Енĕш Нăрвашра — Асăну хăми
Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕнче Чăваш АССРĕн Пушар хуралĕн управленийĕн пĕрремĕш пуçлăхĕ Дмитрий Сидоров çуралса ÿснĕ çурт çине вырнаçтарнă Асăну хăмине савăнăçлă лару-тăрура уçнă.
Дмитрий Сидоров 1897 çулта çуралнă. Тĕнчен пĕрремĕш вăрçин çапăçăвĕсене хутшăннă. 1921 çулта ăна Чулхулана, Сормово завочĕн пушар хуралне, службăна янă. Унта вăл пушар командин пуçлăхне çити ÿснĕ. 1929 çулта ентеше «26 Бакинских комиссаров» тата «Нефтегазстрой» заводсен çар пушар командисен пĕрлешĕвĕсен ертÿçине уйăрса лартнă. 1931 çулта Дмитрий Сидорова Шупашкар хулине Чăваш Енре пушар хуралĕ йĕркелеме янă, тепĕр çултан вăл Чăваш АССРĕн Пушар хуралĕн управленийĕн пуçлăхĕн должноçне йышăннă.
Асăну хăмине уçма Тăвай райадминистраци пуçлăхĕ Владимир Ванерке, Раççей МЧСĕн ветеранĕсен республикăри канашĕн ертÿçин заместителĕ, шалти службăн отставкăри полковникĕ Василий Нягин, Дмитрий Сидоровăн тăванĕ Зинаида Семенова хутшăннă. Вĕсем ял çыннисемпе пĕрле Асăну хăми умне чечексем хунă.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА
Комментировать