Шăмăршăсем çĕнелÿ çулĕ çине тăнă!

5 Авг, 2016

Иртнĕ çул республикăри чылай районта администраци пуçлăхне улăштарчĕç. Сăлтавĕсем кашнийĕнех ăрасна. «Намăс хăминче» усă курмалли, «Капкăн» журналта çатлаттармалли сюжетсем те пур. Паянхи калаçăва влаçа килнисем тавра йĕркелеме палăртнăран кайнисен путишĕсемпе айланса вăхăта ирттермĕпĕр. Тепĕр тесен — хаçат вулакана иртнисем мар, хальхисем, çĕннисем ытларах кăсăклантараççĕ. Камсем тата ăçтан вĕсем? Мĕнлерех должноçсенче ĕçлесе халăх шанăçне тивĕçнĕ? Пин-пин çынна пĕтĕçтерме, ырлăхпа тăнăçлăх еннелле пĕр тĕллевлĕн талпăнтарма пултараслăх хăвачĕпе мехелĕ пур-и, çителĕклĕ-и? Паянхи номертен «килнисен сериалне» пуçлатпăр. Пĕрремĕш курнăçу геройĕ — Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Васильевич ДЕНИСОВ. Вăл 1971 çулхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Карапай Шăмăршăра çуралнă. Шкул хыççăн Шупашкарти Чăваш патшалăх институтĕнче физикăпа математика факультетĕнче вĕреннĕ. Ял шкулĕнче, Шăмăршăри вăтам шкул директорĕнче, Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ. Пĕлтĕрхи кĕркуннерен — Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ.

— Владимир Васильевич, анлăрах, масштаблăрах ĕçе куçиччен эсĕ Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче 16 çул ĕçленĕ. Мĕн-мĕн тума май килчĕ çак тапхăрта? Асра юлнисем хăшĕсем?

— Ял çыннисемпе пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнса чăннипех те ĕç нумай турăмăр. Шкула тĕпрен юсарăмăр, фельдшер пунктне йĕркене кĕртрĕмĕр, клуба çĕнетрĕмĕр. Çынсем ыйтнипе чиркÿ турăмăр. Ăна ниме меслечĕпе тата спонсорсем пулăшнипе çĕклерĕмĕр.

Асра юлнă тепĕр саманта пушшех те палăртса хăварассăм килет. Астăватăн ĕнтĕ — 90-мĕш çулсен вĕçĕпе 2000 çулсен пуçламăшĕнче колхозсем арканма тытăнчĕç. Çапах та эпир ял хуçалăхне тăнчах юхăнма памарăмăр. Пултаруллă çамрăксемпе канашласа вĕсене кашнине çĕр гектар лаптăк патăмăр. Производствăна туллин йĕркелесе пыма техникăпа тивĕçтертĕмĕр. Çакăн хыççăн пирĕн ял тăрăхĕнче сухаланман пĕр лаптăк та юлмарĕ. Олег Хлюкин предприниматель ферма витисене упраса хăварма мехел çитерчĕ. «Ĕçе пуçăнакан фермер» программăна хутшăнса тăватă миллиона яхăн тенкĕ грант илчĕ. Витесене тĕпрен юсарĕ, хальхи шайри оборудованисем вырнаçтарчĕ. Халĕ унта аллă пуç ытла ĕне. Çулталăк вĕçнелле кĕтĕве çĕр пуçа çитересшĕн.

Çутă тĕссемпе çуталса юлнă тепĕр ĕç вăл — çитĕнекен çамрăксемпе тачă çыхăнса ĕçлени. Футбол, хоккей, волейбол командисем районта, республикăра иртекен ăмăртусенче кашни çулах чи малти вырăнсене тухаççĕ. «Зарница» тупăшăвĕнче пирĕн шкул команди республикăра пĕрремĕш вырăна çĕкленчĕ, Оренбург облаçĕнче иртекен финалти турнирта Чăваш Ен чысне хÿтĕлеме тивĕç пулчĕ.

— Санăн умĕнхи ертÿçĕ район тилхепине 29 çул хăйĕнчен вĕçертмен. Ку тĕлĕшпе вăл Сталинпа «хурăнташлă»: унăн та 29 çул. Çавăнпа та умĕнхи пуçлăхăн ĕмĕлки шикленÿ туйăмĕсем çуратмарĕ-и?

— Тĕрлĕ шухăш-туйăм пулнă паллах. Çĕнĕ должноçа куçма сĕнсен кирек кам та хăпăл-хапăл килĕшмест пулĕ? Малтанах районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, предприяти-организаци ертÿçисемпе канашларăм. «Килĕш, пĕрле ĕçлетпĕр-пулăшатпăр», — терĕç. Унсăр пуçне хамăн опыта та шантăм. Эпĕ вĕт районти отрасльсем мĕнле ĕçленине, вĕсен çивĕч ыйтăвĕсене пĕтĕмпех пĕлсе тăнă.

— Саншăн «влаç» сăмах мĕн вăл? Унăн йывăрăшĕ пысăкланнине туйса илтĕн-и?

— Пĕрремĕшĕ — пысăк яваплăх. Иккĕмĕшĕ — йывăрăшне, паллах, туятăп: халĕ Карапай Шăмăршă тăрăхĕшĕн çеç мар, пĕтĕм районшăн, унăн экономикăпа социаллă пурнăçĕшĕн яваплă. Тата та тарăнрах каласан — районта пурăнакан кашни çыншăн яваплă.

— Халăх сăмахлăхĕнче «çĕнĕ шăпăр çĕ­­нĕлле шăлать» ăнлав пур. Влаçа килнĕ хăшпĕр пуçлăх унпа тĕрлĕрен усă курать: пĕрисем «йăтăнса аннă самантпа усă курса юлас-ха» тесе тăванĕ-хурăнташĕсене, кумĕсемпе пĕлĕшĕсене укçаллă должноçсене выр­­наçтараççĕ, теприсем ĕçлеме пултараслăха /профессионализма/ тĕпе хураççĕ. Манăн шухăшпа — чи кирли ку. Эсĕ мĕнле пахалăха килĕштеретĕн?

— Хăйĕн ĕçне вăхăтра тата тĕплĕ тăвакана. Опычĕсене кура хамăн заместительсене пурне те хăвартăм. Шел те, çамрăк специалистсем администрацире çукрах. Калăпăр, пире экономика пайĕн пуçлăхĕ кирлĕ. Конкурс ирттересси пирки иккĕмĕш хут пĕлтертĕмĕр. Хальлĕхе вăтам çулсенчисем çаплах тупăнмарĕç-ха. Ку енĕпе, кадр ыйтăвĕпе, малашне çине тăрарах ĕçлĕпĕр: пенсие каякансен вырăнне йышăнмашкăн хатĕр тăччăр.

— Халĕччен пулман мĕнлерех çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме ĕлкĕртĕр?

— Район центрĕнчи нумай хутлă çуртсене хутса ăшăтма бюджет укçине нумай тăкаклани палăрчĕ. Çавăнпа кивĕ котельнăя сÿтсе виçĕ çурта хăйсен расна тытăмĕлли çине куçарма тĕллев тытрăмăр. Ку ĕçе вĕçлесе пыратпăр. Ыттисене килес çул куçарăпăр. Чи малтан, паллах, хĕллехи вăхăтра уйрăмах сиввисене.

Районти пилĕк шкулта юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри — Пăчăрлă Пашьелĕнчи. Ăна тĕпрен çĕнетме вунă çул каяллах сăмах пуçарнăччĕ. Çурт тăрринчен шыв анатчĕ, чÿречесем çĕрнĕччĕ. Республика Пуçлăхне Михаил Васильевич Игнатьева тав сăмахĕ калассăм килет. Вăл тăрăшнипе пăр тапранчĕ — 17 миллиона яхăн тенкĕпе туллин усă курăпăр.

Патирек ялĕнче фельдшерпа акушер пункчĕ тăвас ĕç-хĕл те пысăк хăвăртлăхпа аталанать. Унăн алăкне уçассине те вăраха ямăпăр.

— Ял хуçалăх çĕрĕсемпе тухăçлă усă курмалли пирки çĕршыв, республика ертÿçисем тăтăшах калаçаççĕ. Пире хирĕçле санкцисем пуçлансан ку ыйтăва тата та вирлĕрех çĕклерĕç. Сирĕн районта лару-тăру еплерех?

— Шăмăршă районĕ пысăк мар, усă курман лаптăксем те нумаях пулман. Хуçисем улшăнса тăнăран кăна хăшпĕр чухне акăнманнисем курăнкаланă. Чăн та, райцентртан аякра, Çĕпрел районĕпе чикĕленекен вырăнта, йĕркеллĕ усă курсах кайман çĕрсем пурччĕ. Кăçал Çĕпрел районне кайса, унти администраци пуçлăхĕпе тĕл пулса инвестор тупма май килчĕ. «Агротранспорт» предприяти пин çурăна яхăн гектара вунă çуллăха арендăна илчĕ. Пин те икçĕр гектара сухаларĕç, кĕрхи культурăсем акма хатĕрлерĕç. Унсăр пуçне аренда укçи кăна — 300 пин тенкĕ — бюджета пуянлатрĕ.

— Сирĕн хресченсем ытларах мĕн акса-лартса çитĕнтереççĕ?

— Тырă. Пысăк хуçалăхсемпе фермерсем, ахаль çынсем выльăх-чĕрлĕх нумай тытаççĕ. Çавăнпа тырă та нумай кирлĕ. Хакĕ çырлахтарсан та эпир сутса пайта курас тĕллеве мар, хуçалăхсемпе фермерсен, халăхăн выльăхĕ тутă пултăр тетпĕр. Тата, кăна каламаллах, тырă йышăнакан элеваторсем пирĕнтен аякра вырнаçнăран аван хаках транспорт укçи «çисе ярать».

Сахăр песукĕн хакĕ те аван. Вăл сутма та, çынсене те яланах кирлĕрен 400 гектар ытла сахăр кăшманĕ акнă. Хĕвелçаврăнăш та пысăк тупăш кÿрет. Ун валли 500 гектар уйăрнă. Туйрăр ĕнтĕ, паянхи кун мĕнле культура усламлине çĕр ĕçченĕсем питех те лайăх чухлаççĕ.

— Владимир Васильевич, пĕчĕк тата вăтам бизнеса вăйлă аталантармалли пирки çĕршывĕпех чан çапаççĕ. Тĕрĕсех ĕнтĕ, Европăри çĕршывсенче вăл 70-80 процента яхăнах. Эпир вара 25 процент урлă та каçайман-ха.

— Пирĕн тăрăхра промышленноçпа çыхăннă пысăк предприятисем çук. Халăха пулăшу кÿмеллисем, çурт-йĕр тумалли материалсемпе тивĕçтерекеннисем вара вун-вун. Вăрман çывăхра пулнăран ăна туянса тĕрлĕ япала хатĕрлекенсем те нумаййăн. Пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарассипе тата та пуçаруллăрах ĕçлĕпĕр, çĕнĕ май-меслет тупăпăр.

— Эсĕ кашни кунах çынсемпе курнăçатăн. Вĕсем хускатакан ыйтусенчен чи çивĕччисем хăшĕсем?

— Çулсем, ăшă, шыв ыйтăвĕсем. Çулсемпе ĕçлетпĕр, нумай хутлă çуртсенчи котельнăйсене улăштарасси пирки çÿлерех каларăм ĕнтĕ. Райцентра таса шывпа тивĕçтерес тĕлĕшпе тар тăкмалли самаях-ха. Мĕншĕн тесен пăрăхсем хурса çуртсене шыв кĕртессине Шăмăршăран мар, аякри ялсенчен пуçăннă. Ырă йÿтĕмпех çапла тунă пулĕ-ха та, анчах ĕмĕтленнĕ пек килсе тухман — райцентр çĕрнĕ пăрăхсемпех, кивелсе хăлтăрканă шыв башнисемпех тăрса юлнă. Хальхи вăхăтра ăçта шыв çук — çав тĕле, километра яхăн, пăрăх хуратпăр-тăсатпăр...

— Эпĕ астăвасса ялсенчи урамсене каç­серен çутăллă тăвас ыйту та çынсене пăшăрхантаратчĕ, хиврелентеретчĕ.

— Кирек мĕнле ĕç пуçарнă чухне те «перекетлĕх» сăмахпа усă курма вĕренменрен е пĕлменрен хамăра чăрмав кÿретпĕр. Сăмахран, энерги перекетлекен лампочкă халĕ тем тĕрли те пур. Эпир çаплах çакна пуçа илместпĕр, совет саманинче хăнăхнисенех туянатпăр-лартатпăр, нумай укçа тăкатпăр. Каланине тĕслĕхпе çирĕплетем-ха. Пĕлтĕр пĕр ял тăрăхĕ электроэнерги валли кăна уйăхсерен 14-шар пин тенкĕ тăкакланă. Çулталăкне вăл 168 пин тенкĕ патнех капашать. Лампăсене энерги перекетлекеннисемпе улăштарнă хыççăн уйăхсерен пин те ултçĕр тенкĕ çеç тÿлемелле. Тăхăр ял тăрăхĕнче те халĕ çапларах. Вăт шутлăр, çулсерен мĕн чухлĕ укçа так ахалех шыв евĕр юхса кайса тăнă?! Капла пурăнма юрамасть, шухăшлавпа шутлама пĕлеслĕхе тĕпрен улăштармалла.

— Санăн сăмахусене пуç тавра кăшăлласа пынăçемĕн çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне çитрĕм — эсир, Шăмăршăсем, çĕнелесшĕн, çĕнетÿ çулĕпе утса пурнăçăра ырлăх-пурлăхпа хăтласшăн.

— Тĕрĕс. Эпир çав çулпа кайма çирĕп тĕллев тытнă.

— Çаплах пултăр!

Геннадий МАКСИМОВ калаçнă.

Василий Кузьмин сăнÿкерчĕкĕсем

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.