Чун канăçĕ - поэзи

4 Авг, 2016

Канаш районĕнчи Шуркасси ялĕнче пурăнакан Николай Агаков сăввисемпе вулакансем паллашнах-тăр. Хаçат-журналта час-часах пичетленеççĕ вĕсем. Унсăр пуçне ятарлă кĕнеке те кăларнă автор. Пĕрре çеç мар, улттă. «Хут çине çырăннисем тепĕр 2-3 кĕнекелĕх те пур. Вĕсене кун çути кăтартмалла. Иртнĕ кĕркуннерен пуçласа кăçалхи çуркуннеччен кашни кун пĕрер сăвă çыртăм. Чăваш сăмахĕ илĕртет мана. Ăна ытараймасăр алла хутпа ручка тытатăп», - терĕ Николай Михайлович хăйпе паллаштарнă май.

Килсем, килсем хавхалану саманчĕ

Тĕрлĕ тема кăсăклантарать арçынна. Çав шутрах ял пĕтнишĕн те кулянать вăл. Ара, кÿршĕрех 4-5 çурт мăрйинчен тĕтĕм тухмасть. Çамрăк ăру тăван чĕлхене манни те чĕрене ыраттаракан пулăм. «Шкулта концерт пулчĕ. Ачасем чăвашла пĕр юрă та юрламарĕç», - пăшăрханса пĕлтерчĕ вăл. Ахальтен мар унта-кунта уяв ирттерес пулсан Николай Михайлович куракансене хăйĕн хайлавĕсемпе паллаштарма васкать. Тăван халăх чĕлхерен ан ютшăнтăр тесе тăрăшать.

«Шкулта 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне «Пионер сассинче» пĕрремĕш сăвă пичетленчĕ. Çак хавхалану çырас шухăш-кăмăла çуратрĕ. Шел, хамăн ĕмĕте пурнăçа кĕртеймерĕм, кун-çула поэзипе çыхăнтараймарăм», - иртнине аса илсе ассăн сывларĕ арçын.

Шăпа ăна кĕленче сăпкара сиктермен. Хуйхă-суйхă пуç çĕклеме паман темелле. Çук, хуçăлман вăл. Чуна йывăр вăхăтра вара сăвă йĕркисем шăрçаланă. Юратнă мăшăрне çухатнă хыççăн та поэзире çăлăнăç тупнă.

Çутă пурнăç кустăрми кусать

Николай Агаков хăй ĕмĕрĕнче тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă: юханшыв порчĕн машинистĕнчен пуçласа «Сормовский» совхозри хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен инженер таранах. Хăй каланă тăрăх - пурнăç тăршшĕпе 10-12 специальноçпа вăй хунă. Çавна май тавракурăм та анлăланнă. Паян вăл ăста платник, лайăх пахчаçă. Ял çыннине чÿрече хашакĕ, алăк туса парать. Пахчинче тĕрлĕ çимĕç, улма-çырла çитĕнтерет. Улмуççи сыпать, ку тĕлĕшпе ял-йыша та пулăшать. Пахчаçимĕç вăррисене те хăех çитĕнтерет, арпуссăр пуçне. Вунă çул çапла айланать. Калчасене нарăс уйăхĕнчех акать. Ытлашши вăрлăха кÿрше-арша, тăванĕсене парать. Хăй хатĕрленĕскер шанчăклă пулнине каларĕ. Пысăк тухăç илес тесе çăвĕпех пахчара тăрăшать. Ăна хĕрĕ Наташа пулăшать. Унсăр пуçне Николай Михайлович çут çанталăк тусĕ те. Вăл эрозие хирĕç кĕрешес тĕллевпе çырмара чылай йывăç лартнă. Халĕ кунта сĕм вăрман тейĕн. «Пĕчĕк ачана ÿстернĕ пек пăхрăм вĕсене. Тепĕр чух чуна тăвăр пулсан çакăнта килетĕп те лăпланатăп», - кăмăллăн калаçрĕ арçын.

Агаковсем кроликсем усраççĕ. Сутма мар, ашлăх. Вĕсене валли çителĕклĕ утă хатĕрлеççĕ. «Кĕркунне вăкăр туянасшăн», - пĕлтерчĕ вăл хăйĕн шухăшне.

Амăшĕн кил-çуртне те пăхса тăрать Николай Михайлович, унăн пахчине те çумкурăкран тасатать, пахчаçимĕç ÿстерет. Хĕле валли хăех варени, компот хатĕрлет, помидор-хăяр тăварлать. Çав вăхăтрах сăвă шăрçалать:

... Çуркунне сар хĕвел тÿперен

Йăл кулса ăшăтĕ кунсерен.

Çеçке çурĕç пĕтĕм йывăçсем,

Çĕнĕ хунав хушĕç хăшĕсем.

 

Çутă пурнăç кустăрми кусать:

Пĕри нушапа пуçне усать,

Тепри леш тĕнчене ăсанать...

Çĕнĕ ăру çеçкине çурать.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.