Инвестици тупăшне çухатасран

2 Авг, 2016

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх — пенси валли пухакан укçана инвестицилесси çинчен республикăра çулталăк пуçланнăранпа 500 ытла заявлени йышăннă.

Граждансен 68 проценчĕ нухрата патшалăхăн шутланман пенси фондĕнчен — Раççей Пенси фондне, 22 проценчĕ — патшалăхăн шутланман пĕр фондран теприне, 9 проценчĕ — РФ Пенси фондĕнчен патшалăхăн шутланманнине куçма, 1 проценчĕ управляющи компание суйлама кăмăл тунă.

Аса илтеретпĕр: 2015 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çав укçана пĕр страховщикран теприне памалли йĕркене улăштарнă. Страховщиксем: Раççей Пенси тата патшалăхăн шутланман пенси фончĕсем. Вĕсене хăш вăхăтра улăштарнине кура гражданин инвестици тупăшне сыхласа хăварма та, çухатма та пултарать.

Республикăра пурăнакансем çĕнĕ страховщик патне куçма кăçал панă заявленисен 70 проценчĕ – пилĕкçуллăх сроклă, ыттисем — палăртнă вăхăт çитиччен улăштарас тĕллевпе çырнисем.

Пĕр фондран теприне 5 çулта пĕр хут кăна куçсан, финанс рынокĕнчи çухатусене шута илмесĕр, гражданинăн пенси валли пухăнакан пĕтĕм суммине тата инвестици тупăшне сыхласа хăвармашкăн гарантилеççĕ. Çакăн йышши заявление кăçал панă тăк ăна 2021 çулхи пĕрремĕш кварталта пăхса тухаççĕ. Асăннă тапхăрта çын шухăшне улăштарса тепĕр страховщик патне куçасси çинчен пĕлтерме пултарать — кун пек чухне укçана çитес çулхи пĕрремĕш кварталта шутласа параççĕ. Чăн та, хальхи страховщик патĕнче пухăннă суммăна 5 çулта фиксацилени чухлĕ мар. Тĕслĕхрен, гражданин пенси валли пухăнакан укçана патшалăхăн шутланман пĕр фондра 2011 çултанпа е маларах йĕркелеме тытăннă тăк фиксацие 2015 çулта ирттернĕ. Страховщика вăхăт çитмесĕрех улăштарма ыйтса кăçал заявлени парсан 2016 çулшăн тивекен инвестици тупăшĕ сахалланать. Урăхла каласан, укçапа 5 çулта пĕр тытăмăн кăна хуçаланмалла, унсăрăн çав нухрат инвестици çухатăвĕ чухлĕ чакать. Паянхи кун тĕлне страхланă çынсен правине гарантилекенсен шутĕнче — патшалăхăн шутланман 46 пенси фончĕ. Вĕсен списокĕпе Вкладсене страхлакан агентствăсен сайтĕнче паллашма пулать.

Ватлăх валли хывакан укçана Раççей Пенси фондĕнче йĕркеленĕ гражданин ăна инвестицилемешкĕн 33 управляющи компанирен пĕрне суйлама пултарать /32-шĕ — уйрăм çыннăн, пĕри — патшалăхăн, «Тулашэкономбанк»/. Вĕсен списокне РФ Пенси фончĕн сайтĕнче вырнаçтарнă. Пухăнакан кĕмĕле патшалăхăн управляющи компанийĕнчен уйрăм çыннăннине е тепĕр майлă куçарнă чухне страховщик улшăнмасть, унăн тивĕçне РФ Пенси фончех пурнăçлать. Управляющи компание çулленех улăштарма ирĕк пур — кун пек чухне укçана тепĕр çулхи пĕрремĕш кварталта куçараççĕ.

Пухăнакан укçана инвестицилеме ыйтса çырмалли заявлени формисене тата вĕсене йĕркелемелли инструкцие РФ Пенси фончĕн www.pfrf.ru сайчĕн «Пулас пенсионерсене. Пенси валли пухăнакан укçа» пайĕнче вырнаçтарнă. Заявление Пенси фончĕн кирек хăш управленийĕнче, МФЦсенче йышăнаççĕ.

В.ИЛЬИНА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.