Полици ĕçе чĕнет

5 Авг, 2016

Милицирен полици туса хунă хыççăн ĕç укçине тăруках пысăклатнă май шалти ĕçсен органĕсенче «некомплект» текенни çукпа пĕрехчĕ-ха, анчах юлашки вăхăтра йыш каллех çитми пулнă. ЧР Шалти ĕçсен министерствинче шăпах çакăн пирки тĕплĕ калаçу пулчĕ.

ШĔМĕн кадрсен управленийĕн пуç­лăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Дмитрий Андреев пытармасть: паян ЧР Шалти ĕçсен министерствин подразделенийĕсенче 250 сотрудник çитмест. Çавна май, паллах, ытти сотрудник çине тиев пысăкрах лекет. «Нумаях пулмасть Федерацин миграци тата наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешекен службисене ШĔМ тытăмне куçарчĕç. ФМС йышне 30% чакарнă. Наркотĕрĕслев службине вара пирĕн пата туллин куçарнă. Анчах çав службăра ĕçленĕ çынсенчен чылайăшĕ ШĔМе килес темерĕç — «некомплект» тени çавăнпа пушшех пысăкланчĕ», — тет Дмитрий Николаевич.

Наркотĕрĕслев службинче ĕçленисем шалти ĕçсен органĕсене куçас теменнин сăлтавĕсем паллă. Çук, ку службăра шалу пысăкрах пулнипе сăлтавланман. Хăшĕсен пенсие каймашкăн стаж çителĕклĕ — çавăнпа тивĕçлĕ канăва кайнă. Теприсене ШĔМре малтанхи шайри должноçсем сĕнеймен — пĕчĕкрех должноçа килес темен. Çаплах ĕнтĕ, Наркотĕрĕслев службинче йыш пысăк маррине пăхмасăр управлени пуçлăхĕн генерал должноçĕ пулнă. ШĔМре вара генерал пакунĕллĕ çын пĕрре кăна — министр.

Дмитрий Андреев çамрăксене полицие ĕçлеме килмешкĕн чĕннĕ май укçа-тенкĕ ыйтăвĕ çинче пайăррăн чарăнса тăчĕ. Кашнинпех контракт тăваççĕ. Должноç оклачĕ /офицерсен — 15 пин тенкĕ, сержантсен — 7 пин/, стажшăн, званишĕн, ыттишĕн — хушма тÿлевсем. Çапла вара сержантсен ĕç укçи вăтамран 25 пин тенкĕ патнелле, службăра пуçламăш утăмсем тăвакан офицерсен — 35 пин. Отпуск самай вăрăм — 40 кун. Унтан стажа кура хушăнать: 5 çултан — 5 кун, 10 çултан — 10 кун. Çавăн пекех нормăламан ĕç кунĕшĕн тата 7 кун канма ирĕк параççĕ. Çапла вара пĕтĕмпе 2 уйăх патнеллех пухăнать.

Хваттер — черетпе. Е çурт-йĕр туянма укçа параççĕ. Ĕçе пуçăнсанах мар ĕнтĕ — çулсем иртнĕ май. Соцпакетра çавăн пекех — ШĔМĕн хăйĕн санаторийĕсенче канмалли путевкăсем, тÿлевсĕр медицина сиплевĕ тата ытти те.

18-тан пуçласа 35 çулчченхи çынсене ĕçе йышăнаççĕ. Паллах, чи малтанах сывлăхпа тивĕçмелле. Офицер должноçĕсене йышăнмашкăн кандидатсен аслă пĕлÿ пулмалла. Сержант должноçĕсене /вĕсем тĕпрен илсен патрульпе пост службинче, ведомство тулашĕнчи хуралта — «урамра» ĕçлекенсем/ йышăнма аслă пĕлÿ кирлĕ мар. Çар службинче пулни — лайăх.

Кашнинех йышăнмаççĕ. Кандидатсене полиграфпа тĕрĕслеççĕ, Федерацин хăрушсăрлăх служби тата ШĔМĕн хăйĕн хăрушсăрлăхĕн подразделенийĕ пĕтĕмпех тĕплĕ тĕпчеççĕ. Маларах судпа айăпланнă тăк — полицире ĕçлесси пирки ан та ĕмĕтлен.

Аван шалу, çăмăллăхсем — çакă ăнсăртран мар, служба йывăрлăхне кура. Ĕç çăмăл маррине ШĔМĕн уголовлă шырав управленийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Вадим Екунин, шалти ĕçсен органĕсенче — 20, çав шутра уголовлă шыравра 15 çул ĕçлекенскер, ĕненмелле уçса пачĕ:

— Тиев пысăк. Уголовлă шыраври ĕç пирки нумай калани кирлĕ мар-тăр — телекурав çавăрттаракан тĕрлĕ сериалта пайтах кăтартаççĕ. Фильмĕсем илемлĕ, чăн та, вĕсене пăхаймастăп — вăхăт çитмест. Çамрăк çынсене кĕтетпĕр. Çăмăл ĕç пуласса шантармастпăр. Ирхине килтĕн, 8 сехет ĕçлерĕн те киле тухса утрăн — пирĕн патра унашкалли пулма пултараймасть. Тепĕр чух талăкĕпех е темиçе талăк ĕçлеме тивет. Çавăнпа та кам ытти çын нуши-хуйхине çывăха илет, пĕри теприне кÿрентернине айккинчен пăхса тăраймасть, киревсĕрлĕхе хирĕç тăма хăюлăх çитерет — пирĕн ĕç çавсем валли. Лайăххи те çук мар: полицири служба çынна çирĕпленме пулăшать, уголовлă шыравра — пушшех. Преступниксем — тĕрлĕ çынсем, вак-тĕвек вăрăран пуçласа çын вĕлерекен таран. Полицейски тата преступник хушшинчи кĕрешÿ... Çĕнтеретĕн тĕк — кăмăл çĕкленет...

Шăпах «хура ĕç» пурнăçлакансем çитмеççĕ: уголовлă шыравра, патрульпе пост тата участковăйсен службисенче. Унччен Шупашкарта ШĔМĕн Чулхулари академийĕн филиалĕ /халăхра «милици шкулĕ» тетчĕç/ пулнă та — йывăрлăха туйман. Çуллен 70-80 хатĕр полицейски килнĕ. Халь çав филиал çук, пакунлă вузсенче вĕренмешкĕн юта кайма тивет. Унта вара конкурс пысăк, çавна май ятарласа полицире ĕçлемешкĕн вĕренме каякан та сахалрах. Кăçал Чăваш Ен ШĔМне ĕçлемешкĕн пĕтĕмпе те 5 выпускник кăна килет иккен. Çавăнпа Шалти ĕçсен министерстви ахаль вуз пĕтернĕ çамрăксене те сивлемест — Шупашкарта кăна темиçе аслă шкул юристсене хатĕрлет, вĕсен пĕр пайĕ полицие килсен тем пекехчĕ теççĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.