Ку таранччен çăхав çыракан пулман

5 Авг, 2016

Чăвашстат ертÿçи Эльвира Максимова вулакансене Пĕтĕм Раççей ял хуçалăхĕн 2016 çулхи çыравне ирттерессипе çыхăннă мероприятисемпе паллаштарчĕ.

Пĕтĕм Раççей ял хуçалăхĕн çыравĕ вĕçлениччен шутлă кунсем юлчĕç. Паянхи кун тĕлне килти хушма хуçалăхсен — 90, хресчен хуçалăхĕсен, уйрăм предпринимательсен — 90, граждансен коммерциллĕ мар сад тата пахча пĕрлĕхĕсен — 70, ял хуçалăх организацийĕсен

70 процентне çырса тухнă. Ку ĕç мĕнпур районта кал-кал пырать, çапах Елчĕксем, Элĕксем, Вăрмарсем тата Тăвайсем уйрăмах пуçаруллă пулнине палăртмалла.

— Эльвира Геннадьевна, çыравпа çыхăннă лару-тăру республикăра çĕршыврипе пĕр килет-и е хăйнеевĕрлĕхпе уйрăлса тăрать-и?

— Кăтартусем пĕрешкелех тенĕ пулăттăм. Кампани малтан палăртнă йĕркепе пулса пырать, вăл лăпкă та кал-кал иртет. Çĕршыв пĕлтерĕшлĕ мероприятие ирттернĕ чухне саккуна пăсни е çыруçăсем хăйсене кăнттам тыткаланипе кÿренсе çăхав çыракан ку таранччен пулман. Çырав ирттерекенсем теори пĕлĕвĕпе практикăра ăнăçлă усă кураççĕ. Çыруçăсем планшет технологине алла илсе тĕллевсене пурнăçлама пултарасси малтан шухăшлаттарчĕ паллах. Çĕнĕлĕх вĕсен ĕçне чылай çăмăллатрĕ, вăхăта перекетлени нормăна ăнăçлă пурнăçлама пулăшнине çирĕплетрĕ. Сăмах май, вĕсен кăçалхи тиевĕ ытти çулхинчен самаях пысăк.

— Çыравăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕрне — тулли те объективлă кăтарту пухассине — пурнăçламашкăн мĕнле меслетлĕхпе тата майпа усă куратăр?

— Пухакан кăтартусен чăнлăхĕпе туллилĕхĕ çынсем çырава тĕрĕс хакласа йышăннипе çыхăннă. Тĕрĕссипе, çакнашкал кампанисенче эпир МИХсем, Интернет-ресурс урлă информаци ĕçне йĕркелесе статистика /Статистика сăмаха уйрăммăн палăртатăп, мĕншĕн тесен унăн продукцийĕ — пĕтĕмлетÿллĕ кăтартусем кăна. Асăннă çирĕплетĕве респондент патне çитерме тăрăшатпăр та/ акцийĕн тĕллевĕсене халăха ăнлантарса чунне витерме пултарни пĕлтерĕшлĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсене — пирĕн шанчăклă партнерсене — тав тăватпăр. Вĕсен пуçарăвне асăннă темăн мониторингне пурнăçлакан Общество çыхăнăвĕсен аталанăвĕн компанийĕ те лайăх хак парать: ку енĕпе Чăваш Республики Раççейĕн малта пыракан виçĕ регионĕ йышне пĕрре кăна мар кĕчĕ.

— Статистикăн пысăк пĕлтерĕшлĕ кирек мĕнле тĕпчевне ирттернĕ вăхăтра унта хутшăнассине хирĕçлекен çын тупăнатех. Кунашкалли Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2002 тата 2010 çулсенчи, ял хуçалăхĕн 2006 çулхи çыравĕсенче те пулнă. Çакнашкаллисем хăйсен хăтланкаларăшне мĕнпе сăлтавлаççĕ? Вĕсем ыйтусене хуравламанни пĕтĕмĕшле лару-тăрăва витĕм кÿрет-и?

— Росстат ертÿçи Александр Суринов иртнĕ уйăхра Чăваш Ене ĕçлĕ çÿревпе килсен ирттернĕ пресс-конференцире REGNUM информаци агентствин корреспонденчĕн ыйтăвне хуравлани кун пек чухне вырăнлă тесе шухăшлатăп: «…Хăйсем пирки сăмах-юмах ваклаттарас тĕллевлĕ çынсем тепĕр чухне ыттисене халăха хирĕçле каймашкăн хĕтĕртеççĕ. Моськăна вĕрекен слонăн ятне астăватăр-и? Эпĕ те аса илейместĕп, мĕншĕн тесен классик унăн ятне палăртман. Пысăк слона мĕнле чĕнмеллине пĕлместпĕр, Моськăна вара пурте астăватпăр. Ыттисен ăс-тăнне пăтратма хăтланакансем Моська синдромĕпе нушаланаççĕ. Тав Турра, унашкаллисем çапах сахаллăн».

Асăннă ушкăна кĕрекенсем хăйсем пирки статистика тишкерĕвĕ пынă вăхăтра аса илтереççĕ. Кăçал та çакнашкал тĕслĕх пулчĕ. Мĕнех калăн — хăйсен граждан позицине асăннă мелпе кăна палăртма пултараççĕ ун йышшисем. Хирĕçле туртăма чылай чухне сăлтавлама та пултараймаççĕ вĕсем. Çырава хутшăнма килĕшменнине хăшĕсем тĕн ĕненĕвĕпе пĕр килменнипе çыхăнтараççĕ, теприсен шухăшĕпе — асăннă мероприятие хушма налук хурас тĕллевпе ирттереççĕ. Тĕпрен илсен, респондентсем çыруçа хапăлласа кĕтсе илеççĕ, вĕсен ыйтăвĕсене туллин те тĕрĕс хуравлаççĕ.

Ман шухăшпа — районта çырава пĕр-икĕ çын хутшăнма хирĕçлени унăн пĕтĕмĕшле кăтартăвне витĕм кÿреймест. Вырăссен паллă писателĕ Лев Толстой хăй вăхăтĕнче çырав тĕллевне çапларах сăнланă: «…обществăшăн çырав интересĕпе пĕлтерĕшĕ алăран тĕкĕр тыттарнă чухнехи евĕрех: пăхмашкăн кăмăлу пур-и е çук-и — çав-çавах вăл пĕтĕм обществăна, пирĕнтен кашнине яр уççăн сăнлать”. Çак сăмахсем çумне нимех те хушса калаймăн.

Роспондентсене — хушма хуçалăх тытакансене е сад ăстисен пĕрлĕхĕсен членĕсене çакна аса илтерни вырăнлă пулассăн туйăнать: енчен те эсир çыруçа хăвăр çурта е хуçалăха кĕртес шухăшлă мар тăк, кăтартусене хăвăра меллĕ вăхăтра инструктор участокĕнче пама тата унта çырав хучĕсене йĕркелеме пултаратăр. Республикăра çавăн йышши 95 участок йĕркеленĕ, вĕсем ăçта вырнаçни, телефон номерĕсем, ĕç вăхăчĕ пирки муниципалитетсен тата Чăвашстат сайчĕсенче тĕплĕн ăнлантарнă.

— Утă уйăхĕн пуçламăшĕнче Александр Суринов ертсе пынă ĕç ушкăнĕ пирĕн хутлăхра ял хуçалăх çыравĕ мĕнле пынипе паллашнине асăнтăр. Çак çÿрев сирĕн коллектившăн, çыруçăсемшĕн, инструкторсемшĕн усăллă пулни иккĕлентермест паллах.

— Росстат пуçлăхĕн ĕçлĕ çÿревне массăллă информаци хатĕрĕсем анлăн çутатни халăха ял хуçалăх çыравĕ тĕлĕшпе тимлĕрех пулмаллине тепĕр хут аса илтерчĕ. Чăвашстат сотрудникĕсемпе тÿрремĕнех хутшăннă май вăл статистика аталанăвĕн малашлăхне, çывăх вăхăтри тĕллевсене палăртрĕ. Инструкторсем, çыруçăсем хăйсем куллен тĕл пулакан çивĕч ыйтусене уçăмлатма, черетлĕ çыравра кирлĕ пулакан сĕнÿсене пĕлтерме пултарчĕç. Росстат представителĕсем асăннă мероприяти вырăнта мĕнле иртнине сăнарĕç, респондентсен тĕрлĕ ушкăнĕпе хутшăнчĕç тата пирĕн республика çыннисем ĕçчен те ăшпиллĕ пулнине хăйсем курса ĕненчĕç.

Валентина СМИРНОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.