Ялсенче кадр ыйтăвĕ çав-çавах çивĕч

2 Авг, 2016

Ялти пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе юлашки çулсенче пирĕн республикăра пысăк калăпăшлă ĕç нумай пурнăçларĕç: хытă сийлĕ çулсем сарчĕç, çут çанталăк газĕ кĕртрĕç, нумай çĕрте социаллă çĕнĕ объектсем — ача сачĕсем, фельдшер-акушер пункчĕсем — хăпартрĕç, халăха ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерчĕç... Савăнса кăна пурăнмалла пек! Шел, çамрăксем çав-çавах хуланалла туртăнаççĕ.

Йĕркеллĕ условисем кирлĕ

Паянхи кун шăпах çакă — 35 çула çитменнисем ялсенче юлманни — чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Ун пирки ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов парламентăн 38-мĕш сессийĕнче те сăмах пуçарчĕ.

«Мана, аграри секторĕнче нумай çул ĕçленĕскере, ялти лару-тăру пăшăрхантарать. Çамрăксем хулана йышлăн туха-туха кайни ялта пысăк шалуллă тата тивĕçлĕ ĕç вырăнĕсем çуккипе çыхăннă. Çĕр ĕçĕ пурнăç тĕллевĕ пулнă ăру кайсан эпир кампа юлăпăр? Çĕршыва кам тăрантарĕ? Ялсенчен нумайăшĕ паян çакна пула «кадрсен выçлăхĕпе» тĕл пулать. Педагогсем те, механизаторсем те, дояркăсем те, комбайнерсем те çитмеççĕ. Çапла, Пĕтĕм Раççейри «Земство тухтăрĕ» проекта шанни тÿрре тухрĕ. Çамрăк кадрсене яла илĕртмелли тата унтах хăвармалли çĕнĕ механизмсем шухăшласа кăлармалла, анчах çакăн валли ĕç паракансен вырăнта пурăнма тата ĕçлеме кирлĕ условисем йĕркелемелле. Унсăр пуçне предприятисемпе аслă шкулсем пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлессине вăйлатмалла», — терĕ ун чухне спикер.

Йăнăш шухăшсенчен хăтăлмалла

Ялта агрономсем, зоотехниксем, ветеринари тухтăрĕсем çитменнине «Хыпар» хаçат журналисчĕсем редакцие Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ректорĕ Андрей Макушев килсен те сÿтсе яврĕç. Андрей Евгеньевич палăртнă тăрăх — аслă шкул республикăн аграри сфери валли специалистсене кирлĕ чухлех хатĕрлет, анчах пĕтĕм выпускник яла ĕçлеме каясшăнах мар. Çакăн сăлтавĕсене ректор халăхра анлă сарăлнă йăнăш темиçе шухăшра курать.

Пĕрремĕшĕ — аграри пĕлĕвĕ малашлăхсăр тени. Ку тĕрĕс мар, мĕншĕн тесен 4-5 çул вĕренни çамрăкăн малашлăхне, унăн компетенцине витĕм кÿрет. Иккĕмĕшĕ — "ял хуçалăхĕ — резина атă, чĕркуççи таран тислĕк, çителĕклĕ хутса ăшăтман çурт" текен шухăш. Академи ертÿçи унпа пачах килĕшмест. Хальхи вăхăтра ялсенче тĕнче шайĕнчи выльăх-чĕрлĕх комплексĕсем уçăлаççĕ, вĕсене çĕнĕ оборудованипе пуянлатаççĕ, ĕçлекенсем валли канмалли пÿлĕмсем уйăраççĕ. Ун пек витесенче, паллах, резина атă кирлĕ мар. Алăпа пурнăçламалли ĕç те сахал. Виççĕмĕш шухăша, ял хуçалăхĕнче ĕç укçи ытла пĕчĕк тенине, пĕтерес енĕпе çине тăрса ĕçлемеллине палăртать А.Макушев: "Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи АПК тытăмĕнчи реформăсем — шалу вăхăтра илейменни, ун вырăнне утă-улăмпа тырă пани — халăх ăс-тăнĕнче нумайлăха çырăнса юлнă. Тин çеç вĕренсе пĕтернĕ ветеринари врачĕ уйăхра вăтамран 13-15 пин тенкĕ шалу илет. Çакă сахал-и? Банка ĕçе вырнаçакан çамрăка та тÿрех 40 пин тенкĕ шалу памаççĕ. Ĕненĕр".

Аграри пĕлĕвне илекенсен хушшинче хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркелекен сахал мар. Вĕсене патшалăх та пулăшать. Тĕслĕхрен, "Ĕçе пуçăнакан фермер" программăпа килĕшÿллĕн. Е илнĕ кредитăн процент ставкине субсидилесе. Унсăр пуçне ялта вăй хуракан çамрăк кадрсене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма май паракан программа та питĕ кирлĕ те вырăнлă. Унпа килĕшÿллĕн 35 çула çитмен специалистсене çурт-йĕр хакĕн 70% чухлĕ социаллă тÿлев параççĕ. 70% сахал мар-çке. Чăн та, патшалăх пулăшăвне тивĕçнисен савăнăçлă çак пулăм хыççăн ялта тата темиçе çул ĕçлемелле.

"Студентсем тĕлпулусенче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине пĕтерсе яла каякансем, пурнăçне агропромышленноç комплексĕпе çыхăнтаракансем валли те "Земство тухтăрĕ" йышши программа йышăнма май çук-ши тесе тăтăшах ыйтаççĕ. Тĕрĕссипе, вĕсемшĕн пулăшу виçи мĕн чухлĕ пулни мар, çав мел пурри пĕлтерĕшлĕрех", — тет ректор. Вăл академи ЧР Вĕренÿ тата Ял хуçалăх министерствисемпе пĕрле шкулсенче аграри класĕсем йĕркелеме пуçласси пирки те каласа кăтартрĕ.

Тухтăрсем çитмеççĕ

"Земство тухтăрĕ" программа пурнăçа кĕме пуçланăранпа Чăваш Енре 2012-2015 çулсенче ялти медицина организацийĕсене 278 çамрăк специалист ĕçе вырнаçнă. Çапах районсенчи сиплев учрежденийĕсенче медицина кадрĕсем çав-çавах çитмеççĕ. Ялсемпе хула евĕрлĕ поселоксенче пĕтĕмĕшле врач практики, анестезиологи-реаниматологи, рентгенологи, хирурги, акушерлăхпа гинекологи, кардиологи, педиатри, онкологи тата ытти специальноçпа тухтăрсем çителĕксĕр.

Тепĕр чăрмав — асăннă программăна ялсемпе хула евĕрлĕ поселоксене çеç кĕртни, хулари больницăсене ĕçлеме вырнаçакан çамрăк специалистсем вара 1 миллион тенкĕ пулăшăва тивĕçеймеççĕ. Етĕрне район тĕп больници те хулара вырнаçнă, çакна пула унта килес текен тухтăрсем çукрах. Райадминистраци пуçлăхĕ Владимир Кузьмин каланă тăрăх — районта медицина кадрĕсен ыйтăвĕ чăнласах та питĕ çивĕч. Паянхи кун çав тăрăхра 28 врач-специалист çитмест. «Пирĕн çывăхри районсен центрĕсем — Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Элĕк — пурте ялсем, вĕсем хăйсене тухтăрсемпе 100 проценчĕпех тивĕçтерчĕç. Эпир ыйтнипе унти специалистсем пирĕн района эрнере пĕр-икĕ хутчен килсе каяççĕ, чирлисене йышăнаççĕ», — пĕлтерчĕ Владимир Николаевич.

Çак районти ялсенчи сиплев учрежденийĕсене «Земство тухтăрĕ» программăпа килĕшÿллĕн 4 çамрăк килнĕ: 2012 çулта — иккĕн, 2013 çулта — 1. Тепри, педиатр, нумаях пулмасть вырнаçнă. «2012 çултах ĕçе пуçăннисен тепĕр çулталăк çурă вăй хумалла. Çак срок вĕçленсен вĕсем те районта юлмастпăр теççĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе Шупашкарта хваттер туяннă пулас», — пăшăрханса каларĕ В.Кузьмин. Кадрсен ыйтăвне вара татса памаллах — халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕ памалла вĕт. Çакна райадминистраци пуçлăхĕ, хăй те врачра тăрăшнăскер, лайăх ăнланать. Çавăнпа ертÿлĕх пулас специалистсене медицина вузĕсенче тĕллевлĕ вĕрентесси пирки виçĕ енлĕ килĕшÿ тăвать. Кăçал акă ку меслетпе икĕ çамрăк усă курма кăмăл тунă. Паллах, вĕсем специалист дипломне алла иличчен, ординатура витĕр тухиччен вăхăт самаях иртет. Яваплă çынсем çавăн пекех выпускниксемпе тĕл пулаççĕ, вĕсене хăйсем патне ĕçе вырнаçма чĕнеççĕ. Çамрăксене пулăшу пултăр тесе пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтереççĕ.

Владимир Кузьмин акă пĕр специалиста хăйне уйăрса панă служба хваттерĕнче пурăнма ирĕк панă. Кăçал та Етĕрне тăрăхне ĕçлеме килес кăмăллă тухтăрсем валли — 2, тепĕр çул тата тепĕр 2 хваттер уйăрма палăртнă. Шалу хăйсем ĕмĕтленнĕ пек пысăк пулмасан та пурăнмалли вырăн ыйтăвне татса пани врачсене хавхалантарасса шанать пуçлăх. Сăмах май, унăн хăйĕн икĕ ачи те врача вĕренсе тухнă, халĕ иккĕшĕ те хулара ĕçлеççĕ. Хĕрĕ Шупашкара качча тухнăран унтах тĕпленнĕ, ывăлĕ вара ялта ĕç тиевĕ пĕчĕкрех тесе тăван тăрăхне килесшĕнех мар-мĕн. «Медицина кадрĕсен ыйтăвне йывăр пулсан та пĕчĕккĕн татса паратпăрах», — пĕтĕмлетрĕ Владимир Николаевич.

Медицина организацийĕсенчи вакансисен списокĕпе, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин сайтĕнче вырнаçтарнăскерпе, паллашнă май Çĕмĕрлере, Çĕнĕ Шупашкарта, Çĕрпÿре, Йĕпреçре, Канашра, Сĕнтĕрвăрринче, Куславккара та Етĕрнери евĕрлĕрех лару-тăру хуçаланать теме май пур.

«Ялти медицина ĕçченĕсене социаллă пулăшу памалли мерăсене малашне те туллин сыхласа хăварăпăр», — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче. Ун чухнех вăл ялта вăй хуракан тухтăрсене çурт-йĕр туянма е хăпартма илнĕ ипотека кредичĕн проценчĕсен 4% саплаштарма субсиди парасси пирки калакан указа алă пуснине пĕлтерчĕ. Сăмах май, ку указ çамрăк специалистсене çеç мар, 50 çула çитмен медицина ĕçченĕсене те пырса тивет. Паллах, вăл та медицина кадрĕсен ыйтăвне татса пама пулăшасса шанас килет.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.