Халăхăн хăйнеевĕрлĕхне упрамалла

6 Авг, 2016

— Çулланса, аслăланса пынă май пурнăç çине те урăхла куçпа пăхма тытăнатăн. Çемьеллĕ çынна, паллах, ачасене тĕрĕс воспитани парасси те шухăшлаттарать. Вĕсем ÿснĕçемĕн хамăр валли те çĕннине нумай илетпĕр. Юлашки вăхăтра алла тĕрлĕ кĕнеке час-часах тытатăп халĕ.

Ачасем епле çитĕнесси пĕтĕмпех аслисенчен килет, эпир вĕсене мĕнле вĕрентнинчен те мар, хамăра тыткаланинчен. Ачасем тап-таса хут иккенне асра тытмалла. Ывăл-хĕрĕн кăмăл-сипечĕ çемьере, ача садĕнче, шкулта, аслă шкулта йĕркеленет. Тĕп вырăнта, паллах, эпир — ашшĕ-амăшĕ. Сăнаса пăхăр-ха — ачасем пире евĕрлеççĕ. Акă пиллĕкри ывăлăм та ман пек пулма тăрăшать. Çавăнпах ятлаçма та кирлĕ мар, пиçиххин те усси çук. Апла тăк ачасене епле курас килет — хамăра çапла тытмалла.

Чăвашла та вĕрентмелле вĕсене. Вырăсла та пĕлмелле, анчах тăван сăмаха та манмалла мар. Ялсенче те вырăслансах пыраççĕ авă. Чăвашпа — чăвашла, вырăспа вырăсла хутшăнмалла, хутăштармалла мар пуплеве.

Пурнăçăм юрă-кĕвĕпе çыхăннăран чăваш эстрадин шăпи те шухăшлаттарать. Плагиат аталанчĕ. Хирĕçлетĕп, сивлетĕп çакна. Чăвашăн чăвашла юрă пулмалла. Кашни хăйне майлă аталанать ĕнтĕ. Пĕрисем тăрăшса юрă çыраççĕ. Теприсем хатĕррин сăмахĕсене улăштараççĕ те хăйсене пысăк ĕç тунă пек тытаççĕ — халăх итлет-ха та. Авторсем те нумай пирĕн, композиторсем те пур. Юрă çырма чăрмав çук. Хаклă тесе те каламăттăм.

Йăла-йĕркене тытса пыракансем — ватăсем. Фольклор ушкăнĕнче ытларах аслă çултисем вĕт, çамрăк сахал. Аслисемшĕн ку киленĕç вырăнĕнчех. Пурнăç ăшшине туяççĕ çапла. Çамрăксем вара урăхларах. Паянхи ăрун культура пирки шухăшлама вăхăт çукрах. Пĕрремĕш вырăнта — çемьене тăрантарасси, лайăх ĕç тупасси. Çавăнпах чылайăшĕ аякка каять те.

Тĕрĕссипе вара кашни çыннăн Турă пани пур тесе шухăшлатăп. Çавна тупма, асăрхама çеç пĕлмелле. Пурнăçра хăвна тупсан пĕтĕмпех ăнать вара — ĕç те савăнăç кÿрет, тухăçĕ те пулать.

Иван АРХИПОВ, юрăç

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.