Ăшă кăмăллă, вĕри чунлă
100 çула çитнĕ, унтан та ытларах пурăннă е пурăнакан çынсен кун-çулĕпе тахçанах кăсăкланнă май эпĕ вăрăм ĕмĕрлисем пирки нумай çыратăп. 1916 çулта çуралнисем пирĕн тăрăхра хальлĕхе пĕрре çеç: Алманчри Ольга Спиридонова. Кĕтнĕ самант çитрĕ: утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче вăл пĕр ĕмĕр тултарнине паллă турĕ. Анчах та çакна каласа хăвармалла: районта хальлĕхе унран та нумайрах пурăнакан тата иккĕн пур: кăçал акан 5-мĕшĕнче 103 çула кайнă Ирина Орлова /Пулайкасси/ тата кăрлачăн 7-мĕшĕнче 102 çула кайнă Васнарти Валентина Новоселова. Малашне те çут тĕнче илемĕпе киленсе ĕмĕрĕсене тăсчăр-ха сумлă ватăсем.
Иртнĕ кунсенче Алманч ялне çул тытрăм. 1969 çулта туса лартнă йывăç çурта тултан хăтлăх кĕртнĕ. Кунта чăн-чăн алă ăсти пурăнать тейĕн. Вырăн çинче ларакан тăп-тăп кĕлеткеллĕ, илемлĕ пит-куçлă, тирпейлĕ тумланнă кинеми пирки ниепле те 100 çулта тесе калаймастăн. Пичĕ çинче пĕркеленчĕк те çук пек, куçĕ те чăр-чăр! пăхать. Сăнĕнче хаваслă кулă палăрать..
Юбиляра алă тытса сăмах пуçтартăм. Унăн малтанхи сăмахĕсем шухăша ячĕç: «Ай-уй, сан аллу манăннинчен те сивĕрех!» Вăт епле иккен: ăшă кăмăллă çыннăн чунĕ хĕрÿрех-мĕн!
Юбиляр çак ялтах çуралнă. «Ямшăк таврашĕ», — тенĕ вĕсене. Улттăн çитĕннĕ вĕсем: Хветуç, Санькка, Улькка, Çемен, Кулине, Урине — 5 хĕр те 1 ывăл. Хĕрĕсем пурте ял хуçалăхĕнче тăрăшнă, пĕртен-пĕр ывăлĕ Семен Спиридонович малтан летчик пулнă, кайран — ăсчах: философи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор. Паян вара пурăнаканни пĕр Улькка çеç.
Ольга Спиридоновна шкулта вĕренмен, çапах та вулама-çырма, алă пусма пĕлнĕ. Килти ĕçсенче питĕ правур пулнă. Хитре хĕре каччăсем те куç хывнă ĕнтĕ. 1937 çулта вăл çак ялах Иван Прохорова качча тухать. Унпа вĕсем 60 çул пĕрле пурăннă. Кил хуçи 1997 çулхи кăрлачра 80 çула çитсе çĕре кĕнĕ. Иван Прохорович механизаторта ĕçленĕ. Вăрçăччен ĕçре куçне амантнă, çавăнпа ăна фронта илмен. Вăл тылра вăй хунă. Астăватăп-ха, Иван Прохорович пĕр хушă куç курманнисен обществин ертÿçинче те ĕçлерĕ...
Мăшăр пурĕ 9 ача çуратнă. Питĕ шел, виççĕшĕ ача чухнех вилнĕ. Улттăшĕ чиперех ÿссе çитĕннĕ, çемьеллĕ пулнă. Ывăлĕсем — Леня, Çеруш, Валерик — ашшĕ çулĕпе кайнă: трактористра тăрăшнă. Каллех вĕсене иртнĕ вăхăтпа çеç асăнмалла: вĕсем те çĕре кĕнĕ. Тепĕр виçĕ ачи тĕрĕс-тĕкелех пурăнаççĕ: пурте — пенси çулĕнче. Райка вăтам шкул хыççăн техника училищи пĕтернĕ, Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ заводра мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хунă. Саша — строитель, Зоя — предприниматель.
Мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсене шутласа кăлараймарĕç килтисем, мĕншĕн тесен инçетре пурăнаканнисен çемье хушăнсах пырать вĕт.
Упăшкинчен 80 çулта юлнă хыççăн хĕрарăмшăн пурнăç тĕксĕмленнĕ пекех туйăннă. Çапах та алран ĕç яманни, ывăл-хĕрĕ хÿтлĕх парса тăни ăна хавхалантарнă. Хĕрĕ Райка ăна 20 çул пăхса пурăнать. Ольга Спиридоновна ялта хăйне аванрах туять. Кунта йăлтах чуна çывăх-çке: тăвансем, пускилсем, мăшăрĕпе пĕрле çĕкленĕ çурт-йĕр, хуралтăсем... Раиса Ивановна лайăх пăхать амăшне. Ялта хисеплеççĕ ăна. Вăл халăхшăн, обществăшăн ĕçлесе пенсие тухнă, çав пархатар унăн яла та пĕрлех килнĕ: вăр-вар та çивĕч ăс-тăнлă хĕрарăма ял тăрăхĕнче часах асăрханă — Алманч ял старости халĕ вăл. Кĕске вăхăтрах курăмлă ĕçсем туса ирттерме пултарчĕ вĕри чун-чĕреллĕ ертÿçĕ. Ĕмĕчĕсем пысăк-ха унăн: пылчăклă урамсене хытă чул сартарасшăн. Халăх пĕр шухăшлă пулсан, вырăнти пуçлăхсем пулăшсан — пурнăçланатех. Пултарулăх ушкăнне те çÿрет, концертсене хутшăнать. Раиса Ивановна çавăнпа пĕрлех амăшне пăхма, кил-çурта юсаса тытса тăма, хуçалăхри мĕнпур ĕçе тума та ĕлкĕрет. Арçын ĕçне те тиркесе тăмасть: строитель те вăл, техникăна та парăнтарать. Мотоблок туянни пушшех те çăмăллатнă пурнăçа. Сăмах май каласан, ывăлĕпе хĕрĕ — Андрейпа Августина — иккĕшĕ те аслă шкул пĕтернĕ. Халĕ Мускавра ĕçлесе пурăнаççĕ, яла килсех çÿреççĕ.
Ольга Спиридоновна 1986 çулта операцие тÿссе ирттернĕ хыççăн больницăна урăх çÿренине каламарĕç. Апат тиркемест, пылак юратать. Ятарласа икĕ качака тытаççĕ килте. Унăн сĕчĕ паха та усăллă-çке. Эрех-сăрапа нихçан та иртĕхмен. Мăшăрĕпе хăнана кайсан та ÿсĕрĕлмесĕрех «Пирĕн урам анаталла...» юрласа килнине астăваççĕ ачисем. Питĕ лăпкă та хавас кăмăллă хĕрарăм, хитрелĕхе юратать.
Ялти ырă çынсем Ольга Спиридоновнăна «Эсĕ 105 çул пурăнатăн!» — тени чăна килтĕрччĕ.
Николай ЕРШОВ.
Красноармейски районĕ.
Комментировать