Ир такăнсан...

6 Авг, 2016

Туйăмсене ирĕке янине пула виçĕ ача тăлăха тăрса юлнă

Нумаях пулмасть редакцие Вăрнар районĕнчи Ярмушка ялĕнче пурăнакан Алексей Виноградов килчĕ, çемйинче пулнă инкек çинчен сăмах пуçарчĕ. Унăн хĕрне вĕлернĕ. Хаяр та шелсĕр ĕç тăваканĕ — Динăпа çырăнмасăр пурăннă Владимир Дмитриев.

Суд материалĕсем тăрăх çакă паллă: кăçалхи пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче каçхи 5 сехет тĕлĕнче пулнă ку. Маларах вара хĕрарăмпа арçын эрех ĕçнĕ, хĕрĕнкĕленнĕскерсем вăрçăнма тытăннă. Владимир хĕрарăма хĕнеме пуçланă. Кĕлеткин тĕрлĕ пайĕнчен сахалтан та 28 хутчен çапнă. Çавна май хĕрарăма вĕлермеллех амантнă.

Виçĕ ача — виçĕ арçынран

Алексей Семеновичпа Калерия Степановна /шел, хĕрарăм 2006 çултах вилнĕ/ тăватă ача — виçĕ хĕрпе пĕр ывăл — çуратса ÿстернĕ. Ывăлĕ — инçетри рейссене çÿрекен водитель. Икĕ хĕрĕ Мускавра тĕпленнĕ. Дина — кĕçĕнни.

1977 çулта çуралнă Дина шкул пĕтерсен вĕренме каяс темен, колхозра тăрăшнă. Дояркăра та, бригадăра та ĕçленĕ вăл. Ашшĕ-амăшĕпе пурăнакан хĕр Мускава та кайнă. Пĕрремĕш мăшăрĕпе Бориспа шăпах унта паллашнă та. Каччă белорус пулнине кура туя Беларуçра кĕрлеттернĕ. Хăти-тăхлачипе паллашма Алексей Виноградов та çитнĕ унта. Çемье малтанах Ярмушкара тĕпленнĕ, Вова /халĕ вăл 14-ра. — Авт./ çуралсан ашшĕн тăван тăрăхне кайнă. Пĕр-икĕ çултан каялла Чăваш Ене таврăннă.

— Борис ют хĕрарăмсем патне çÿреме пуçларĕ те хĕр унран судпах уйрăлчĕ. Лешĕ пăрахса кайрĕ. Пурăна киле Дина иккĕмĕш упăшка тупрĕ. Алексейпа иккĕшĕ Анитăна /халĕ вăл 7-ре. — Авт./ кун çути парнелерĕç. Унпа та ăнмарĕ хĕре. Мăн Явăшра пурăнчĕç. Çĕнĕ кĕрÿн амăшĕ аслă мăнука Вовăна килĕштермен пулмалла. Кинемей ăна чышкаланине калатчĕ Дина. Арçынĕ те ĕçетчĕ. «Ун пекех мĕн асапланса пурăнатăн, мăнука та кÿрентеретĕн, йывăр тăк киле таврăн», — терĕм те, хĕр итлерĕ, — каласа кăтартать ашшĕ.

Кун хыççăн амăшĕн капиталĕпе усă курса Дина Чăрăшкас Мăратра пÿрт туяннă. Сергейпа пурăнма тытăннă. Часах Степа çуралнă.

— Хĕр урăх ялта çурт илнине пĕлмен те. Ун чухне санаторие кайнăччĕ. Таврăнтăм та — килте хĕр те çук, ĕне те. Иккĕшĕнчен пĕрне пĕрле илсе кайнă Дина. Шел, пăруланă чухне вилсе кайнă ĕни. Кайран выльăх та усрамарĕç.

Шел те, Сергей та ĕçетчĕ. Питех ĕçлеместчĕ. Пĕррехинче çакскер ĕçсе ÿсĕрĕлсен çулталăкри ачине ураран тытса диван çине çĕклесе çапнă. Дина ачипе Шупашкарта больницăра та выртса тухрĕ. Сергея айăплама ыйту хамах çырса патăм. Хĕнеме юрать-и вара? Утьăкка сиктермелле вĕсене! Питĕ юрататăп мăнуксене, хăйсем те кукашшĕ çумĕнче ачашланаççĕ.

Вовăпа Анита ман патрах пурăнаççĕ. Пирĕн ялта шкул та çывăхра, виçĕ кил урлă çеç. Унта вара кÿршĕ яла çÿремелле. Çил-тăманра е çумăрта 3 çухрăма уй урлă ут-ха. Шеллерĕм мăнуксене, çавăнпах илсе килтĕм те. Вова виçĕ çул та пурăнать-тĕр манпа, Анита — çулталăк. «Анне патне каяс килет», — тенине илтмен. Ман патра лайăх пурăнаççĕ-çке. Тутлă кучченеçпе те хăналатăп вĕсене. Хăнана килсен Степăна та чылай чухне илсе юлаттăм. Дина та хушăран эрни-эрнипех ман патрах пурăнатчĕ. Укçа ыйткалатчĕ те — параттăм. Тимĕр алăк лартма та хам пулăшрăм. Пенси укçи пурăнма çитет. Ĕçместĕп те. Мăшăр та пурăнмаллаччĕ, ир вилсе выртрĕ. Сыпкалатчĕ çав. Апат çиместчĕ. Суррогат текеннипе наркăмăшланчĕ, — пĕлтерчĕ Алексей Виноградов.

Каçхи шăнкăрав

— Динăна вĕлерни çинчен пушăн 7-мĕшĕнче каçхине шăнкăравласа пĕлтерчĕç. Мускавра пурăнакан хĕре Полина патне Дмитриевăн шăллĕн арăмĕ шăнкăравланă. Хĕр усал хыпара ывăла Юрккăна систернĕ. Вăл рейсран яла çитсенех Чăрăшкас Мăрата вĕçтертĕмĕр. Каçхине тăххăрта çеç çитрĕмĕр. Володьăн икĕ шăллĕпе вĕсен арăмĕсем пирĕнтен маларах пынă. Кĕçĕн мăнукăм Степа вилнĕ амăшĕпе талăк/!/ ытла пĕччен ларнă. «Анне вилнĕ», — тесе çÿрет тăваттăрискер... Мăнука питĕ шеллерĕм. Çăкăр патăм та тÿрех ярса илчĕ. Талăк ытла апат çименскер выçса çитнĕ. Аслисем амăшне аса илнине илтмен. Ăшĕнче шухăшлаççех-тĕр. Кĕçĕнни Степа час-часах аса илет вара, йĕме пуçласан та «анне» тесе чĕнет. Тăватă çулта пулин те чĕлхи уçăлса пĕтеймест арçын ачан.

Динăна хамăр ялтах пытартăмăр. Чăрăшкас Мăратри пÿрчĕ пуш-пушах халĕ. Ăна пĕтĕмпех çаратнă. Япала çумалли машина та, чаплă чейник те ураланнă. Нумаях пулмасть ыхра кăларма кайрăмăр та — вăл та çук, — ассăн сывлать Алексей Семенович.

— Юлашкинчен аннепе Степа та кунта пурăнма куçнăччĕ. Темшĕн каялла Мăрата кайрĕ. Документсем тумалла пулчĕ манăн. Паспорт аннереччĕ. Ăна илме кукаçипе нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнче кайрăмăр. Эпĕ йăпăрт кăна кĕрсе тухрăм. Ун чухнех ăна вăйлă хĕненĕччĕ. Иккĕшĕ те килтеччĕ. Ун хыççăн тек курман ăна. Юрататчĕ анне пире, шăнкăравласах тăратчĕ, — терĕ аслă ывăлĕ Вова.

Амăшне те, ашшĕсене те палламастăп. Анчах Вовăпа Степăна курсан хĕрарăм илĕртÿллĕ те чипер пулни пирки пĕрре те иккĕленмерĕм. Амăшне хывнă-ши, ашшĕне пăхнă-ши — ытармалла мар хитре тĕпренчĕкĕсем, сăпайлă та çемçе кăмăллă. Яп-яка та тап-таса. Вĕсем пирки ял ачи тесе те калаймăн. Сăмах май, халĕ ачасене опекăна Дина аппăшĕ Полина илнĕ. Анитăна каникула Юля Мускава илсе кайнă. Ачасемпе кукашшĕсĕр пуçне Полина мăшăрĕ Юркка та кунтах пурăнать. Ывăл-хĕре яка çÿретеççĕ. Степăн вылямалли машини те картиш туллиехчĕ.

— Икĕ йĕкĕте те велосипед илсе пачĕç ачасем. Планшетпа компьютер та пур, — пĕлтерчĕ кукашшĕ мăнукĕсене кÿрентерменнине систерсе. Пурăнмалли условисем те лайăх кунта. Икĕ хутлă çурчĕ капмар, хуралтисем те çирĕп. Картишне плитка сарнă. Çумăр çусан та лачака çăрма тивмĕ — выляма таса. Ачисемпе çак кил-çуртра телей курса кăна пурăнмалла пулнă та амăшĕн... Шел, шăпи урăхла çаврăнса тухнă.

Юрату, йăпану

Паллах, ялта хăть кам пурнăçĕ те ал тупанĕ çинчи пек курăнать. Пулни-иртнине Ярмушкасем епле хакланине пĕлес тĕлĕшпе ял тăрăхне те çитрĕмĕр.

— Динăна япăхпа асăнаймастпăр. Питĕ уçă кăмăллăччĕ вăл. Çамрăк чухне колхоза пĕрле тухнă. Тăтăшах шÿтлетчĕ, кулатчĕ. Ÿркенместчĕ, яланах ĕçлетчĕ, ĕçсе çÿренине те ас тумастпăр. Юлашки вăхăтра вара сăнпа та улшăннăччĕ, — терĕç ял тăрăхĕнче ĕçлекен специалистсем вилнĕ çын çинчен япăх калама юраманнине палăртса.

— Пĕрремĕш упăшки Боря пăрахса кайни вăйлă çапса хуçрĕ çав ăна. Мĕн пытармалли, пирĕн, хĕрарăмсен, пурнăçĕ арçынсенчен килет. Юрату, йăпану шыратпăр, — терĕ тăлăха юлнă ачисене шеллесе Динăна çывăх пĕлнĕ хĕрарăм.

— Амăшĕ вилнĕ хыççăн ашшĕпе йĕркеллĕ килĕштерсе пурăнаймарĕç-тĕр. Арçын хаçат урлă паллашса миçе хĕр-хĕрарăм илсе килмерĕ-ши! Пĕри те пурăнаймарĕ. Дина çавăнпах урăх яла тухса кайрĕ те. Кунтах йĕркеллĕ пурăнмаллаччĕ. Юлашкинчен Алексей Семенович хĕрне кайсах илсе килчĕ. Кунтах пурăнатчĕ. Вăрнара ĕçпе тухсан тĕл пулнă хайхисем, арçынĕ укçа ĕçлесе илнĕ пулмалла та илĕртнĕ... — терĕ ял урамĕнче хирĕç пулнă хĕрарăм мĕн çăмăлпа çÿренине пĕлтерсен.

Динăпа Владимир Чăрăшкас Мăратра еплерех пурăннине пĕлес тĕлĕшпе Мăн Турхан ял тăрăхне те шăнкăравларăмăр.

— Пирĕн ял тăрăхĕнче ăнăçсăр çемьесен шутĕнче тăратчĕç вĕсем. Хĕрарăм ниçта та ĕçлеместчĕ, ачисене пăхмастчĕ. Шкула та час-часах выçă пыратчĕç тет. Кун пирки миçе хутчен асăрхаттарман-ши? Шкултан та, опекăпа попечительство органĕсенчен те, полицин участок уполномоченнăйĕ те, çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси те пĕрре мар çÿренĕ ун патне. Хăйне йĕркене кĕртмесен ачисене илсе каясса та систернĕ. Куççульленетчĕ. Ăнланнă пек пулатчĕ, анчах тÿрленеймерĕ. Ĕçке пулах вилчĕ, — терĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Олег Григорьев.

— Хамăра тытма пĕлмелле те... тепĕр чухне пулмасть çав. Ĕçмен чухне лайăхчĕ-ха Дина. Япалисене те шап-шурă çуса çакатчĕ. Тирпейлĕхĕ пурри паллăччĕ, анчах ĕçни пĕтеретчĕ. Кăмăлĕпе те лайăхчĕ. Сергейпе пурăннă чухне хапхисене те çĕнетрĕç. Пахчине те лартмасăр нихăçан та юлман. Кашкăра темле тăрантарсан та вăрманаллах пăхать тенешкел, эрех черкки патнеллех туртăнчĕ çав. Миçе хутчен асăрхаттарни те витереймерĕ, — палăртрĕ ял тăрăхĕн специалисчĕ Алевтина Федорова та.

Тарăхнă...

«Саккунсăр» мăшăрĕ вилĕ выртнине арçын пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче ирхи 10 сехетрех асăрханă пулин те кун пирки шăллĕн арăмне каçхи 5 сехет тĕлĕнче çеç пĕлтернĕ. Çакă суд материалĕнчен паллă. Çавăнпах Степа сывлама чарăннă амăшĕпе талăк ытла пĕччен ирттернĕ. Хĕнесе вĕлернине те йышăнман арçын. Темиçе хутчен çапнине çеç палăртнă, хĕрарăм урайне ÿксе хăй хытă амăннă-мĕн...

Суд Дмитриева сакăр çул та ултă уйăхлăха ирĕклĕхсĕр хăварма, çирĕп режимлă колоние ăсатма йышăннă. Анчах Дина ашшĕне ку сахал пек туйăнать. Владимир вара хăйне кирпĕч шутлама вăхăт ытла та нумай уйăрнă тесе шухăшлать. Çавăнпах апелляци çырнă. Хаяр утăма тума Дина хăй ирĕксĕрленине палăртнă вăл. «Виноградовăпа 2013 çултанпа пурăнатăп. Дина унтанпа ниçта та ĕçлемен. Килте те тирпейлеместчĕ. Ачисене те пăхмастчĕ. Хуçалăха та хамăн тытса пыма тиветчĕ. Ман умĕн унăн виçĕ упăшка пулнă, анчах вăл пĕринпе те пурăнайман... Эпĕ ĕçлеме тухса кайсан та ÿсĕр пулнăран хушăран телефон та тытаймастчĕ. Тепĕр чухне киле таврăнсан та вырăн çинчен тăраймасăр выртатчĕ. Унсăр пуçне пĕрле ĕçекенсем те пурччĕ унăн. Темĕнле Володя тăтăш шăнкăравлатчĕ. Унпа эрех те пĕрре мар ĕçнĕ вĕсем. Арçын патĕнчех çывăрма та юлнă Дина. Тем хăтланнă-ха иккĕшĕ. Çаксем пĕтĕмпех чунăмра пухăнса пынăран тарăхнипе чăтаймасăр хĕнерĕм те. Ăна вĕлерме пачах шухăшламан. Эпĕ унпа пурăнас тенĕ. Ачисене те хам ятпа çыртарас теттĕм...» — çырнă арçын айăпа çемçетме ыйтнă май.

Эпир кам айăплине сÿтсе явнинчен усси пулаймĕ. Халь тин нимĕн те тавăраймăн, улăштараймăн. Çакă паллă — пурнăçра эрех-сăра пĕтерет. Никама та тиркемест вăл: арçынна та, хĕрарăма та.. Паллах, хĕрарăмăн, уйрăмах амăшĕн, йĕркерен тухмалла мар. Анчах çакă çынна вĕлермелли сăлтав мар.

Анна НИКОЛАЕВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.