те, сĕтел-пукан ăсталакансем те, инженер-технологсем те чылаййăн пулнă, — калаçăва тăсрĕ Л.Дудкина. — Фабрика пĕр чарăнмасăр виçĕ сменăпа ĕçлетчĕ. Вăрçă хыççăн пур çĕрте те сĕтел-пукан кирлĕ пулнă. Вăл пĕтĕм республикипех саланнă, çĕршыври тĕрлĕ хуларан та килнĕ ăна туянма, пирĕннисем те кÿршĕ регионсене сахал мар çÿренĕ. Смена улшăннă чухне те, апат вăхăчĕ çитсен те сирена янăратчĕ. Çак сасă халĕ те хăлхарах пек. Фабрикăра шкул ачисем те ĕçлетчĕç. Пичче те вăй хунă унта”.

70-мĕш çулсенче фабрикăра пысăк инкек пулнă: йывăç çуртсем тĕппипех çунса кайнă. Ăна Людмила Алексеевна та лайăх астăвать. “Йĕри-тавра вăйлă çулăм алхасатчĕ. Анне питĕ хытă макăрчĕ, эпир те хăранипе йĕтĕмĕр. Килти япаласене пĕтĕмпех илсе тухрĕç ун чухне. Пысăк инкек хыççăн та фабрикăна çĕнĕрен аталантарма пултарчĕç”, — хĕрарăм калаçăвне итлесе ÿтĕм тăрăх хум чупрĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Алексей Евгеньевич фронта тухса кайнă. “Çамрăкскерсене тÿрех тăшмана хирĕç янă. Пĕрремĕш çапăçурах вуншарăн выртса юлчĕç тесе каласа паратчĕ атте”, — калаçăва сыпăнтарчĕ хĕрĕ. Вăрмар каччи Беларуç, Украина фрончĕсенче çапăçнă. Брест крепоçĕнчи çапăçăва та хутшăннă. Унтах вăл контузи илнĕ. Госпитальте сывалнă хыççăн каллех салтак ретне тăнă. Вăрмар каччине “Мускава хÿтĕленĕшĕн” медальпе те чысланă. Ытти чылай награда та унăн кăкăрне илем кÿрет паян. Вăрçă чарăнсан ăна Пушкăрт çĕрĕ çине ăсатнă. Унтан вăл 1947 çулта кăна таврăннă, тÿрех фабрикăна ĕçе вырнаçнă.

Алексей Евгеньев директор заместителĕнче 20 çул ытла тăрăшнă. Пуçлăхсем улшăнсах тăнă пулин те вăл хăйĕн вырăнĕнчех юлнă. Механика завочĕн директорĕ пулма та темиçе хут сĕннĕ ăна, çапах вăл юратнă фабрикăран уйрăлас темен.

— Сĕтел-пукан юлашкийĕсене те сая яман, пĕтĕмпех рабочисене панă. Хуйха лекнĕ çынсене сахал мар пулăшнă фабрика. Тĕслĕхрен, пĕр хĕрарăмăн пÿрчĕ тĕпĕ-йĕрĕпех çунса кайнă. Предприяти ертÿлĕхĕ пĕр тăхтаса тăмасăрах çĕнĕ çурт тума строительство материалĕсем уйăрса панă, — калаçрĕ Людмила Алексеевна.

Фабрикăрах Алексей Евгеньевич пулас мăшăрĕпе паллашнă. Мария Яковлевна /1926-1978/ предприятире бухгалтерта ĕçленĕ. Вĕсем 1951 çулта çемье чăмăртанă. Евгеньевсем икĕ ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Асли Владимир Уренгой хулинче пурăнать. Химик-технолог профессине алла илнĕскер “Газпромра” ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Хĕрĕ Людмила, Вăрмарта тĕпленнĕ, район больницинче аслă медсестрара вăй хурать.

Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă, ĕçпе ачаран пиçĕхнĕ ветеранăн сывлăхĕ аптрамасть-ха. “Крыма канма пĕрре мар кайни те пулăшнă пулĕ”, — йăл кулчĕ хĕрĕ ашшĕне ыталаса. Халĕ вăл хаçат вулама, телевизор пăхма юратать. Алексей Евгеньевич пысăках мар çуртра пурăнать. “Хваттерте пурăнма кăмăлламан вăл”, — терĕ Людмила Алексеевна. Килĕнче вара Германире туса кăларнă ĕлĕкхи сĕтел-пукана вырнаçтарнă. Хамăр тăрăхрисенчен ытларах кăмăллать иккен вăл вĕсене.

“Атте фабрика саланнăшăн кулянатчĕ. Вăл çĕнĕрен чĕрелсе тăрасса шанатчĕ. Кайран хăнăхрĕ: пăшăрханнипе нимех те улшăнас çуккине ăнланчĕ пулĕ”, — калаçăва вĕçлерĕ Людмила Дудкина.

Вăхăт малаллах шăвать. Унчченхи фабрика вырăнĕнче паян пĕчĕк предприятисем хута кайрĕç. Вĕсен йышĕнче сĕтел-пукан тăвакансем те пур.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.