Юсав çурчĕ хута кайнă

27 Ноя, 2013

"Авангард" обществăн "Çĕрпÿ беконĕ" филиалĕ Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне паллă тума хатĕрленсе техника хатĕрне юсамалли çурт туса пĕтернĕ.

Кунта - токарь станокĕсем, тимĕрç лаççи, аккумуляторпа саппас пайсен пÿлĕмĕсем, трактор-машинăна кĕртсе тăратмалли ăшă цех, ашлăх сысна турттарса кайма республика тулашĕнчен килекенсем валли хăналăх 10 вырăн, çăвăнса тасалмалли пÿлĕмсем.

Общество ертÿçи Николай Курчаткин çĕнĕ корпуса ĕçе кĕртме 15 млн тенкĕ тăкакланине пĕлтернĕ. Республикăн строительство министрĕ Олег Марков, ял хуçалăх министрĕн çумĕ Николай Якимов, "Ак Барс" холдинг компанийĕн генеральнăй директорĕн çумĕ Николай Титов юлашки çулсенче çĕр ĕçне вăйлатса пыракан предприятин тепĕр объектне пăхса çаврăннă та "Авангард" ÿсĕм çулĕпе пĕр чарăнмасăр малаллах талпăннине пысăка хурса хак панă. Кăçал общество 7023 тонна тырă пуçтарса кĕртнĕ. Районти 5 пин гектар çĕрпе усă курать.

 

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.