Ачи йĕркене пăснишĕн ашшĕ-амăшĕ айăплă
Çул çитменнисемпе яланах тимлĕ пулмалла. Ашшĕ-амăшĕн те, право хуралĕн тĕрлĕ органĕн те. Прокуратура та — вĕсен йышĕнчех. Çул çитменнисем саккуна пăснă е кĕçĕннисене хăйсене кÿрентернĕ тĕслĕхсене асăрхасах тăмалла, вĕсен йышне чакарма ăнтăлмалла. Çак тĕлĕшпе республикăри лару-тăру еплерех-ши? Кун пирки ЧР Прокуратурин çул çитменнисемпе тата çамрăксемпе ĕçлекен пайĕн ертÿçипе Тамара Шурыгинăпа калаçрăмăр.
— Тамара Ивановна, паянхи пĕтĕмĕшле ÿкерчĕк еплерех-ши?
— Пĕлтĕрхи пĕрремĕш çур çулта çамрăксем саккуна пăснă тĕслĕхсем сасартăк ÿсрĕç. Профилактика органĕсен ĕçне тĕрĕслеме пуçларăмăр та çулталăк вĕçленнĕ тĕле лару-тăрăва йĕркене кĕртрĕмĕр. Кăçал та ăна куçран вĕçертместпĕр. Профилактика тĕлĕшпе ятарлă комплекслă программăсем пурнăçлани хăйĕн çимĕçне паратех. Çавăнпах кăçалхи 6 уйăхра республикăра çул çитменнисем йĕркене пăснă тĕслĕхсен шучĕ те, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 22,1 процент чухлĕ чакнă. Апла пулин те вĕсем — 232.
Чылай кăтартăва лайăхлатрăмăр. Çул çитменнисем мăшкăлланă, çынна вĕлернĕ тĕслĕхсем çук — вĕсем уйрăмах йывăр шутланаççĕ. Наркотиксемпе çыхăннисен шучĕ чакнă. Наркăмăшланнă хыççăн йĕркене пăсни те сахалрах. Анчах ку лăпланмаллине пĕлтермест. Тен, вĕсене тупса палăртасси япăхланнă. Профилактика ырă витĕм кÿнипе те сăлтавлама пулать паллах.
Çав вăхăтрах Улатăр, Патăрьел, Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Çĕрпÿ, Шăмăршă районĕсенче тата Çĕнĕ Шупашкарта кăтартусем япăхланнă.
Интернет сарăлнă май çĕнĕ йышши преступленисем те аталанаççĕ. Экстремистла материалсем тухаççĕ. Сăмахран, нарăс уйăхĕнче 17 çулти йĕкĕт тĕлĕшĕпе уголовлă ĕç пуçарма тивнĕччĕ. Интернетри сайтсенчен пĕринче хăйĕн страници çинче вăл шăпах çакăн йышши статья вырнаçтарнă. Унсăр пуçне маларах та социаллă сетьсенчен пĕринче ытти халăх патне курайманлăх çуратакан видеофайл кĕртнĕ. Çак икĕ ĕçе пăхса тухма суда ярса панă.
Ÿсĕрле тунă преступленисен шучĕ те ÿснĕ. 31-рен 37-е çитнĕ. Ку та сисчĕвлентерет. Акă йĕркеллĕ çемьере çитĕннĕ икĕ йĕкĕт пуш уйăхĕнче Патăрьелти автовокзалăн иккĕмĕш хутĕнче çул çитмен тепĕр çамрăка çĕçĕпе хăратнă, укçа ыйтнă.
Çул çитменнисен тĕлĕшĕпе тунă преступленисен шучĕ чакнă-ха. Апла пулин те ар çыхăнăвне кĕрессишĕн пусмăрлани пур. Çакă пăшăрхантарать те. Тăванĕсем шар кăтартаççĕ-çке. Мăн çын пĕчĕкскерне хур кÿнине ăнланма йывăр. Епле ăссăр та чунсăр пулмалла!
Çамрăксен хушшинче çаратасси анлă сарăлнă. Ытти преступление чылай чухне ăнăçсăр çемьере çитĕннисем пурнăçлаççĕ, вăрра лайăххисенче ÿснисем те кĕреççĕ. Çакна пулах пĕлтĕр преступленисен йышĕ те ÿсрĕ. Ун чухне кашни тĕслĕхе уйрăммăн тишкертĕмĕр те çакна палăртрăмăр: ашшĕ-амăшĕ ĕçлеме тухса кайнăран аслисен тимлĕхĕсĕр юлнă ывăл-хĕрĕ ют çын пурлăхне хапсăнать.
— Эппин, ача-пăча саккуна пăсни тÿрремĕнех экономикăпа çыхăннă.
— Çапла, социаллă сăлтав тетпĕр ăна. Ĕç çукки урăх çĕре кайма хистет. Çакă воспитание те витĕм кÿрет. Унсăр пуçне аслисем эрех ĕçме пуçлаççĕ. Кун пеккисем те ачисем пирки пачах манаççĕ. Кĕçĕннисем каллех тимлĕхсĕр юлаççĕ.
Кунашкаллисене палăртас тĕлĕшпе профилактика субъекчĕсен: полици органĕсен, çул çитменнисемпе ĕçлекенсен, сывлăх сыхлавĕн органĕсен, шкулсен, педагогсен, опекăпа попечительство органĕсен — пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлемелле. Анчах тĕрлĕ тĕрĕслев ирттернĕ чухне çакă пулса пĕтменни куç кĕрет.
Тепĕр чухне шкулти педагогсем ăнăçсăр çемьене асăрхасан та вĕсем пирки пĕлтерме васкамаççĕ. Пĕрисем пĕлмесĕр, теприсем — ятарласа, асăрханса çитерейменшĕн ятласран сыхланаççĕ. Кун пек тĕслĕхсене тупсан прокуратура вĕсен тĕлĕшпе асăрхаттарусем йышăнать.
Çĕнĕ Шупашкарти ĕçтешсем лайăх анализ тунă. Кашни преступление тишкерсе саккуна пăсакансем ытларах социаллă тăлăхсем иккенне палăртнă. Хăть те хăçан та чи малтан сăлтава ашшĕ-амăшĕнче шырамалла çав. Хăшĕсем çуратаççĕ те пачах пăхмаççĕ. Ачасем хăйсемшĕн хăйсем хуçа, тĕслĕх пулса тăраççĕ. Йĕркеллĕ мар вĕт çакă!
2015 çулта шута илнĕ 30 ачаран 25-шĕ — ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех тăлăх шутланаканскерсем. Вĕсене е ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарнă, е аслисем тĕрмесенче. Тепĕр чухне тата амăшĕ ача çуратма каять. Ашшĕ çук. Ача килте пĕчченех юлать. Ирĕкре. Кăçалхи çур çулта та тăлăхсен йышне тата 12 ача кĕчĕ. Пĕри çеç хăр тăлăх. Пĕтĕмлетÿ куç умне тухать — аслисен яваплăх çук, ачасем пĕчĕкрен амăшĕн ăшшисĕр çитĕнеççĕ. Усрав çемьере те тĕрлĕрен лару-тăру пулать вĕт. Тепĕр чухне унтан та каялла таврăнма тивет. Çакă пĕтĕмпех çамрăк психикăна витĕм кÿрет.
— Çул çитменнисем саккуна темиçе хутчен пăснă тĕслĕхсем ÿсни те паллă. Профилактика çителĕксĕррипе çыхăнтармалла-и?
— Яланах мар. Çемьери лару-тăруран та килет, ачаран хывнă кăмăл-сипетрен. Акă, тĕслĕхрен, В. ашшĕпе тата амăшĕпе пурăннă. Аслисем уйрăлсан ывăлĕ амăшĕпе юлнă. Анчах хĕрарăма тĕрмене лартнă, çавăнпах вăл кукамăшĕпе пурăнма тытăннă. Кайран ăна ятарлă шкула янă, унтан усрав çемье илсе кайнă. Çемйи те йĕркеллĕ, укçа-тенкĕ те çителĕклĕ. Çук, В. вăрра çÿренĕ. Пĕрре кăна та мар. Суд пулмалли кун та унта çитеймен вăл, каллех... вăрра кĕнĕ. В.-на воспитани колонине 1,5 çуллăха яма йышăннă. Лайăх çемьенех лекнĕ-çке. Анчах ăна вăрă ĕçĕ илĕртнех, ку йăларан хăпайман вăл. Кунашкаллисене алăран çеç çавăтса та çÿрейместпĕр-çке.
Тепĕр тĕслĕх. Йĕкĕт вĕренме йĕркеллĕ çÿремен. Ашшĕ ĕçлеме аякри хулана çÿренĕ. Çемье те лайăххисен йышĕнченех. Анчах вăл урокра ларас вырăнне вăрра кайнă. Çак тĕслĕхре малтан, паллах, вĕрентекенсене айăплатпăр. Вĕсем ача урока çÿременнине курнă вĕт. Çакна асăрхаса профилактика ытти органне пĕлтермелле пулнă. Асăннă каччă пĕр хутчен çеç те çаратман. Çемьере иртĕхтернĕ-ши?
Акă Ленин районĕнчи 15-ри каччă та, халĕ 16-ра ĕнтĕ, ушкăнпа темиçе хутчен те вăрра кайнă. Дачăсене çаратнă. Малтанхи хутĕнче çирĕп айăпламан ăна, яваплăхран асăрхаттарнипех хăтарнă. Мĕн тетĕр? Вăл ун хыççăнах тата темиçе хутчен вăрра кайнă. Суд ятарлă шкула ярассипе çеç çырлахмарĕ, ирĕклĕхсĕр хăварчĕ.
Паллах, эпир çул çитменнисене хупса лартассишĕн тăрăшмастпăр. Саккун та кăна хирĕçлет. Тÿрленме хистетпĕр, вăхăт паратпăр. Анчах та преступлени йывăр чухне урăхла та май çук. Апла пулин те хăш-пĕр ача каялла йĕркене кĕреймест. Уйрăмах тĕрмене лекнисен психики пăсăлса юлать.
Хăть те мĕнле преступлени сăлтавне те тарăн — çемьере — шырамалла. Çавăнпах аслисен ачисен кашни утăмĕшĕн яваплă пулмалла.
Татьяна НАУМОВА
Комментировать