Çут çанталăк вăрттăнлăхне уçакан ăсчах
Архангельск облаçĕнче пурăнакан Н.П. Тимофеев биолог хаçат-журналсенче тата интернет уçлăхĕнче хăйĕн тĕпчевĕсене тăтăшах пичетлесе кăларать. Ăсчах темиçе наука чиккинче ĕçлет. Экологсене, медицина ĕçченĕсемпе спортсменсене уйрăмах кăсăклантараççĕ вĕсем. Вăл эмел курăкĕсене тĕпчесе этеме ватăлма паман, унăн тÿсĕмлĕхĕпе пиçĕлĕхне ÿстерекен, пурнăçри йывăрлăхсене çăмăлрах тÿссе ирттерме пулăшакан имлев курăкĕсем шыраса тупнă, вĕсем пурте пĕлекен женьшеньрен те ирттереççĕ. Ырми-канми ĕçлекен тĕпчевçĕ выльăх-чĕрлĕх тухăçлăхне чылай ÿстерекен халиччен усă курман çĕнĕ культурăсене те тупса палăртнă. 2000 çулта Сыктывкар хулинче диссертаци хÿтĕлесе вăл биологи наукисен кандидачĕ пулса тăнă.
Н.П.Тимофеев 1973 çулта Канаш районĕнчи Вăтакас Татмăшри вăтам шкултан вĕренсе тухнă, 1978 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне пĕтернĕ хыççăн ăна Архангельск облаçне ĕçлеме янă.
- Николай Петрович, агрономи факультетĕнче вĕреннĕ çулсенче эсĕ тĕпчев енне туртăннă-и?
- Ман пĕтĕм пурнăç тĕпрен илсен çут çанталăк вăрт-тăнлăхĕсене биологи тата медицина саккунĕсемпе килĕшÿллĕн уçса парассипе çыхăннă, çакна эпĕ наука эксперименчĕсемпе тата тĕрĕслев ĕçĕсемпе усă курса туса пыратăп, тĕпчев кăтартăвĕсене халăх хуçалăхĕнче усă курмалли майсене палăртатăп. Студент çулĕсенче тĕпчевçĕ пулас шухăш ман пуçа нимĕн чухлĕ те çавăрман. Çак тапхăрта хама тĕрлĕ енĕпе тĕрĕслесе пăхас килетчĕ. Сăмахран, Искусство университетĕнче вĕренсе музыка инструменчĕсен вăрттăнлă-хĕпе кăсăклантăм, вокалпа инструментсен оркестрĕсем валли юрă-кĕвĕ илемлетес ăсталăх енне туртăнтăм.
Тĕпчев ĕçĕ мана иртнĕ ĕмĕрти 79-80 çулсенче илĕрте пуçларĕ. Çак вăхăтра эпĕ Коми наука центрĕпе пĕрле Европăн Çурçĕр тăрăхĕнче сивве лайăх тÿсекен хĕрĕхе яхăн ÿсен-тăран акса туса илес ĕçе хутшăнтăм. Çакă вырăнти çĕр ĕçĕн тухăçлăхне самай ÿстерме май пачĕ. Ку тăрăхра тĕлĕнмелле курăксем çитĕнеççĕ пулин те халиччен вĕсем çине çаврăнса пăхман. Хăшĕсем юр кайичченех шăтса тухаççĕ, 12 градус сивĕре те аптрамаççĕ. Бамбук пекех талăкра 7-9 см таран ÿсеççĕ. Çакă пуянлăх мар-и? Тухăçа вĕсем тырă çине куçарсан 40-50 ц, хăш чух 75 ц çитичченех ÿстерме май параççĕ. Ахаль меслетпе вара 8-12 ц кăна тухать. Ку курăксем тĕрлĕ витаминпа, белокпа тата сахăрпа пуян. Апла выльăх-чĕрлĕх усракансен хаклă комбикорм туянас хуйхă пĕтет. Аш-какай тата сĕт-çу туса илессине çакă икĕ хут ÿстерме май пачĕ. Шел, 1990 çулсен çурринче асăннă технологи çинчен манма тытăнчĕç, пире ют çĕршыв тăрантарма пуçларĕ-çке. Хуçасăрлăхăн хурлăхлă символĕ - капашсăр çÿллĕ ÿсекен пултăран. Çак курăка халĕ кам кăна вăрçмасть пулĕ, унпа кĕрешме сахал мар укçа-тенкĕ тăкаклаççĕ, анчах асăннă курăк парăнмасть. Хăйне тапăнакансене вăл çунтарса илме «вĕренчĕ».
- 1990 çул хыççăнхи юхăннă тапхăра тÿссе ирттерме мĕн пулăшрĕ?
- Чăваш ял хуçалăх институтне пĕтернĕ хыççăн мана хальхи вырăс литературинче паллă йĕр хăварнă Федор Абрамов тата Василий Белов çыравçăсем пурăннă тăрăха ĕçлеме ячĕç. Вĕсем хăйсен кĕнекисенче пурнăçа мĕн тери тĕрĕс те тарăннăн ÿкерсе кăтартнине кунта тÿрех ăнланса илтĕм. Ун чухне ял çыннине хистесе ĕçлеттересси йăлараччĕ. Шăрăхпа е çумăрпа аптракан çĕрсене пусахласах сухалаттарса тĕш-тырă актаратчĕç. Вырса илнĕ тырă пысăк купасенче çĕрсе выртатчĕ, çул çукран ăна илсе тухаймастчĕç. Халăх ĕçке ярăннăччĕ, пурнăç улшăнасса шанма пăрахнăччĕ. 1979 çулта Федор Абрамов «Пинежская правда» хаçатра «Чем живем - кормимся» ятпа уçă çыру кăларчĕ. Ăна кăштах кĕскетсе «Правда» хаçатра та пичетлерĕç. Çакăн хыççăн ĕç коллективĕсенче писатель сăмахне сÿтсе явма пуçларĕç. Автор асăннă çырура критика пушшипе кăна сулкалашман, вăл ентешĕсене кÿтсе çитнĕ ыйтусене пĕр-пĕрне ăнланса сÿтсе явма чĕннĕ. Чи малтанах унăн чĕрине хуçасăрлăх ыраттарнă. Ку малтанах ертсе пыракансенчен килнĕ-ха, анчах çыравçă кашни çын ăшра юхăнма тапраннине те пытарман. Эппин ыттисене вĕçĕмсĕр хурланипе пурнăçа улăштараймăн. Кашнийĕн хăй мĕн тума пултарасси пирки шухăшламалла. Çыравçă çĕр ĕç культури хăвăрт чакса пынине палăртать, çакна халăх хăйне хисеплеме пăрахнипе çыхăнтарать: «Халиччен колхоз çĕрĕ халăха тăраниччен çăкăр çитернĕ, халĕ вара эпир туса илнĕ тырă ĕнесене çăнăх сапса пама та çитмест... Кам килсе йĕрке туса парать сире? Кам сиртен лайăхрах пĕлет çĕр ĕçне? Нимле улпут та килсе ырă пурнăç туса парас çук, сирĕн вырăна ĕçлекен тупаймăн, пĕтĕм шанăç - хăвăрта». Çак сăмахсене лăпкăн мĕнле итлесе ларăн?
- Эсĕ темиçе наука чиккинче ĕçлекен ăсчах, унта кам та пулин сĕннипе кĕрсе кайрăн е çакă хăй еккипе пулса кайрĕ?
- Çав темăна ил, кăна ан тив текен пулман, анчах кашни ĕç кĕтмен çĕртен мар, хăй йĕркипе пулса пырать. 22 çул хушшинче икçĕре яхăн халиччен пĕлмен ÿсен-тăрана тĕпчерĕм. Вĕсем ытти «ачаш» курăксенчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ-ха? Капашсăр хăвăрт ÿснипе, сахăр тата белок нумай пуçтарнипе питĕ тĕлĕнтереççĕ, 50 градус шăрăха, 12 градус сивве ним мар чăтаççĕ, нимле чир-чĕре, сиенлĕ хуртсене парăнмаççĕ. Вĕсене ÿстерме хими им-çамĕ кирлĕ мар. Вĕсем пĕрре аксан вуншар çул ÿсме пултараççĕ.
Этем çавнашкал чăтăмлă та вăйлă пултăр тесен мĕн тумалла? Савăнсах пĕлтеретĕп: ватăлассипе ăнăçлă кĕрешмелли эмел те пур иккен! Экдистероид текен япаларан килет вăл, гормон евĕрлĕ шăранчăкран. Этем ÿт-пĕвне вăл хими им-çамĕ пулса мар, ÿсен-тăран апачĕпе кĕмелле. Çĕр çинчи 425 пин тĕрлĕ ÿсен-тăранран, анчах ун пеккисем икĕ теçеткерен ытла мар, чи авалхи йышшисем вĕсем, çын çитеймен çĕрте «пытанса» ÿсеççĕ. Экдистероидсем пур чухне те наркăмăшлă курăксенче пуçтарăнаççĕ, вĕсем ытларах Бразилири тата Амазонка шывĕ хĕрринче ахăрса ÿсекен вăрмансенче тата Индипе Китайри çÿллĕ тусем çинче çитĕнеççĕ. Икĕ курăк çеç çак саккуна пăхăнмасть, ку - эпĕ тĕпчекен левзея /рапотник/тата серпуха. Эпĕ сĕннĕ проектсене /вĕсем биосинтеза аталантарассипе тата ыттипе çыхăннă/ Раççейри наукăсен академийĕ йышăнчĕ, ĕçлеме май туса пачĕ. Ку темăсемпе РАН конкурсĕнче доклад турăм. «Биомедицинская химия», «Бутлеровские сообщения», «Растительные ресурсы», «Биология сельскохозяйственных растений» тата ытти журналта пичетленнĕ статьясене специалистсем пысăка хурса хакларĕç, вĕсене ют чĕлхесене куçарнă. Каярахпа «Экдистероиды» ятпа вĕренÿ пособийĕ пичетлесе кăларма май килчĕ /2012/. «Çамрăклăх тата вăй-хал» им-çамне çар тата спорт медицинисенче лайăх тĕпчесе пăхрĕç, вĕсем усăллă пулнине, çынна сиен туманнине палăртрĕç.
- Николай Петрович, эсĕ юлашки çулсенче Хĕвел хăй хăватне ÿстерсе е чакарса пыни пурнăçа мĕнле витĕм кÿнине тĕпчетĕн. Хăвăн кун-çулупа танлаштарса пăхнă-и çут çанталăк вăйĕн витĕмне?
- Хĕвел хăвачĕ улшăнасси 11 çула тăсăлакан тапхăрсенчен тăрать. Эпĕ 21 çул ял хуçалăхĕнче тимлерĕм /11х2/, экологире 33 çул /11х3/, наукăра 22 çул /11х2/ ĕçлерĕм. Çав хушăра икĕ аспирантура /ял хуçалăхĕпе тата биологипе/ пĕтертĕм. Пĕтĕмпе 185 наука ĕçĕ пичетлесе кăлартăм.
11-шер çула тăсăлакан хĕвел тапхăрĕсен витĕмне хамăн çемьепе танлаштарса та ăнлантарма пулать. Хĕрпе ывăл тата мăнук çав саккунпа килĕшÿллĕн çуралчĕç. Хĕвел пирĕн йăха ытларах сăмахлăх енне туртать иккен. Сăмах май каласан, ман пĕрремĕш çитĕнÿ - чăваш чĕлхипе ирттернĕ районти олимпиадăра илнĕ Хисеп хучĕ, унта эпĕ пĕр класра вĕренекен В. Алексеевпа хутшăн-нăччĕ. Филолог пулаймарăм, анчах хама çыравçă тесе шухăшлатăп. Ăслăлăх ĕçĕсем хайлатăп. Эпĕ калани пушă сăмах маррине хĕрĕм тÿрре кăларчĕ, вăл филологипе журналистика факультечĕ пĕтерчĕ, ют чĕлхе факультетĕнче те пĕлÿ илчĕ. Ман атте 35 çул милици органĕсенче ĕçленĕ. Икĕ ывăл /Хĕвелĕн 5 тапхăр/ ФСБ тата ШĔМ органĕсенче ĕçлеççĕ. Хĕвел пире компьютер технологийĕ, микроэлектроникăпа компьютер технологийĕ енĕпе кайма та хистет.
Валерий АЛЕКСИН.
Комментировать